Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов хӑйӗн ҫуртне парнелени пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Йышлӑ ача ҫуратма шикленмен ҫемье виҫӗ хутлӑ хӑтлӑ ҫурта шалт кӑна кӗрсе ларнӑ.
Николай Угасловӑн ырӑ утӑмне чӑваш парламентарийӗсем хӑйсен черетлӗ сессийӗнче те асӑнса хӑварнӑ. Ырӑ утӑм тунӑ мецената Юрий Попов спикер та сцена ҫинчен тав тунӑ. «Эсир, Николай Федорович, нумай туни каламасӑрах паллӑ», — мухтанӑ Юрий Попов Угаслова.
Угаслова вара тепӗр депутат, Николай Малов, тиха парнелесси пирки сертификат тыттарнӑ. «Ку вӑл Етӗрне район ҫыннисенчен», — тенӗ вӑл, тихине вырӑнти лаша савутӗнчен тесе палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, вӑл хӑй те ҫав тӑрӑхран. «Яланах ут ҫинче пулмалла пултӑр», — ырӑ суннӑ вӑл Угаслов депутата.
Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн виҫӗ комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑҫалхи тата 2015–2016 ҫулсенчи республика хыснине тӳрлетӳ кӗртессине пӑхса тухнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп финанс документне пӗрремӗш вулавпа чӳкӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Черетлӗ сессии чӳкӗн 27-мӗшӗнче иртмелле, унта бюджета иккӗмӗш вулавпа тишкермелле.
Хысна кӗртнӗ тӳрлетӳсен шутӗнче депутатсем патшалӑх сужащийӗсене ҫурт-йӗр туянма хыснаран субсиди парассине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Килес ҫул ҫав тӗллевпе малтанласа 35 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхнӑ. Пуҫарӑва комитетсен пайташӗсем ырласа йышӑннӑ. Перекетленӗ укҫана республикӑри ӗҫ ветеранӗсене тӳлеме яма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, вӑл ята тивӗҫес тесен хӗрарӑмсен 40 ҫул, арҫынсен 45 ҫул стажлӑ пулмалла. Халӗ ку вӑхӑта 2,5 ҫул таран чакарас шухӑшлӑ-мӗн.
Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси республикӑра епле шайра-ха? Мӗншӗн хӑш-пӗр пульницӑна йышӑнӑва кайнӑ хыҫҫӑн юлашки вӑхӑтра тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳни мӗн хака ларни пикри хут ҫырса пама тытӑннӑ? Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем яланах нумай. Пульницӑна кайсан шурӑ халатлисен кӑнттамлӑхӗпе тӗл пулни те вӑрттӑнлӑх мар.
Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫипе Вячеслав Александровпа сӳтсе явма май пур. Кун пеккине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ туса парать. Ҫитес уйӑхра, раштавӑн 10-мӗшӗнче, парламент хаҫачӗ депутатпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Ыйтусене ирхи 10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен 8(8352) 28-85-07 тата 62-82-00 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ. Маларах шӑнкӑравласан та тем мар — Александров депутат вӗсене «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекенсене Раҫҫенйӗн Патшалӑх Думине илсе кайнӑ. Курма.
Ҫулҫӳреве йӗркелеме Чӑваш Республикинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине суйланнӑ Руслан Тихонов депутат пулӑшнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулине унта халиччен пулман, аслӑ классенче вӗренекен 30 ачана илсе кайнӑ. Гимназитсене Мускав кӑтартса ҫӳренӗ, Кремле кӗрсе тухнӑ, «Мосфильм» киностудие. Ачасене Мускаври МГИМОна тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетне те кӗртсе кӑтартнӑ. Асӑннӑ аслӑ шкулсемпе 4-мӗш гимнази килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Ачасемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ самант Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ҫитни тесе пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Руслан Тихонов депутатӑн пулӑшуҫипе Сергей Никитинпа, депутатсемпе тӗл пултарнӑ вӗсене.
Шкул ачисене, студентсене тата ытти хӑш-пӗр категорие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, халӑх тарҫи ятарлӑ премисемпе хавхалантарнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та хавхалантарать.
Вӗрентỹ ӗҫӗнчи ҫитӗнỹсемшӗн, кӑтартуллӑ тӑрӑшнӑшӑн вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи вӗрентекенсене кӑҫал та савӑнтарать. Кӑҫалхи авӑнтан пуҫласа ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗччен депутат премине Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта математика вӗрентекен Надежда Тимакова, Ҫӗн Атикассинчи вӑтам шкул директорӗ Валентина Ядранская, Питӗркассинчи вӑтам шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Любовь Архипова, Мӑн Этмен шкулӗнче информатика вӗрентекен Николай Фадеев, Атнарти вӑтам шкулта химипе биологи вӗрентекен Сергей Мигушкин илсе тӑрӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнче кирек епле мероприятие те тӗплӗн хатӗрленнине асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Артамоновпа журналист ӗҫӗпе пӗр кун ирттернӗ чух ӑнланма ӗлкӗрнӗччӗ. Ун чух вӗсем Ҫӗрпӳ ярмӑрккине тата ҫӗнӗ ача пахчи уҫма хатӗрленетчӗҫ. Паян унта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗнче пулнӑ май ҫӗрпӳсен тӗплӗлӗхне тепӗр хут курса ӗнентӗм.
Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте тӑрӑшакансен професси уявне район шайӗнче уҫиччен тӳре-шарапа ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсем Кивӗ Тукай ялне ҫул тытрӗҫ. Унта вӗсем ялти культура ҫуртне тата ҫавӑнтах вырнаҫнӑ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑнчӗҫ. Район центрӗнчен асӑннӑ яла хӑнасене ҫитме ҫӑмӑл пултӑр тесе ҫул хӗррипе ялав лартсах паллӑ тунӑччӗ.
Саламӗ те пулчӗ, юрри-ташши те. Уйрӑмах асра юлмалли самантсенчен пӗри тесе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов культура ҫуртне парнеленӗ хут купӑспа чи малтан республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Вадим Николаевакалама тата ӑна хӑй юратнӑ юррине халӑхпа юрлама кӗтмен ҫӗртен ыйтнине палӑртӑттӑм.
Шӑматкун, юпан 18-мӗшӗнче, Раҫҫейри парламентаризм 110 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Яков Абрамов палӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Яков Абрамович — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин депутачӗ.
Вӑл 1873 ҫулта Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ялти чиркӳ прихучӗн шкулне пӗтернӗ. 1906 ҫулта ӑна Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанта йӗркеленнӗ чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» корреспонденчӗ пулнӑ.
2011 ҫулта, Раҫҫейри парламентаризм 105 ҫул тултарнӑ чухне, Патшалӑх Думин пӗрремӗш чӑваш депутачӗн тӑван тӑрӑхне виҫӗ депутат — Алла Кузьмина, Вера Лекарева, Анатолий Аксаков килнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Яков Абрамов палӑкне лартас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑштахран Упире унӑн палӑкне лартма, унӑн ячӗпе ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Канаш хулинчи депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынна тӗпчевҫӗсем ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӑх тарҫине тӗпчевҫӗсем муниципалитет килӗшӗвне пурнӑҫланӑ чух 600 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Канаш хула администрацийӗ асӑннӑ ҫын ертсе пыракан предприятипе хулари Павлов урамне юсама 1,3 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Тепӗр уйӑхра асӑннӑ компани администрацие ӗҫе вӗҫлени пирки суя хутсем тӑратнӑ. Анчах ӗҫе хайхи 700 пин тенкӗрен кӑшт ытларах суммӑлӑх кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Администрацинче ӗҫлекенсем ҫынна ытла та шанаканскерсем пулинех — ӗҫшӗн укҫана йӑпӑр-япӑр куҫарса та панӑ.
Чӑваш Республикин «Республика» хаҫачӗ ҫӗнӗ проект хута ярать. Черетлӗ ҫӗнӗлӗх — «Депутатпа тӳрӗ ҫыхӑну». Ун вӑхӑтӗнче хаҫатҫӑсем тӗрлӗ депутата редакци тӗпелне чӗнесшӗн.
Пӗрремӗш «Тӳрӗ ҫыхӑнӑва» чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ 16-мӗш тӗп округпа суйланнӑ депутатпа, «Фармация» патшалӑхӑн хысна предприятийӗн пуҫлӑхӗпе Валерий Филимоновпа авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен ирттерме палӑртса хунӑ. Фармацевта хӑнана чӗнни ытахальтен мар — юпан 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ-ҫке. Ҫулланнисен вара эмелпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫук марах.
Ыйтусене редакци «Тӳрӗ ҫыхӑну» вӑхӑтӗнче те, маларах та йышӑнать. Телефон номерӗ — (8352) 28-85-07, электрон адрес ҫапларах: respublika-21@yandex.ru.
Чӑваш Ен тара памалли коммерцилле мар ҫурт-йӗр тӑвакан пилотлӑ регионсен шутне кӗме пултарать. Ҫак шухӑша республикӑн Элтеперӗн пресс-служби регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думин ҫурт-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗпе Елена Николаевӑпа тӗл пулни тӑрӑх хыпарланӑ.
Елена Николаева маларах асӑннӑ комитет Тара памалли коммерцилле мар ҫурт-йӗр фончӗ йӗркелес шухӑша пурнӑҫа кӗртесшӗннине пӗлтернӗ. Депутат каланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫурт-йӗр туянайманнисем, анчах ҫурт-йӗр условине лайӑхлатасшӑннисем валли вырӑнлӑ пулмалла. Елена Николаева Чӑваш Ен пилотлӑ регион пулайрассине палӑртнӑ.
Хальлӗхе кун пек саккун ҫук-ха. Ӑна ҫитес сессие тӑратасшӑн-мӗн.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |