Канаш тӑрӑхӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ ҫулҫӳревҫӗн кӗнекине кӗнӗ.
Мӑкӑр кӗперне ӳкерсе илнӗ ҫын – «Нетуристическая Россия» кӗнеке авторӗ Александр Сухарев.
Александр – фотограф тата ҫӗршыв тӑрӑх курса ҫӳреме юратакан ҫын. Тусемпе тинӗссемпе киленме пурте пултараҫҫӗ, анчах пушӑ пӳрт чӳречин илемне кашни ҫынах асӑрхаймӗ тесе шухӑшлать вӑл.
Александр Сухарев хӑйӗн кӗнекин хуплашкине Мӑкӑр кӗперӗпе илемлетнӗ.
Кӗнеке авторӗ ҫынсене хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫне, Калининградран Сахалина ҫити курса ҫӳреме йыхравлать.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерне Анна Кузнецовӑна чӑваш юмахӗсен кӗнекине парнеленӗ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Ҫемье ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республикӑри 300 ытла ҫемье пуҫтарӑннӑ. Тӳре-шара та пулнӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Анна Кузнецова.
Мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательстви Анна Кузнецовӑна чӑваш халӑх юмахӗсен «Ключи от счастья» кӗнекине парнеленӗ.
Шупашкарти 7-мӗш типографи «Сӗнтӗрварри районӗн энциклопедине» пичетлесе каларнӑ. Сумлӑ кӗнекене 2 пин ытла статьяпа сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ку тӑрӑхӑн аваллӑхне 18-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кун таранччен уҫса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗнекере хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе халӑх асне кӗрсе юлнӑ ҫынсен тата паянхи хастарсен кун-ҫулне ҫырса кӑтартнӑ.
Энциклопедине хатӗрлеме район администраципе «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗх пуҫарнипе пилӗк ҫул каялла тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ял хутлӑхӗсенче ӗҫлекенсене, депутатсене, таврапӗлӳҫӗсене, культура ӗҫченӗсемпе учительсене, библиотекарьсене, ӗҫ ветеранӗсене явӑҫтарнӑ. Пӗтӗм ӗҫе Сентӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн тӗп библиотека системи йӗркелесе пынӑ.
Район энциклопедине халӑхран пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна С.Ю. Михайлова тата Т.Г. Борзунина пухса хатӗрленӗ, редакторӗ В.Н. Алексеев.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗн Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» кӗнекипе паллаштарӗҫ. Унта литераторсем, тӗпчевҫӗсем, педагогсем, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ.
Сергей Павлов – пултаруллӑ прозаик тата журналист. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» тата ыттисем. Унӑн ал ҫырӑвӗсем ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен республикӑри конкурсӗнче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ.
«Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» роман никӗсӗнче — ҫыравҫӑн амӑшӗн аса илӗвӗсем.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи тата Тур Ульвен пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене хӑтлӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑмсем Питӗр хулинче 2023 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем Александр Житеневӑн «Геннадий Айги: поэтика черновика» тата Норвеги поэчӗн тата прозаикӗн Тур Ульвенӑн «Исчезание равно образованию. Стихотворения и эссе» (ӑна вырӑсла Дмитрий Воробьевпа Нина Ставрогина куҫарнӑ) кӑларӑмӗсене хаклӗҫ.
Воронежри А. Житенев литературовед, критик, филологи наукисен докторӗ хӑйӗн монографине Чӑваш халӑх поэчӗн темиҫе сӑввине халалланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн ҫитес эрнери ларӑвӗнче Александр Трофимов пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашма палӑртнӑ. Лару вулавӑшра кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Ҫыравҫӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи (халӗ – муниципаллӑ округ) Турхан ялӗнче кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутран вӗренсе тухса Архангельск облаҫне хут комбинатне хӑпартма тухса кайнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсенче учитель, завуч, директор пулса тӑрӑшнӑ. Унӑн хайлавӗсем район тата республика хаҫачӗсенче паян та пичетленеҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чун вӗҫевӗ. Полет души» нотӑланӑ юрӑ пуххи пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм авторӗ – Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева), Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ (1995), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ (1996), Чӗмпӗр облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ (2007), «Браво, Маэстро!» преми лауреачӗ (2023). Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн музыка редакторӗ – Александр Васильев, издательство редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин. Тиражӗ – 800 экземпляр.
Нотӑланӑ юрӑ пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ. Сӑввисен авторӗсем – Валентина Тарават, Анатолий Ырьят, Николай Ларионов, Раиса Сарпи, Олег Прокопьев, Анатолий Чебанов, Галина Матвеева, Надежда Силпи, Любовь Мартьянова, Светлана Матлина. Ачасем валли ҫырнӑ произведенисем те пур.
Геннадий Айхин «Стихотворения» кӗнеки Мускаври «Эксмо» издательствӑра 10 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене сӑвӑсем ҫеҫ мар, эссесем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑх юррисем евӗрлӗ «Поклон – пению» тата «Мир Сильвии» сӑвӑсем кӗнӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Арсен Мирзаев кӑларӑма малтанласа «День присутствия всех и всего» ят пама шухӑшланине, анчах кӗнеке кӑларакансем ят ытла та вӑрӑм тесе каланине пӗлтернӗ.
Пичет ҫурчӗн акт залӗнче «Петр Егоров – наш современник» ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ.
Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна П.Е. Егоров зодчий ячӗллӗ «Ӑрусен астӑвӑмӗ» культурӑпа истори еткерлӗхӗн фончӗн учредителӗ тата директорӗ Евгений Дмитриев пухса хатӗрленӗ. Яваплӑ редакторӗ – Атнер Хусанкай, издательство редакторӗ – Владимир Степанов.
«Ку кӑларӑм – монографи мар, ӑна историлле тата публицистикӑлла кӑларӑм тесен тӗрӗсрех пулӗ. Унта историксен, ӳнер, тӑван ен тӗпчевҫисен, Шупашкар, Мускав, Питӗр тата Таллин хулисенчи чиркӳсенче тӑрӑшкансен статйисем кӗнӗ. Вӗсем архитектор мӗнле ҫемьре ҫуралса ӳснине, ӑҫта вӗреннине, пултарулӑх ҫулӗ ҫине еплерех тухнине каласа параҫҫӗ, унӑн еткерлӗхӗпе туллин паллаштараҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ кӑларӑма пухса хатӗрленӗ Евгений Дмитриев.
Чӑваш кӗнеке издательстви 2023 ҫулта 81 тӗрлӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 155 пин экземпляр. Асӑннӑ 81 кӗнекерен 35-шӗ — чӑвашла, 31 – чӑвашла тата вырӑсла, 15-шӗ – вырӑсла.
Хӑш-пӗр кӑларӑм кӗнеке кӗнеке конкурсӗсенче дипломсене тивӗҫнӗ. Сӑмахран, чӑваш халӑх юмахӗсен «Ула курак тӗнче курма кайни. Как ворона хотела мир повидать» юмахсен пуххи, Владимир Трофимовпа Алексей Кировӑн «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» кӗнеке-альбомӗ. «Ҫул кайӑкӗ» кӗнеке, Юрий Васильевӑн «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» кӗнеки, «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» кӗнеке-альбом (автор-составителӗсем – Федор Козлов тата Евгений Касимов).
Юрий Васильевӑн «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» тата Владимир Трофимовпа Алексей Кировӑн «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» кӗнеки-альбомӗ Раҫҫейӗн регионӗсенчи чи лайӑх 50 кӗнеке шуне кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |