Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче» Раҫҫей шайӗнче флешмоб пуҫарса янӑ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Флешмоба хутшӑнакансен чӑвашла сӑвӑ вуламалла.
Акцие Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ Элтияр Александров тата Альбина Юрату поэт чӑвашла сӑвӑ вуласа пуҫарса янӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тексчӗн конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ.
Диктант текстне ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Кӑҫалхи акцие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑспаруҫӑ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси. Текстра 200 сӑмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшӑннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклӗҫ, сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ыркӑмӑллӑх тӗллевӗпе спектакль кӑтартассине пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ спектакль Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫӗ-хӗлӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чӑвашсен паттӑрлӑхӗпе паллаштарать.
Спектакль режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Инсценировкине Сергей Павлов ҫырнӑ.
Билет сутса тунӑ укҫана театр ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма уйӑрӗ. Спектакль 18 сехетре пуҫланӗ.
Культура учрежденийӗсен те укҫа-тенкӗ туса илесшӗн, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересшӗн тапаҫланма тивет. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ҫеҫпӗл картти» проект пуҫарса янӑ.
Культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче театр 90 ҫул тултарать. Ҫавна май черетлӗ сезон тӗрлӗ премьерӑпа, концертпа, пултарулӑх каҫӗпе, конкурссемпе акцисемпе пуян пулӗ.
«Ҫеҫпӗл карттине» спектакль курма пынӑ 14 ҫулчченхи ачасене парӗҫ. Унпа нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен театрти 6 спектакле 20 процент йӳнӗрех тӳлесе курма май килӗ. Карттӑна илес тесен театра ачасемпе аслисен пӗрле пымалла.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри министрсем чӑвашла челлендж ирттерме йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнчи ырӑ акцие республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫарса янӑ.
Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ.
«Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра».
Дмитрий Краснов «#говорюначувашском», «#поюначувашском» челлендж пуҫарса ярассине пӗлтернӗ; видео, аудио ҫырса илсе маларах асӑннӑ хештегсемпе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӑй вӑл чӑвашла ваттисем сӑмахӗсене ҫырса илнӗ.
Эстафетӑна Дмитрий Краснов ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать.
Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ.
Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илсе е открытка хатӗрлесе #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла ҫеҫ.
Паян Шупашкарта громкоговорительпе калакан автобус иртсе ҫӳренине асӑрхаман-и? Нумайӑшӗ илтнӗ пулӗ.
ҪҪХПИ ку эрнере хӑйне евӗр акци ирттерет. Шупашкарта 15-17 сехетсенче ятарлӑ автобус ҫӳрӗ. Унта вырнаҫтарнӑ аппаратурӑпа аудиоролик ярӗҫ. Вӑл - ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки.
Ҫавӑн пекех автобусри инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене хытӑ илтӗнекен ҫыхӑнупа ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки асӑрхаттарӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене тӗрленӗ кипке парнелесси йӑлана кӗнӗ. Ку акци пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак кун ҫуралнисем "Тӗрӗре ҫуралнисем" акцие хутшӑнакансем пулса тӑраҫҫӗ.
Кӑҫал чӳкӗн 26-мӗшӗнче пепкелӗх центрӗнче 10 ача ҫуралнӑ: 6 арҫын ачапа 4 хӗрача.
Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗнче 5 пепке кун ҫути курнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралнисене пурне те чӑваш тӗрриллӗ кипке парнеленӗ.
Тутарстанра кӑларса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илекенсен ҫӗвӗ машиниллӗ пулас шанчӑк пур.
Вылява хаҫата 2023 ҫулӑн 1-мӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнса илекенсен хушшинче йӗркелеме йышӑннӑ. «Сувар» ҫырӑн та ҫӗвӗ машинки санӑн! Хаҫат 30 ҫул тултарнӑ ятпа тата ытти хаклӑ парнесем!» акцие хутшӑнакансен ытти хаклӑ парнене те выляса илес шанчӑк пур.
«Сувар» хаҫата кашни ҫыхӑну уйрӑмӗнчех ҫырӑнма май пур. Ҫавӑн пекех хаҫатпа Раҫҫей почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлӑ килтен тухмасӑрах туслашма май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |