Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗ «Лайӑх тракторист» операци ирттерет.
Паянхи кун тӗлне илсен 50-а яхӑн траткториста тӗрӗсленӗ. Инспекторсем трактористсен ОСАГО страхлакан полис, тракторист-машинист удостоверенийӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кӑлтӑксем ытларах тӗл пулаҫҫӗ-мӗн.
Йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе аджминистративлӑ ӗҫ пуҫарса протоколсем шӑрҫалаҫҫӗ.
Тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ трактористсене асӑнмалӑх наклейка парнелеҫҫӗ.
«Лайӑх тракторист» авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.
Аня Чижова ячӗллӗ фонд кӑҫал та авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шкул ачисене акцие хутшӑнма чӗнет. Вӗрентекен валли класпа пӗр чечек ҫыххи илсе памалла та ытти укҫана нихӑҫан сипленмен ачасем валли ямалла. Фонд «Чечек вырӑнне - ачасем» акцие кӑҫалхипе саккӑрмӗш ҫул ирттерет.
Пӗлтӗр акци вӑхӑтӗнче 916 284 тенкӗ пуҫтарнӑ.Ку укҫа 26 ачана пулӑшма кайнӑ. Унта Мускаври, Мари Элти, Чӑваш Енри, Мускав ҫывӑхӗнчи шкулсем хутшӑннӑ. Спонсорсем те пулнӑ.
Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче 2 миллион та 334 пин тенкӗ пухма палӑртнӑ. Ку укҫапа 94 ачана пулӑшасшӑн.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре «Кино каҫӗ» акци иртӗ. Ӑна йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Раҫҫей киновӗн кунне халалласа йӗркелеҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра унта Ҫамрӑксен театрӗн «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӗ тата округсенчи 18 кинозал хутшӑнаҫҫӗ. Акцие хутшӑнакансене Раҫҫей кинематографӗн ҫӗнӗ фильмӗсене тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ: Александр Андрющенкӑн «Сто лет тому вперед» фантастика блокбастерӗ, Александр Войтинскин «По щучьему велению» юмахӗ тата Александр Герман-кӗҫӗннин «Воздух» ҫарпа истори драми.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнче Совет Союзӗн космонавчӗ, Совет Союзӗн Геройӗн ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа 1 пин ытла юман лартнӑ.
«Астӑвӑм сачӗ» космонавтӑн тӑван районӗнче ӳсӗ. Темиҫе ҫултан унта юман аллейи ешерӗ.
Шуршӑлти Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗ ҫывӑхӗнче вара Крым хырӗсене лартнӑ. Вӑл та «Астӑвӑм сачӗ» акципе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ ҫурти» акци иртӗ. Шупашкарта вӑл каҫхи 9 сехетре Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче пулӗ.
Ҫак акци Раҫҫейӗпех иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен те унта хутшанӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсене асра тытса ҫурта ҫутӗҫ.
Ҫунакан ҫурта – хӑйне евӗр «астӑвӑм кӗперӗ». Вӑл иртнипе хальхине ҫыхӑнтарать, истори астӑвӑмне ӑруран ӑрӑва парасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать.
Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫак кунсенче тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерееҫҫӗ. Акци Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланӑ, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырать. Ӑна ӗнер иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ.
Акци тӗллевӗ – йӑлари тонометрсене вӑхӑтра тӗрӗслени юн тымарӗсемпе чӗре чирӗсемпе кӗрешесси ҫинчен аса илтересси.
Росстандартӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем 2023 ҫулта виҫӗ кунта 1057 тонометр тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 91-шӗ (е 9 проценчӗ) усӑ курма юрӑхсӑррине палӑртнӑ.
Тонометрсене паян тата ыран ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 42-мӗш ҫурт, ирхи 8-тан пуҫласа 14 сехетчен. Ыран — Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче (Винокуров урамӗ, 68-мӗш ҫурт) 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Патшалӑх истори архивӗнче «Архиври каҫ» акци иртӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл «Пӗлме, упрама, астума» девизпа килӗшӳллӗн иртӗ.
Акцие Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Экологи ҫулталӑкне тата Андриян Григорьевич Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
«Архиври каҫ» 16 сехетре пуҫланать те 20 сехетре вӗҫленет.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм вырӑссен диктантне хутшӑнать. Ку эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хатӗрленӳ занятийӗсем пуҫӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗш заняти пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 18 сехетре 1-мӗш корпусра пулӗ.
Кӑҫал диктант текстне Анна Матвеева ҫыравҫӑ ҫырнӑ. Ӑна ытларах «Перевал Дятлова» роман тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: тӗрлӗ ҫулта диктант тексчӗн авторӗсем Павел Басинский, Гузель Яхина, Леонид Юзефович, Андрей Усачёв, Евгений Водолазкин, Алексей Иванов, Дина Рубина, Андрей Геласимов, Марина Степнова, Василий Авченко пулнӑ.
Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ тӗлне Чӑваш академи драма театрӗ акци ирттерӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18:00 сехетре кӑтартакан «Инкеклӗ телей» спектакле курма икӗ е тата ытларах билет туянакансене билет хакне 23 процент йӳнетсе сутӗҫ.
Билетсене сайт урлӑ туяннӑ чух CHUVDRAM23 промокодпа усӑ курмалла.
«Инкеклӗ телей» спектакле спектакльти ӗҫ-пуҫ 1938-1945 ҫулсенче пулса иртет. Тӗп герой, Аркадий, вӑрҫӑран аманса яла таврӑнать. Хӑйӗн ҫемйи ҫак тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле пурӑнни ҫинчен вӑл нимӗн те пӗлмест. Инсцинировкӑна
Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов хатӗрленӗ.
Кӑҫал Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне Раҫҫейӗн чечеклӗ карттине тӑваҫҫӗ. Тӗп хуламӑр 555 ҫул тултарӗ.
Карттӑна ҫу уйӑхӗнчех тума пуҫлӗҫ. Ун чухне чечек хунавӗсене лартма тытӑнӗҫ. Акцие ҫӗршыври тӗрлӗ регион хутшӑнӗ.
Чечексене, тӗрлӗ регионти питомникре ӳстернӗскере, кӳлмекре лартӗҫ. Хальлӗхе заявкӑсене йышӑнаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс вӗҫӗнче, пуш пуҫламӑшӗнче акцие миҫе регион хутшӑнни паллӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |