«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, эмелсене тӳлевсӗр илме тивӗҫ ҫынсен списокне чиновниксем тӑснӑ. Ҫакна РФ Президенчӗ Владимир Путин пушӑн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, кун валли хыснаран 10 миллиард тенкӗ кирлӗ. Хушупа килӗшӳллӗ, кӑҫал пушӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа эмелсене тӳлевсӗр е ҫур хакпа ҫаксем илме пултараҫҫӗ: Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем, федераци министрӗсем, правительство аппарачӗн ӗҫченӗсем, Федераци Канашӗн сенаторӗсемпе ӗҫченӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсемпе ӗҫченӗсем, Конституци тата Аслӑ судсен судйисем, Раҫҫейӗн чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ посолӗсем, субъектӑн аслӑ должноҫри ҫынсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ҫумӗнчи Раҫҫей элчисем, Тӗп суйлав комиссийӗн элчисемпе аппаратчикӗсем, ҫынсен правине хӳтӗлекен элче тата унӑн аппарачӗ, Генпрокуратурӑри, Следстви комитетӗнчи, Шут палатинчи аслӑ должноҫсене йышӑнакан ӗҫченсем тата вӗсен ҫемйисем.
Ҫавӑн пекех ҫӳлерех асӑннӑ должноҫсенчен пенсие кайнӑ чиновниксем те ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Унччен ку ҫӑмӑллӑхсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, «Ленинград блокадинче пурӑннӑ ҫынна» паллӑна тивӗҫнисем, Ленинградри госпитальсемпе пульницӑсен ӗҫченӗсем, Чернобыльти радиацие тӳснисем, СССР, РФ Геройӗсем, концлагерьте пулнисем, ШӖМ ӗҫченӗсем ҫеҫ усӑ курнӑ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ черетсӗр сессийӗ иртесси, унта депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалли пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Палӑртнӑ кун сесси иртнӗ, унта прокурор кандидатурине тишкернӗ, халӑх тарҫисем кандидата ырланине палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ.
ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ.
Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.
1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ.
Пӗр тесен, депутатсем те ҫынах иккенне ӑнланма пулать-ха. Анчах халӑх ҫинчи ҫынсем ҫавӑн пек усалланни пирки тем каламалла ӗнтӗ.
Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутатне арӑмне хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ. 38 ҫулти депутат, тӗпчевҫӗсен шучӗпе, 23 ҫулти мӑшӑрне икӗ хутчен тӳпеленӗ. Пӗринче, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, — хӑйӗн офисӗнче; тепринче, раштавӑн 9-мӗшӗнче, — килте. Малтанхинче ӑна вӑл ҫӳҫрен ярса илсе ҫӗре туртса антарнӑ, ҫапса-тапса пӗтернӗ. Иккӗмӗш хутӗнче вӑл хӗрарӑма пуҫӗнчен темиҫе хутчен чышкӑпа янлаттарса янӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ.
Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ.
Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ.
Сӑнсем (150)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикассинче ҫак кунсенче ҫӗнӗ аптека уйрӑмӗ уҫӑлчӗ. Ӑна валли Кив Атикассинчи райпо лавкин пӗр кӗтессинче вырӑн уйӑрнӑ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче аптека уҫнӑ ятпа кунта савӑнӑҫлӑ пуху пулчӗ. Унта Чӑвашпотребсоюз председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Хӗрлӗ Чутай райпо председателӗ, район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Хӗрлӗ Чутай администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, Кив Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов хутшӑнчӗҫ. Вӗсем аптека алӑкӗн умӗнчи хӗрлӗ лентӑна касма тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Аптека ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 17 сехетчен, вырсарникунсӑр пуҫне, кашни кунах ӗҫлет. Медикаментсене сутма ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ Ангелина Николавна Семеновӑна шаннӑ. Тинех «вӑрман урлӑри» ял халӑхӗ кирлӗ эмеле Чутая каймасӑрах туянма пултарӗ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ.
«Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ.
Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ирина Калентьева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци) вӑхӑт ҫитмесӗрех парламентран кайнӑ. Паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, парламент сессинче «халӑх тарҫисем» вӑл ыйтса ҫырнине тивӗҫтернӗ.
Пӗр ҫын ҫеҫ хирӗҫ сасӑланӑ. Ыттисем, 40 депутат, ӗҫтешӗн утӑмне хирӗҫ кайман. Ирина Калентьева — Пекинри Олимпиада призерӗ, маунтинбайкер. Вӑл сессисене сахал хутшӑннӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл парламентран каясси пирки ыйтса ҫырнӑ. Комитет ырланӑ.
Патшалӑх Канашӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Николай Малов кун пирки нимех те каламан. Ирина Калентьевӑн заявленийӗ саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ҫеҫ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Ирина Калентьевӑна депутата 2011 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче суйланӑ. Унӑн тренировкисем ытларах чухне ют ҫӗршывра иртеҫҫӗ, ҫавна май вӑл саккун йышӑннӑ чухне кашнинчех пулайман.
Ку ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Элӗк район депутачӗсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче хускатнӑ.
«Халӑх тарҫисем» ял тӑрӑхӗсен территорийӗсенчи йӑлари хытӑ каяша пухассипе тата вӑхӑтлӑх тытассипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен отчет итленӗ. Район админситарцийӗнче ӗҫлекен Сергей Гаврилов специалист чарӑнса тӑнӑ самантсем депутатсем хушшинче те, пухӑва хутшӑнакансем хушшинче те нумай ыйту ҫуратнӑ-мӗн.
Район центрӗнче те, ял тӑрӑхӗсенче те ҫӳп-ҫапа пуҫтарас ыйту ҫивӗч тӑрать иккен. Пухӑнса кайнӑ каяша вӑхӑтра турттарасси кӑна мар, ятарласа уйӑрнӑ вырӑна ӑна ҫитересси те ҫителӗклӗ пулса пымасть-мӗн. Йӗри-таврари тирпейсӗрлӗхшӗн яланах пуҫлӑх айӑплӑ мар тесе ҫирӗплетеҫҫӗ вырӑнтисем. Ҫынсем хӑйсемех ҫул хӗррине миххи-миххипе ҫӳп-ҫап пӑрахса хӑварма хӑяҫҫӗ иккен. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов депутатсене хӑйсен округӗсенче тирпейлӗх ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме ыйтнӑ. Ҫитес вӑхӑтра районта ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама ӗҫ пуҫарнине палӑртнӑ. Район депутачӗ Сергей Васильев пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсем хӗррипе ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пухса тирпейлеменнине каланӑ. Александр Куликов ку енӗпе пур ял тӑрӑхӗнче те ӗҫсене тивӗҫлипе йӗркелеме хушнине аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |