Шупашкарти Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юлашки призыва хутшӑннисене таксипе тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ.
Ветеранӑн е унӑн официаллӑ представителӗн телефон номерне Пенси фондӗнче регистрацилемелле. Такси чӗнмешкӗн ветеран ҫумне ҫирӗплетнӗ соцӗҫчен патне шӑнкӑравламалла.
Пӗр ҫын пуҫне 3 пин тенкӗ таран субсиди уйӑрса парӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен парнӑҫланӗ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Книжный марш Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӗвӗн кӗнеке маршӗ) патриотизм акцийӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ ирттерет.
Республикӑри районсемпе хуласенче ҫар пулӑмӗсемпе ҫулӗсене халалланӑ 77 кӗнекепе паллаштарӗҫ. Вӗсене йӑтса Нихҫан сӳнми ҫулӑм тата вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк патне ҫитӗҫ.
Акцие хутшӑнакан кӗнексен шутӗнче — Юрий Бондаревӑн «Горячий снег», Владимир Богомоловӑн «Иван», Борис Васильевӑн «А зори здесь тихие» тата «В списках не значился», Валентин Катаевӑн «Сын полка», Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке», Михаил Шолоховӑн «Судьба человека» кӗнекисем.
Чӑваш авторӗсен кӗнекисем те акцие хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Леонид Агаковӑн «Солдатские дети», Илпек Микулайӗн «Вӑрҫӑпа ҫӗнтерӳ», Иван Лисаевӑн «Вунпиллӗкре эпӗ, комбат...» тата ыттисем.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Зелёная суббота» (чӑв. Симӗс шӑматкун) экологи акцийӗ пуҫласа иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — усӑ курнӑ электрон япаласене тата приборсене парнелесси тата пӗр-пӗринпе ылмаштарасси.
«Хупӑ ҫаврӑмри экономика ӑнлав паян чылай фактора пӗрлештерсе тӑрать. Ку вӑл — производительсен яваплӑхӗ те (тирпейлеме меллӗ материалсемпе усӑ курни), тирпейлесси те, япаласене тепӗр хутчен усӑ курни те», – тенӗ акцин тӗллевӗ пирки Раҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минитсрӗн ҫумӗ Дмитрий Тетенькин.
Хула ҫыннисем принтерсем, джойстиксем, компьютер системин блокӗсене, клавиатурӑсем, блютуз-колонкӑсем илсе пынӑ. Тата 5 фотоаппарт йӑтса пынӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ хуҫисене тупнӑ. Хуҫа тупӑнман тавара мастерскойсене саппас пайсем валли уйӑрса панӑ.
«Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ.
«Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акцие ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ текстсен конкурсне ирттерет.
Конкурса хутшӑнакансен материалсене https://forms.yandex.ru/ каҫӑпа ярса памалла. Кӑҫалхи текста тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа ҫырмалла. Материлсене ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Текстра 130-150 сӑмах пулмалла.
Конкурса хутшӑннисене сертификатпа хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнса парӗҫ.
Ыран Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыртарӗҫ. Вӑл кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртӗ.
Хальхинче диктанта Вырӑс драма театрӗнче те ҫыртарӗҫ. Ахальтен мар, ҫак театр кӑҫал 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Диктант текстне театр артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Людмила Кизимир сцена ҫинчен вулӗ. Унта килекенсем вара текста куракансен залӗнче хытӑ планшетсем ҫинче ҫырӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта ют ҫӗршыв ҫыннисем валли те ятарлӑ лапам ӗҫлӗ. Акци 14 сехетре пуҫланӗ. Диктанта онлайн мелпе те ҫырма май пулӗ: totaldict.ru.
Сӑвӑ хитре ҫырма пӗлекенсене «Чунтан саламласа» открытка авторӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ акцие Чӑваш наци музейӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерет.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлипе уявлатпӑр. Ҫавна май наци музейӗ чӑвашла открытка валли салам сӑмахне сӑвӑлласа ҫырма сӗнет. Текст чӑвашла пулмалла. Саламлӑ сӑвӑра 8 йӗркерен ытла кирлӗ мар. Салама ҫуралнӑ кун, Амӑшӗн кунӗ тата туй кунӗ ячӗпе хатӗрлеме май пур.
Акцие 5 ҫултан пуҫласа 75 ҫул таранчченхисем хутшӑнма май параҫҫӗ. Шкул ачи-и вӑл е поэт-и — пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Кӑҫал та пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалласа акци иртӗ. Ҫавна май ҫынсем тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Акци ака уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртӗ.
Юн пусӑмне виҫекен ҫав медицина аппаратне Чӑваш Республикинчи Метрологи тата тӗпчевсен стандартизацийӗн центрӗ тӗрӗслесе парӗ.
Тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттермелли акци юлашки тӑватӑ ҫулта иртет. Ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫлемен 1000 тонометра палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнааан 10 ҫулти Саша сывлӑх енчен хавшак. Вӑл пуйӑспа кайса курма ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем пурнӑҫланӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑннӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем арҫын ачана Трактор савучӗн территорине илсе килнӗ. Унта Саша тепловоз ҫине ларса курнӑ, хӑйне чӑн-чӑн машинист пек туйнӑ. Саша тепловоза пиклеттерсе, пускӑчсене пусса курнӑ, куншӑн питӗ савӑннӑ. "Эпӗ тепловозпа хамах кайнине никам та ӗненмӗ!" - тенӗ савӑнӑҫлӑн арҫын ача транспортран ансанах. "Ҫав вӑхӑтра ачан куҫӗнче мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫакна кура эпир уншӑн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ япала тунине ӗнентӗмӗр", - тенӗ следстви управленийӗн ӗҫченӗсем.
Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул умӗн ырӑ йӑла пурнӑҫланма тытӑнать: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци. Сывлӑх енчен хавшак ачасем хӑйсен ӗмӗчӗ пирки ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӑрӑш ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тӳре-шара, ахаль ҫынсем акцие хутшӑнса чарӑш ҫинчи теттене илеҫҫӗ те ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи 15 ҫулти Владимир Васильев ДЦП-па кӗрешет. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе, аппӑшӗпе пурӑнать. Арҫын ача юмахсем, юрӑсем итлеме юратать. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулта интерактивлӑ тетте-медиаплеер илме ӗмӗтленнӗ. Ку ӗмӗте Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пурнӑҫланӑ.
Владимирӑн амӑшӗ Елена Васильевна ывӑлӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн питӗ савӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |