Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: унта Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ тӑрӑх, ларура филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ольга Скворцова доцент палӑртнӑ тӑрӑх, «Автор литература саккунӗсене пӗлни сисӗнет. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ытти сӑнарпа хутшӑнни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани... Юратуллӑ туйӑмсем ҫинчен пӗр евӗрлӗрех ҫырнӑ».
«Александр Пӑртта прозинче те артист, драматург пулни сисӗнет. Вӑл сӑнарсене те ӗҫ-пулӑм урлӑ сӑнласа парать, прозаик пек ирӗклӗн сарӑлса каймасть», — тесе хакланӑ, сӑмахран, Людмила Сачкова прозаик.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Александр Пӑрттан пӗлтӗр пичетленсе тухнӑ «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине тишкерӗҫ.
Александр Степанов (Пӑртта) — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ. Вӑл — драма хайлавӗсен авторӗ те. Унӑн ӗҫӗсемпе чӑваш театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ.
Александр Степанов 1963 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унӑн ашшӗ сӑвӑсемпе юптарусем хайланӑ, вӗсене район хаҫатӗнче «Пӑртта Иванӗ» хушма ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑй Пӑртта йӑхӗнчен пулнине пӗлсен Александр Степанов та ҫав псевдонимпа усӑ курма пуҫланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Зоя Нестерован «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр литература хайлавӗ ҫулсем иртсен те кивелмест, вулакана кӑсӑклантарма пӑрахмасть». Асӑннӑ кӑларӑм пӗрремӗш хут 1987 ҫулта кун ҫути курнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ.
Зоя Нестерова 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Енри шкулсенче тата Магадан облаҫӗнче учительте ӗҫленӗ.
Ҫыравҫӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» (1987), «Ылтӑн пӗрчисем» (1991), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2005), «Кил хуралҫи» (2006).
Зоя Нестерова 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Николай Максимов ҫыравҫӑна хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем ҫеҫ мар, ҫӗршыв шайӗнче те пӗлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче писатель хӑйӗн «Спасение Европы» романне Чӑваш кӗнеке издательствин 2023 ҫулхи тематика планӗнчен кӑларса пӑрахни пирки хыпарланӑ.
Асӑннӑ ӗҫе маларах «Эксмо» издательствӑра электрон мелпе кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫыравҫӑ ӑна хут ҫинче те пичетлесе кӑларма (автор хӑй калашле, чӑваш литературин ят-сумне ӳстерес тӗллевпе) ӗмӗтленнӗ.
Николай Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кӗнекисене тематика планӗнчен унччен те кӑларса пӑрахнӑ-ха. Хальхине шута илсен, ун пек тӗслӗх — пиллӗкмӗш.
Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ ҫыравҫӑна «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ят илме тӑратнӑ иккен, анчах ҫӳлтисем характеристика хавшак тесе тиркенӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «2022 ҫулхи чӑваш литератури: кун ҫути курнӑ кӑларӑмсен илемлӗх шайӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркелӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова (Васильева), «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ Арсений Тарасов, Лидия Филиппова ҫыравҫӑ, Юрий Артемьевпа Виталий Родионов профессорсем, Вера Никифоровӑпа Ирина Кириллова филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем тата ыттисем тухса калаҫӗҫ.
Тӗлпулу 15 сехетре пуҫланӗ.
«Дети Ра» литературӑпа художество журналӗн кӑҫалхи 5-мӗш номерӗнче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинан пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Асӑннӑ журнал, сӑмах май каласан, 2004 ҫултанпа пичетленет, ӑна Сарту хулинче пуҫарса ӑна. 2011 ҫултанпа журнала ХХI ӗмӗрти писательсен союзӗ (кун пекки те пур) кӑларса тӑрать.
Журналӑн 5-мӗш номерӗнче Марина Карягинан кӑҫал виҫӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ «Урӑх ӑру ~ Другое поколение ~ A different generation» кӗнеки тата поэтӑн пултарулӑхӗ ҫинчен Сергей Бирюков поэт, филолог, культуролог, саунд-поэт, перформер, тӗпчевҫӗ тата вырӑс аванграчӗн теоретикӗ ҫырса кӑтартнӑ.
Ыран, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Николай Свечин хальхи вӑхӑтри вырӑс ҫыравҫипе тӗл пулу иртӗ.
Николай Свечин – Николай Инкин литераторӑн, краеведӑн, историлле детективсен авторӗн псевдонимӗ.
Ҫыравҫӑ Горький (халӗ — Чулхула) хулинче ҫуралнӑ. Тӑван хулинче патшалӑх университетӗнче экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Вӑл заводра та ӗҫленӗ, усламҫӑ та пулнӑ, банк служащийӗ те, финанс компанийӗсенче тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ӗҫсӗр тӑрса юлсан алла калем тытнӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан «Литера» издательство унӑн «Завещание Аввакума» тата «Охота на царя» повеҫӗсене пичетлесе кӑларнӑ. Паян унӑн паллӑрах ӗҫӗсем хушшинче ҫаксене асӑнма пулать: «Московский апокалипсис», «Шел по улице малютка…», «Скрытые улики», «Мертвый остров».
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республикӑри саккӑрмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернисен хайлавӗсен пуххипе паллаштарӗҫ.
Кӗнекене кӑҫал «СВ-Пресс» издательствӑра 80 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта конкурса хутшӑннӑ 44 автор ӗҫӗсене пухса пичетленӗ. Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, конкурс ҫӗнтерӳҫисене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.
Кӑларӑмра чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ хайлавсем вырӑн тупнӑ: сӑвӑсемпе басньӑсем, калавсемпе очерксем, эссесемпе пьесӑсем.
Чӑваш Республикин Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ библиотека «Чувашские загадки о животных» кӗнекене Брайль шрифчӗпе вырӑсла тата чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна кун ҫути кӑтартма «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки» (кӗнекене Н.Р. Романов, В.П. Станьял тата ыттисем пухса хатӗрленӗ) кӑларӑмпа усӑ курнӑ. Тупмалли кашни юмаха ӳкерчӗкпе пуянлатнӑ.
«Куҫ начар куракан ачасемшӗн ҫӗнӗ кӑларӑм паха парне пулма тивӗҫ», — шанаҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем.
Чӑваш кӗнекине юратакан, Чӑваш наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клуба ҫӳрекен хастарсем паян Николай Ларионов ҫыравҫӑн «Анне пилӗ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Аса илтерер: «Анне пилӗ» кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал ҫулла пичетленсе тухнӑччӗ.
Кӗнекене «Анне пилӗ» повесть тата калавсем кӗнӗ. Повесть пултаруллӑ тата мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗ Эрнеби Сетнерова пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хӗр – марафонҫӑ-спортсменка. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн вӑл тӑван амӑшӗ патне васкать, мӗншӗн тесен ӑна тек курас мартан хӑрать. Повеҫре амӑшӗн пилӗпе малалла талпӑнакан хӗрӗн пирвайхи юратӑвӗ, тренерӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |