Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ.
Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия.
Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ.
Юлашки 150 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗршывра 14 чӗлхе ҫухалнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пӗтнӗ. «Пӗтес хӑрушлӑхра тата 18 чӗлхе тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсемпе халӑхсен представителӗсен 20 проценчӗ ҫеҫ калаҫать», — хӑратмалла хыпар пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат.
Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ 2019 ҫула вырӑнти тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ тесе ытахальтен палӑртман-тӑр. Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7 пине яхӑн абориген чӗлхи пулсан вӗсемпе этемлӗхӗн 4 проценчӗ ҫеҫ усӑ курать иккен. Ҫӗр ҫинче кашни икӗ эрнере пӗр чӗлхе ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫейре — 190 наци. Вӗсенчен ҫӗре яхӑн — тӗп халӑхсем. Ҫӗршыври ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе институчӗ Раҫҫейре 150 чӗлхе тесе палӑртнӑ. Диалектсене шута илсен, 300-тен ытларах-мӗн.
Чӗлхесе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ унпа килте калаҫманни теҫҫӗ.
Томск чӑвашӗсем Питрава Пӗтрекке тенине Тутарстанри «Сувар» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ.
Томск тӑрӑхӗнчи Горьковка-Петровка ялӗнчи чӑвашсем иртнӗ уйӑхра Питрава пухӑннӑ. Ӑна вӗсем Пӗтрекке теме хӑнӑхнӑ. Уяв ячӗпе така пусса шӳрпе пӗҫернӗ, тултармӑш хатӗрленӗ.
Томск чӑвашӗсемпе савӑнма Кемер облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловкӑри «Хӗлхем» ансамблӗ пырса ҫитнӗ. Ушкӑн юрӑсемпе ташӑсенчен, миниатюрӑсенчен тӑракан концерт кӑтартнӑ.
«Ку ансамбле ҫынсем Томск облаҫӗнчи Чӑваш культура обществин 20 ҫуллӑхӗнчен пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах ансамблӗн ертӳҫине Вера Спиридоновӑна тата Александр Спиридонов, Александр Чернов, Алефтина Мурзина солистсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.
Яков Мульдияров ертсе пыракан «Палан» ансамбль тата уяв хуҫи Анна Мульдиярова та тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ», — ҫырнӑ «Суварта».
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи клуба юсаса ҫӗнетнӗ. Унпа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паллашнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Шуршӑл ял тӑрӑхне ҫитсе курнӑ.
Асӑннӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Шӗнерпуҫӗнчи клуба икӗ уйӑх юсанӑ. Ун валли «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ. Программи — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӑннӑскер.
Клубра ҫивиттине ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене тата ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарнӑ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама пӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкакланӑ.
Иван Моторин клуба пӑхса ҫаврӑннӑ, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсемпе калаҫнӑ. Йыш Екатеринбурга, Ӗпхӗве, Самарӑна,
ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне концертпа тухса ҫӳрет.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӗмпӗрти «Ниме» чӑваш культура центрӗнче ҫӗнӗ пыл уявӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапларах чӑвашсем Ӗлен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Вырӑнти утарҫӑсене тата уява хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансене Ленин Комсомолӗн проспектӗнчи 4А ҫурта ирхи 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен кӗтеҫҫӗ.
«Халӑх промыслисене аталантарас тӗллевпе нимеҫӗсем ҫак ярминккере хӑйсен пылне сутакансенчен хырҫӑ илмеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫат. Кӑларӑма «Ниме» чӑваш культура центрӗн правленийӗн председателӗ Герман Мадюков пӗлтернӗ.
«Капла пӑхма пурнӑҫ чиперех йӗркеленсе пырать темелле. Мӗн кирли пур пек туйӑнать», — тесе каланӑ Пушкӑртстанра пурӑнакан Виталий Антонов паллӑ журналист, сӑвӑҫ, прозаик, драматург хӑйсен тӑрӑхӗнчи «Урал сасси» хаҫата.
Чӑвашла та, вырӑсла та ӑста ҫыракан авторпа РФ халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ Александр Савельев паллаштарнӑ.
«Пӗр япала кӑна шухӑшлаттарать: ҫуралнӑ ен, тӑван ял час-часах аса килет. Пире, хӑйӗн ачисене, аякран илӗртет, чӗнет, кӗтет. Ара, ҫемье никӗсӗ унта-ҫке пирӗн», — таҫта аяккалла пӑхса салхуллӑн пӗлтернӗ 1949 ҫулта Мияки районӗнчи Ҫӗнӗ Хурамалта ҫуралнӑскер.
Виталий Антонов — 16 кӗнеке авторӗ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн малтан Ӗпхӳри педагогика училищинче, каярахпа Пушкӑртстанри патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вырнаҫнӑ СССР летчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн мемориал комплексӗ «Первый чувашский космонавт» (чӑв. Пӗрремӗш чӑваш космонавчӗ) акцие йыхравлать.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ ҫӗршывӑн космонавтикинче тата чӑваш халӑхӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаев шӑп та лӑп ҫавӑн чухне тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.
Тӗнчери виҫҫӗмӗш летчик-космонавта сума сунине тата унӑн вилӗмсӗрлӗхне палӑртса Шуршӑлти музейра «Звездные братья» курав уҫӑлӗ. Уйӑхлӑх йӗркелесе «Пӗрремӗш чӑваш космонавчӗ» экскурсисем ирттерме, чӑваш кӑйкӑрӗ ҫинчен документлӑ фильмсем кӑтартма палӑртнӑ. Вырӑнти шкул ачисен «Восток-3» радиостанцийӗн уйӑхлӑхне ирттерӗҫ.
Арӑмӗпе тата ҫулталӑкри хӗрӗпе тӗнче курса ҫӳрекен чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче хальхинче, аса илтерер, Финлянди енне ҫул тытрӗ. Ҫемье Финляндинчен тухса Швецие ҫитнӗ.
Никита Тӗнче Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Швецинче ватӑ юман патӗнче чарӑннӑ май ӑна чӑваш юманӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Финляндинех таврӑнар-ха. Унта мӗнпур кӑтартӑва икӗ чӗлхепе: финла тата шведла — ҫыраҫҫӗ иккен. Турку — Швецин унчченхи тӗп хули. Ӑна шведсем йӗркеленӗ. Швед чӗлхи Финляндинче — фин чӗлхипе пӗр тан чӗлхе. «Кӑтартса ҫырнисене ҫавӑнпа та икӗ чӗлхепе ҫыраҫҫӗ. Пирӗн вара Чӑваш Енре чӑвашла ҫыраймаҫҫӗ» — тесе ҫырнӑ Никита хӑйӗн сайтӗнче.
«Раҫҫее юратмасть тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Раҫсейӗпех ҫӳренӗ эпӗ. Унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑхне, ҫыннисене питӗ юрататӑп. Анчах ҫынсене телейлӗ тата йӑлтах тӗрӗс пултарас килет. Тӑван ҫӗршыв вӑл — пӗр япала, патшалӑх вӑл тепӗр пулнине нихӑҫан та ан манӑр», — уҫӑмлатнӑ Никита Тӗнче.
Шупашкарти «Радужный» микрорайонти пӗр урама Чӑваш халӑх писателӗн Василий Алентейӗн ятне панӑ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 1811-мӗш номерлӗ йышӑну тунӑ. Шупашкар хула окургӗнчи урамсемпе лапамсен реестрӗнче ку урам 528-мӗш номерпе тӑрӗ.
«Радужный» микрорайонти урамсенчен ипӗрне хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи ятсене паракан комисси йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Халӑх туслӑхӗн орденне тивӗҫнӗ Василий Алентей ҫуралнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитет. Шӑпах ҫавӑнпа пӗр урама ун ятне парас тенӗ. Унччен ҫыравҫӑ ячӗпе Гладков урамӗн пӗр пайне хисеплеме палӑртнӑччӗ. «Уҫӑ хула» порталта ҫавна май сасӑлав та иртнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 26-29-мӗшӗсенче Тӗмен хулинче «ЛиФФт-2019» Пӗтӗм Раҫҫейри IV литература фестивалӗ иртнӗ. Унта ыттисемпе пӗрлех Марина Карягина поэт, драматург хутшӑннӑ.
Чӑваш культурине Тӗмен тӑрӑхӗнче аталантарма пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль хупӑннӑ кун Марина Карягинӑпа тӗл пулма вӑл тӑрӑхри чӑвашсем, фонд ертӳҫи хӑй тата «Ентешсем» ансамбль пырса ҫитнӗ.
Марина Карягина унччен те ку фестивале хутшӑннӑччӗ. 2017 ҫулта вӑл кӗмӗл наградӑна тивӗҫнӗччӗ.
Марина Карягина Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче 1969 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ поэт тата драматург 1992 ҫултанпа Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |