Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чувашская археология» (чӑв. Чӑваш археологийӗ) статьясен пуххин 4-мӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекене Чӑваш Енри археологи палӑкӗсене тӗпчесси тата упраса хӑварасси ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Чул ӗмӗрӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ саманачченхи тапхӑр таранах.
Кӑларӑмӑн ӑслӑлӑх редакторӗсем — Н.С. Березина, Е.П. Михайлов.
Кӗнекене археологсем, историксем, краеведсем, студентсем тата археологипе кӑсӑкланакан ытти ҫын валли хатӗрленӗ.
Чӑваш Енре йышӑннӑ «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ библиотекӑсене чӑвашла 4 786 экземпляр кӗнеке ҫитерсе парӗ.
Кӗнеке фончӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ ятлӑ 11 кӗнекепе пуянланӗ. Ҫав списокра, сӑмахран, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков = Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем», Юлия Николаеван «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекисем, Сергей Журавлевӑн «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии = Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочникӗ пур.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ларионовӑн «Анне пилӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Татьяна Бурдина.
Кӗнекене «Анне пилӗ» повесть тата калавсем кӗнӗ. Повесть пултаруллӑ тата мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗ Эрнеби Сетнерова пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хӗр – марафонҫӑ-спортсменка. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн вӑл тӑван амӑшӗ патне васкать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна тек курас мартан хӑрать. Повеҫре амӑшӗн пилӗпе малалла талпӑнакан хӗрӗн пирвайхи юратӑвӗ, тренерӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан. Постреленок» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑсене Анатолий Смолин вырӑсла куҫарнӑ.
Илемлӗ кӗнекене Екатерина Васильева художник ӳкерчӗкӗсемпе хитрелетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова.
Пӗчӗк вулакансем хӑйсен тантӑшсен тыткаларӑшне хаклайӗҫ, ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗ ҫинчен те вуласа пӗлейӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта А.П. Ковалевский тӗпчевҫӗн «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана», «О степени достоверности Ибн Фадлана» ӗҫӗсем тата «Формы конечного «н» «з(р)» в арабской графике VII–XIII вв.», «Путешествие Ибн Фадлана на Волгу» материалсем кӗнӗ.
«IX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Хӗвелтухӑҫ Европӑра ҫӗнӗ патшалӑх — Атӑлҫи Пӑлхар — йӗркеленме пуҫланӑ. 895 ҫулта Алмуш пӑлхарсен уйрӑмах вӑйлӑ ӑрӑвне ертсе пыма тытӑннӑ», — историе аса илтерет наука кӑларӑмӗн редакторӗ Владимир Степанов.
Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр.
Республика кунӗ умӗн пирӗн, тӑван чӗлхепе литературӑна юратакан чӑвашсемшӗн, паха кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Вӑхӑт тараси» кӑларӑма Марина Карягина поэтӑн 2010-2022 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке аннотацийӗнче калашле, «поэт самана сулнӑкӗнчи этемӗн пурнӑҫри хура-шурне ҫынлӑхпа чыса, тивӗҫе тӗрӗслекен вӑхӑт тараси ҫине хурса виҫет тейӗн».
Кӗнекене тӗрлӗ формӑпа ҫырнӑ сӑвӑсем: тавтограмма, рубаи, икйӗркелӗх, терцет, сонет кӑшӑлӗ, панторим, палиндром, монопалиндром, амфистроф — хальхи чӑваш поэзине хӑйне евӗр курӑмпа пуянлатаҫҫӗ.
Кӗнекене Станислав Юхтар художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӑларӑм «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ.
«Ура утать – ҫул юлать». Ҫӗмӗрле чӑвашӗн Владимир Андреевӑн пӗрремӗш кӗнеки ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫитӗннисем валли те, ачасем валли те кӑмӑла каймалли хитре сӑвӑсем шӑрҫалать.
«Сӑвӑҫӑн поэзи чӗлхийӗ ансат, ҫав хушӑрах сӑнарлӑ», – ырланӑ поэтӑн пултарулӑхне издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Андреев 1963 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1992 ҫултанпа шкулта ачасене чӑваш чӗлхи тата информатика предмечӗсене вӗрентет, шкул директорӗ. Чӑвашла электрон пособисем, компьютер вӑййисем хатӗрлет, интернетра вӗрентекенсем валли «Шкулта» журнал кӑларса тӑрать. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫутӗҫ ӗҫченӗ. 1985 ҫултанпа сӑвӑсем ҫырать, вӗсем район хаҫачӗсенче тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ.
«Ура утать – ҫул юлать» кӗнекене авторӑн юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑм редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 500 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем пичетленсех тӑраҫҫӗ. Вӗсене аслисем валли те, кӗҫӗн ҫулхисем валли те пичетлеҫҫӗ. Хальхинче кун ҫути курнӑ кӑларӑм – шӑпӑрлансем валли.
Пӗчӗк вулакансем валли «Ула курак тӗнче курма кайни. Как Ворона хотела мир повидать» ятлӑ юмахсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта чӑвашла юмахсем кӗнипе пӗрлех вӗсене вырӑсла куҫарса пичетленӗ.
Кӑларӑма Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, юмахсене вырӑсла Ольга Васильева куҫарнӑ, художникӗ – Наталия Андреева.
Ҫӗнӗ кӑларӑмри юмахсем урлӑ ачасем тӗнчене ӑнланма вӗренӗҫ.
Михаил Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.
Икӗ томлӑ словаре хатӗрлессишӗн М.И. Скворцов (1933—2016) лексикограф, филологи наукисен докторӗ нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн унӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑрӑшнӑ.
Лексика материалне хатӗрленӗ чухне юлашки ҫулсенче ҫӗршыв тата тӗнче лексиографийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ.
Чӑвашла-вырӑсла словарӗн реестрне информаципе коммуникаци технологийӗнчи, ӑслӑлӑхри тата чиркӳпе религи лексикинчи терминсене кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |