Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче нумаях пулмасть Любовь Фёдорова сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑталнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнче Марина Карягинӑпа Екатерина Янгалакова телесюжечӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» сӑвӑ пуххи — Любовь Фёдорован 9-мӗш кӗнеки.
Автор чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчех палӑрма пуҫланӑ иккен. Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Энтепе хӗрӗ малтан тӑван тӑрӑхӗнче, унтан Шупашкарти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Виталий Родионов, Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Юлия Силэм пек пултаруллӑ тантӑшӗсемпе, «ҫилҫунатҫӑсемпе» литература тӗнчине кӗнӗ.
Тӑхӑрьял тӑрӑхӗн вӑтӑр виҫӗ паллӑ ҫыннине пӗлет чӑваш тӗнчи. Акӑ халӗ тепӗр писатель ячӗ хушӑнчӗ. Вӑл тахҫанах палӑрнӑ ҫыравҫӑ ӗнтӗ. Хусанти «Сувар» хаҫат редакторӗ пулнӑ журналист, ҫивӗч статьясен блогерӗ Константин Малышев.
Костя Малышев мана паянхи чӑваш литературин Пуҫламӑш тапхӑрне ҫаврӑнса пӑхтарать. Аса илнинчен, ачалӑха сӑнланинчен пуҫланӑ нумайӑшӗ литература ӗҫне. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ, Трубина Мархви, Хумма Ҫеменӗ, Карачӑм Харлампьев, Мария Ухсай ҫырнисем ӗмӗрлӗх палӑкӗсем пулса юлчӗҫ. Чалтан вӑрҫин хӑйӗн синкерлӗ ӑрӑвӗ пулчӗ. Ун ҫинчен те ачалӑх куҫӗ витӗр сахал мар ҫырӑнчӗ. Эпӗ чӑвашла вуланисенче вӑл вӑхӑтӑн тӗрӗсне ӑнланманнине мухтани кӳрентерчӗ. Вӑхӑт урапи пурне те пӗр касмасть ҫав! Халӗ чӑнлав (документлӑх) никӗсӗ вӑйланчӗ, илемлӗ хайлавсем тепӗр хут чӑн пуррипе никӗсленсе тухма пуҫларӗҫ. Вӗсенче самана сӑн-сӑпачӗ витӗмлӗрех палӑрать. Константин Малышев кӗнекинче ХХ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсем ытарлӑн та, тӳррӗн те тӗрӗс ӳкерӗнсе пичетленнӗ.
Унӑн «Ачалӑхӑм» калав кӗнеки Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнче кӑҫал селӗм пахалӑхпа, хытӑ хуплашкапа, фотосӑнсемпе, 800 экземплярпа пичетленсе тухнӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Зинаида Осипован «Любимая кукла. Юратнӑ пукане» ача-пӑча кӗнекине хӑтлама пуҫарӑннӑ. Унта ачасем тата ваттисем пухӑннӑ.
Хӑтав тӗлне музей «Поэтесса Зинаида Осипова» курав хатӗрленӗ. Унта ҫыравҫӑ мӑшӑрӗпе — паллӑ чӑваш ҫыравҫипе тата драматургӗпе, врачпа, Петр Осиповпа — сӑнланнӑ ӳкерчӗксем йышлӑ. Вӗсенче Оисповсен ачисем, мӑнукӗсем. Мӑнукӗсенчен пӗри, Ирина Иваницкая, – пианист.
«Любимая кукла. Юратнӑ пукане» – поэтӑн иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшне автор пурӑннӑ вӑхӑтра, 1967 ҫулта, «Золотое детство» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсем «Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» ачасене ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ.
Кӑларӑма Людмила Исаева поэт пулӑшнипе хатӗрленӗ. Унра Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӗнекене «Шӑла пӗчӗкрен упра» проектпа килӗшӳллӗн кун ҫути кӑтартнӑ.
«Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» кӗнекепе паллашсан ачасем шӑл тухтӑрӗсенчен хӑрама пӑрахӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Хайлавсем ҫырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараҫҫӗ мана», — тенӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Исаев. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче унта авторӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекине хӑтланӑ.
«Хайлавсем ҫырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараҫҫӗ мана. Хамшӑн кӑсӑклӑ пулӑмсене сӑнарлатса пама тӑрӑшрӑм. Атте сӑнарӗ тӗпре. Вӑл, сӑмахран, «Пан улми», «Пиҫен тӑшманӗ» калавсенче тӗл пулать. Шӳтлӗ япаласем те пур. «Шӑртлӑ сысна хӳри» – хампа пулса иртнӗ истори. Ман геройсем ытларах чухне – арҫынсем. Вӗсен шӑпи, кулянӑвӗ мала тухать. Юрату ҫинчен ҫырма пӗлместӗп эпӗ», – тенӗ Юрий Исаев.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Унта авторӑн 29 хайлавӗ кӗнӗ. Кӗнекере халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: мунча такмакӗсем («Ачалӑхӑм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сӑввисем («Шуйттан вӑййи»), салтак юррисем («Асатте ҫырӑвӗсем»).
Константин Малышев – Тутарстанра пурӑнакан чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, блогерӗ. Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ, 2023 ҫултанпа – Раҫҫейри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекене хӑтлӗҫ. Кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. 2022 ҫулта ҫав ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӗнеке авторӗ — Юрий Исаев. Вӑл — учёнӑй, филологи наукисен докторӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн директорӗ.
Хӑтлав 18 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» юрату хайлавӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта «Кӗтмен юрату» коллективлӑ сборник пичетленсе тухнӑ-ха. Унта ҫамрӑк авторсен повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм кӗске вӑхӑтрах саланса пӗтнӗ иккен. Ҫавна шута илсе издательство юрату хайлавӗсен тепӗр кӗнекине кӑларма йышӑннӑ.
Кӑларӑма сакӑр прозаикӑн калавӗ-повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — Владимир Степановӑн, Владислав Николаевӑн, Ольга Васильеван, Дмитрий Моисеевӑн, Ольга Австрийскаян, Константин Малышевӑн, ҫавӑн пекех Ольга Рубцовӑпа Татьяна Ишмуратован.
Кӑларӑма Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӗнеке тата канцеляри таварне маркетплейссем урлӑ сутасшӑн. Ҫавна май специалиста ӗҫе илесшӗн.
Маркетплейссем урлӑ «Книжные новинки» лавккасенче сутакан кӗнекесене, канцелярие тата ытти тавара сутасшӑн.
Маркетплейссенчен малтанласа OZON лаптӑка суйласа илнӗ. Пӗлтерӳре палӑртнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫуллӑха, ҫулталӑка. Кайран ытти маркетплейспа та ӗҫлес кӑмӑл пуррине пытарман.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чувашия: вехи истории и современность» парне пуххи хатӗрленӗ. Комплекта кӗнеке-альбом тата наци эрешӗпе капӑрлатнӑ шӑнкӑрав кӗрет.
Пичет кӑларӑмӗ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать. Кӗнекене Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов ученӑй-историксем пухса хатӗрленӗ.
Кӑларӑм республика хӑнисемшӗн паха парне пулассине шанаҫҫӗ.
Комплект хакӗ – 5460 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |