Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Петӗр Хусанкай. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» аудиокӗнеке хатӗрленӗ. Кун пирки вулавӑш тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аудиокӗнекене Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш АССР К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ П.П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев вулать.
Аудиокӗнекене Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Создание сценического танцевального костюма» кӗнекене пахалама пуҫтарӑннӑ.
Унӑн авторӗ — халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ, Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова.
Пособи сцена ҫине тухмалли ҫипуҫ епле йӗркеленнипе паллаштарать. Кӗнекене культура вӗрентӗвӗн заведенийӗсен преподавателӗсем, хореографи коллективӗсене ертсе пыракансем, студентсем валли тесе хатӗрленӗ.
Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.
Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе пӗлтӗр 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем пысӑк тӗпчев ӗҫӗ туса ирттернӗ, архиври документсене тишкернӗ, тӗрлӗ пулӑма хутшӑннисен аса илӗвӗсене пухса пынӑ, хӑйсен фончӗсене шӗкӗлченӗ. Нумай тӑрӑшнине пӗр кӗнекене пухса кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Наци музейӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чувашский национальный музей. 1921-2021» ятлӑ кӗнеке музей историйӗпе туллин паллаштарать. Тӑван тӑрӑхӑмӑрпа халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ ҫеҫ мар, музей шӑпи те кӑсӑклӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Чӑваш туйӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна алла илсен хӗр ҫураҫма кайнинчен тытӑнса туй хыҫҫӑнхи йӑла-йӗрке таранах пӗлме май килӗ.
Шел те, ытти йӑла-йӗрке пекех чӑваш туйӗ те манӑҫа тухса пырать. Анӑҫри йӑлана пӑхӑнса пӗрлешеҫҫӗ паян ҫамрӑксем: пӗр-пӗр ҫӗре пухӑнса ҫырӑнаҫҫӗ, пӗр пек тӗслӗ тум тӑхӑнаҫҫӗ, чечек ҫыххине ывӑтаҫҫӗ...
Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать: «Туй умӗн», «Туй», «Туй иртсен». Кӗнекене В.В. Степанов пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекене хатӗрленӗ чухне К. П. Прокопьев пачӑшкӑн, филологи ӑслӑлӑхсен докторӗн Н.И. Егоровӑн, И.А. Патмарпа Э.И. Патмар фольклорҫӑсен, И. Тӑхти тата И. Тукташ сӑвӑҫсен, А.А. Осипов композиторӑн тата музыковедӑн ӗҫӗсемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инстиутучӗн наука архивӗн, А.Н. Балтаевпа тата А.Л. Николаевӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ.
Нумаях пулмасть «Вера Голубева» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Геннадий Кириллов.
Кӗнекере РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Вера Голубеван (1928-2020) кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑларӑма артистка ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнекере артистӑн аса илӗвӗсене, дневника ҫырса пынисене, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксене, пьесӑсене куҫарнисене, вӑл уйрӑмах ӑнӑҫлӑ вылянӑ рольсене кӑтартса хӑварнине кӗртнӗ.
Япони тӗп хулинчи «Мичитани» издательствӑра «Ева Лисинӑн ҫырнисен пуххи: Чӑваш литературин ахахӗсем» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫин ултӑ калавӗ, пӗр эссе тата пиччӗшне халалланӑ «Хӳхлев» сӑвӑ ярӑмӗ кӗнӗ. 234 страницӑллӑ кӗнеке хуплашкине Луиза Юманкка (вӑл – Ева Лисина аппӑшӗ) ӳкерчӗкӗсемпе ӳнерленӗ. Хайлавсене чӑвашран тата вырӑсларан тӳрех яппунла куҫараканӗ – Гото Масанори. Вӑл – гуманитари ӑслӑхӗсен докторӗ (Ph.D., Human Science), Хоккайдо университетӗнчи Славян-Еврази тӗпчевӗсен центрӗн доценчӗ, социаллӑ антропологи (культура антропологийӗ) ӑстаҫи.
«Мичитани» издательствӑна 1990 ҫулта никӗсленӗ. Вӑл Японири тата ют ҫӗршыври авторсен философи хайлавӗсемпе илемлӗ литературине пичетлет, Раҫҫей авторӗсенчен уйрӑмах Чехова кӑмӑллать. Ҫавӑн пекех унта Гоголе, Пастернака, Андрей Платонова, Велимир Хлебникова тата Чарльз Диккенса, Райнер Мария Рилькӗне, ыттисене куҫарса кӑларнӑ.
Ева Лисина та Хӗвел тухакан ҫӗршывшӑн ҫӗнӗ автор мар ӗнтӗ. 2019 ҫулта ҫыравҫӑн «Ҫӗньял ачисем» повеҫӗ «Гундзося» издательствӑра ҫапӑнса тухнӑччӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Академические исследования этнической самобытности чувашского народа» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ Антон Салмин.
Хӑтлава монографи авторӗ, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн Аслӑ Петӗр ячӗпе хисепленсе тӑракан Антропологипе этнографи музейӗн (Кунсткамерӑн) аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин олнайн-мелпе хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем тата автономи ертӳҫи, экономика наукисен кандидачӗ Валериан Гаврилов та кӗнекене инҫет ҫыхӑну мелӗпе хӑтланӑ.
Антон Салмина ӑслӑлӑх тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл чӑвашсен тата чӑвашсен кӳршисемпе ҫыхӑннӑ халӑхсен этнологийӗпе тата историйӗпе ҫыхӑннӑ 270 ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, ҫав шутра — 20 монографин.
Нумаях пулмсть Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Андреевӑн «Ӗмӗт хыҫҫӑн» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма ҫыравҫӑн 2017–2020 ҫулсенче ҫырнӑ калавӗсемпе повеҫӗсем кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗтернӗ тӑрӑх, автор Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтах тӗпленнӗ. Унӑн хайлавӗсем «Тӑван Атӑл» журналта, «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ. «Шӑрӑх кунсем» пӗрремӗш кӗнеки Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫулта тухнӑ. Вӑл ӗҫ Чӑваш наци библиотеки ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче 2019 ҫулта ҫӗнтерчӗ.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче тӗп редакторӑн заместителӗ пулса ӗҫлекен Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗнӗ кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче хӑтланӑ.
Кӗнекее пахалама литература анинче тӑрӑшакансем, журналистсем пухӑннӑ. Юрий Сементер ҫыравҫӑ, сӑмахран, кӗнеке ячӗ уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулса тухнине палӑртнӑ.
Дмитрий Моисеев Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен союзне те кӗме тивӗҫ тесе ырланӑ пухӑннисем.
Чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем «Современная литература народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен хальхи вӑхӑтри литератури) антологие каллех кӗнӗ. Унта валли хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫыракан сумлӑ авторсен ӗҫӗсене суйласа илеҫҫӗ.
Асӑннӑ антологие пуҫласа 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Унччен ҫав ярӑмпа тӑватӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: «Проза», «Поэзия», «Детская литература», «Драматургия». Вӗсене те чӑваш атворӗсен хайлавӗсем кӗме тивӗҫ пулнӑччӗ.
«Художественная публицистика» (чӑв. Илемлӗ публицистика) тома 134 авторӑн вырӑсла куҫарнӑ хатӗрленӗ ӗҫӗсем лекнӗ. Вӗсен оригиналӗсене юлашки чӗрӗк ӗмӗте 45 наци чӗлхипе ҫырнӑ.
Чӑвашсенчен Денис Гордеевӑн «Язык – не игра», Алексей Леонтьевӑн «Как уничтожалось чувашское кулачество…», Лидия Филиппован «Сеспель – это душа нации» тата Юрий Исаевӑн «Партизан» тата «Безмолвие бабушки» хайлавӗсем кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |