Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралҫи уява чӗнет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра ачасене хӑйсен аллипе тӗрлӗ япала ӑсталама вӗрентнӗ. Илемлӗ япала тума нумаях та кирлӗ мар. Тӗрлӗ хут, ал айӗнчи ытти ансат хатӗр-хӗтӗр.
Кӗнекене Наталья Васильева художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Галина Матвеева куҫарнӑ.
Наталья Васильева — ача-пӑча иллюстраторӗ тата юмах ҫыракан писатель. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сказки Радужного города», «Новогодняя история» ярӑмри кӗнекисем пичетленнӗ.
Чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене суйласа илмелли конкурс пирӗн республикӑра ҫулсеренех иртет. Ун пек йышӑнӑва Чӗваш Енӗн Правительстви 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи конкурс комиссийӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне ҫак ӗҫсем кӗнӗ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырусенчен Николай Ишентейӗн «Алюш эрешӗсем» ӗҫне суйласа илнӗ. Уншӑн хыснаран 50 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли Владислав Николаевӑн «Сӑр хӗрринче Ҫӗнтерӗве туптанӑ» алҫырӑвне ырланӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли вара — Елена Чекушкинан (Елен Нарпи) «Телей патне пин ҫухрӑм» ӗҫне. Асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Станислав Юхтар – паллӑ та хӑйне евӗр художник ҫеҫ мар, унпа калаҫма та кӑсӑклӑ. Ҫапла хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчепултаруллӑ ҫынпа ирттернӗ паблик-тока пӗтӗмлетсе.
Культура учрежденийӗнче йӗркелекен «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» (чӑв. Манӑн пурнӑҫӑмри кӗнекесем: асра юлмалли ҫынсен библиотекисем) паблик-ток хӑни пулнӑ Станислав Николаевич — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, этнофутуризм енӗпе ӗҫлекен ӑста. Ӑна чӑваш мифолологийӗ тата чӑвашсен авалхи культури питех те кӑсӑклантарать. Вӑл тӗнче, ҫӗршыв шайӗсенчи куравсене хутшӑннӑ. Геннадий Айхи, Ҫеҫпӗл Мишши, Марина Карягина, Валери Туркай кӗнекисене сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Станислав Юхтар 30 ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ, ачасене ӳкерме хӑнӑхтарнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫ тата черчени урокӗсене вӗрентнӗ. Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫутри тата Кушкӑри шкулсенче ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене вӑл кӗнеке нумай вулама сӗнет. Кӗнеке ӑс-тӑна чӑннипех те пуянлатать тесе шухӑшлать.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паблик-ток мелӗпе ирттернӗ тӗлпулӑва Игорь Улангина йыхравланӑ. Вулавӑш хӑни — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, «Free poetry» издательство директорӗ.
Игорь Улангин пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке кӑларакан пулса ӗҫленӗ май унӑн питӗ нумай вулама тивет, уйрӑмах — хальхи вӑхӑтри литературӑна. Вӑл нумай кӗнекене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетет, хӑш чухне текстсене те ҫырать.
Игорь Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Ленин проспектӗнчи ҫуртра иртнӗ, ӑна хирӗҫех вулавӑш вырнаҫнӑ. Малтан ҫв учреждени М. Горький ячӗллӗ республика библиотеки шутланнӑ, самана улшӑннӑ май ячӗ ылмашнӑ. Вулавӑшран пулас ӳнерҫӗ ачаранах тухма пӗлмен тесен те йӑнӑш мар.
Кӗнеке издательствине ертсе пынӑ май халӗ вӑл Раҫҫейри, Италири, Польшӑпа Швецинчи тата ытти ҫӗршыври авторсен кӗнекисене кун ҫути кӑтартать. Чӑваш халӑх поэчӗпе Геннадий Айхипе туслӑ пулнине те Игорь Улангин ӑшшӑн аса илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» кӑларӑма Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ. Унта вӑл чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене (халапсене, легендӑсене, ваттисен сӑмахсемпе каларӑшсене, кӗске юмахсене) кӗртнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтри фольклор тӗслӗхӗсем те пур.
«Чӑваш тӗнчи», «Ачалӑх», «Ҫамрӑклӑх» пайсенче чӑваш халӑхӗн шалти тӗнчипе, шухӑшлавӗпе, тӗнче курӑмӗпе паллаштарнӑ. «Пирӗн чӑваш ҫапларах вӑл», «Хутшӑнусем» пайсем те кӑсӑклӑ. Тӑвансене епле чӗнмеллипе те паллаштарнӑ.
Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ.
«Доктрина Cоздателя» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Нумай пулмасть ҫӗртме уйӑхӗнче вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Доктрина создателя» (чӑв. Пултаракан доктрини; Тӑвавҫӑ доктрини) ят панӑскерте автор эпир курма хӑнӑхнӑ тӗнче курӑмне ҫӗнӗлле пӑхма вӗрентет. Унӑн иккӗмӗшле ячӗ — «Этемлӗхӗн Чун Интернационалӗ е пирӗн цивилизацине ыран мӗн кӗтет».
Кӗнеке авторӗ — техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ АТН, РАЕН академикӗ, ОАЕГН президенчӗ Маслов Леонид Иванович Аслӑ Тӗнче уҫлӑхӗн Ӑс-тӑнӗ тивӗҫтернӗ информацие кӗскен каласа панӑ. «Доктрина Создателя» кӗнекере халӑх пӗрлӗхӗн аталану ҫулӗн ҫӗнӗ модельне сӗннӗ. Кунта ӑнланмалла чӗлхепе ҫынпа Уҫлӑх хушшинчи ҫыхӑну епле йӗркеленни пирки каласа панӑ. Тӗнче уҫлӑхӗ мӗнле йӗркепе — Канонсемпе — аталанса пынине уҫса панӑ, кӗнекери шухӑшпа этемлӗх вӗсене тӗпе хурса аталанма.
Ҫамрӑксемшӗн кӗнекери «Ҫӗнӗ ӑру валли ҫырнӑ халал» юлашки сыпӑк кӑсӑклӑ пулӗ. Пултаракан паракан пӗлӳ ҫын кам иккенне тӗпренех улӑштарать.
Кӗнеке кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 5 пин тиражпа тухнӑ пулнӑ, анчах вулакансем ӑна пит хӑвӑрт туянса пӗтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Кӑшӑлвирус» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Владислав Николаев.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус «ытлашши ан иртӗхтӗр тесе 2020 ҫулта ахаль ҫынсен пурнӑҫне чылай ҫӗнӗлӗх кӗртрӗҫ: пурне те, шкул ачисене те, аслисене те дистанци мелӗпе вӗренме, ӗҫлеме хӑнӑхтарчӗҫ, маскӑпа тата перчеткепе ҫӳремелли йӗркене йышӑнчӗҫ, пӗр-пӗринчен метр ҫурӑ аякра тӑмалла турӗҫ...
Ҫак тапхӑрта мӗн ҫинчен пуҫ ватаҫҫӗ-ши ҫамрӑксем? Мӗн пӑшӑрхантарать-ши вӗсене? Кун ҫинчен Владислав Николаевӑн ҫӗнӗ кӗнеки каласа парать».
Кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2020 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне Чӑваш Енӗн топоними словарьне пичетлесе кӑларнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: унӑн авторӗ — Шупашкарти 387-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов.
Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатра тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ.
Ҫак кунсенче вара Фейсбукра асӑннӑ кӗнекери хӑш-пӗр самант пирки тӑрӑхларах ҫырнине асӑрхама тӳр килчӗ. Поста вуланисем те темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Вӑл уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Ҫак уйӑхӑн 14-мӗшӗнче «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑччӗ.
Черетлӗ лару юпа уйӑхӗнче иртӗ. Унта Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнекине сӳтсе явма йышӑннӑ. Клуб хастарӗсенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская, издательство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унччен авторӑн вӗр ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашма ӗлкӗрмелле».
Аса илтерер: ҫӗнӗ кӑларӑма кӑҫалхи ҫулла 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута...
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Чӑваш литературине юратакан хастарсем авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче черетлӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская хӑйсен сайтӗнче пӗтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗнеке «кӑҫал ҫуркунне пичетленсе тухнӑ. Унта Валентин Васильев-Уҫӑмӑн «Хӗвеле тӳртӗн пӳрт» повесть-новелли, Сергей Ялавинӑн «Ҫул ҫинче», Василий Петровӑн «Ҫыру», Светлана Асаматӑн «Ҫын сӑмахӗ», Дмитрий Верендеевӑн «Йӑкӑнат авланать», Александр Артемьевӑн «Савӑксӑр сад», Андрей Растворцевӑн «Чи хаклӑ мул», Александр Пономаревӑн «Хинган шуҫӑмӗ» калавӗсем кӗнӗ».
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Галина Антонова редактор кӑларӑма еплерех пухса хатӗрлени, мӗншӗн шӑпах вӑл е ку автора кӗртни ҫинчен туллин каласа панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |