Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аҫаҫури» ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Денис Гордеев.
Денис Гордеевӑн «Ир такӑнсан», «Чи вӑрӑм кун», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» тата ытти кӗнекисене вулакансем юратса вулаҫҫӗ. Прозаик хӑйӗн повеҫӗсемпе калавӗсенче чӑваш халӑхӗн хальхи пурнӑҫне сӑнарлать.
Ҫӗнӗ кӑларӑма «Укҫа кимми», «Турӑ алӑкӗ», «Хӑямат» повеҫсем, «Шӗвӗ кулач», «Аҫаҫури» тата «Вӑрттӑн медаль» калавсем кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вутчуль» калавсемпе повеҫсен кӗнеки 1000 экземплярпа пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма паллӑ чӑваш ҫыравҫисен: Валентин Бурнаевскин, Сергей Ялавинӑн, Виктор Рсайӑн, Трубина Мархвин, Александр Артемьевӑн, Анатолий Хмытӑн тата ыттисен — ӗҫӗсем кӗнӗ. Калавсемпе повеҫсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ тапхӑрти пурнӑҫне сӑнланӑ. Граждан вӑрҫи те, индустриализаципе коллективизаци те, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи те, Афган тата Чечен вӑрҫисем, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем.
Кӗнекене Галина Антонова пухса хатӗрленӗ, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ентешлӗхсен ертӳҫисен канашӗн председателӗ Юрий Зорин чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерти тӗп пӗлӳ паракан шкулта пулнӑ.
Юрий Александрович шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра кӑҫалтан Чӑваш тӗррин кунне уявлама пуҫлассине аса илтернӗ. Сӑмах май, Юрий Зорин пушӑ алӑпа ҫӳремест. Шкула вӑл чӑваш тӗррипе паллаштаракан вӗренӳ пособийӗн 20 комплектне парнеленӗ. Вӑл пособисене депутат Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчи мӗнпур шкула туянса пама шантарнӑ.
«Раскраска-исследование» тата «Книжки для вырезания» кӗнекесем туяннӑ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш Енри влаҫ чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ учебникӗсене кӑларасси пирки шутлать. Халӗ шкул ачисем вӗренекенни 10 ҫул каялла тухнӑскерсем. Ҫӗнӗ пособисем кӑларассине тата вӗсене федераци переченьне кӗртессине ЧР Вӗренӳ институтӗнче сӳтсе явнӑ.
Чӑваш чӗлхи учебникӗсем федераци реестрӗнче ҫук-мӗн: оптимизаци вӑхӑтӗнче ӑна официаллӑ экспертизӑсӑр кӑларнӑ. Экспертиза тӑвасси, учебник кӑларассипе танлаштарсан, темиҫе хут хаклӑрах. Ун чухне Чӑваш кӗнекен издательствин укҫа пулман, федераци министерстви перекетлеме шут тытнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра Вӗренӳ институчӗ ҫӗнӗ пособисен концепцине хатӗрлеме тытӑнӗ. Ӗҫ ушкӑнне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, флологсем кӗрӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствине туса хунӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫак датӑна халалласа пост ҫырнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствине депутат пысӑка хурса хакланӑ. Хӑйӗн малтанхи ҫулӗсенчех ҫамрӑк предприяти Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ чӑваш словарьне, вырӑс тата тӗнче классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарса пичетленине, вӗренӳ литературине кун ҫути кӑтартнине палӑртнӑ депутат.
Чӑн та, издательствӑра чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрекен хайлавсем: Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ҫемен Элкерӗн, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин тата ыттисен вилӗмсӗр ӗҫӗсем – пичетленнӗ. Паян та кӗнеке издательстви унчченхи ырӑ йӑла-йӗркене сумлӑн тытса пыма тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ.
Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ.
50 пин тенкӗ укҫана Юрий Сементер шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Параппанлӑ Митраппан» алҫырушӑн тивӗҫнӗ. Улькка Эльменне вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ «Кушак» хайлавшӑн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Кӑшӑлвирус» алҫырушӑн Владислав Николаева 75 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пирӗн республикӑри паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – пин экземпляр.
Кӗнеке авторӗ – Николай Сидоров. Хӑйӗн кӑларӑмне вӑл «Пӗрремӗш учитель» ят панӑ. Асӑннӑ ӗҫ пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Информполитика министрӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑна кӑларма хыснаран укҫа уйӑрнӑ.
Кӗнекене тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Пӗрремӗш учитель» пьеса кӗнӗ, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ мухтавлӑ китаевед ҫинчен – «Никита Бичурин (Иакинф атте)», вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен – «Слакпуҫ ачи».
Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи Г.Р. Державинӑн музей-ҫуртӗнче «"Отмеченная зима". 1982. История издания книги» курав уҫӑлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ камне вулакансем ятӗнченех ӑнланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫапла, тӗнчипе паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи.
Курава поэтӑн хӗрӗ Вероника та хутшӑнӗ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Вероника Айги Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ. Поэтӑн хӗрӗ ашшӗн сӑввисене тата Вероника Лосская патне шӑрҫаланӑ ҫырӑвӗсен сыпӑкӗсене вулӗ. Вероника Айхи — театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлекен курав Геннадий Айхин иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен ҫурри хыҫҫӑнхи тапхӑрӗпе паллаштарнӑ май чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскерӗн пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем таран епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Поэтӑн ҫав ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене пӗр ҫӗре пухса Францири «Синтаксис» издательствӑра 1982 ҫулта «Отмеченная зима» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн умсӑмахне Пьер Эммануэл, Францири паллӑ поэт, ҫырнӑ. Анӑҫра, эмигрантсен издательствинче, кӗнеке кӑларни авторшӑн инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Тӑван тӑрӑхра ҫул паман енне ҫакӑн пек тунӑ поэт.
Мускавра нумаях пулмасть Раҫҫейри халӑхсен хальхи вӑхӑтри литературин антологийӗ пичетленсе тухнӑ. Хальхинче драматурги жанрӗллӗ хайлавсене кун ҫути кӑтартнӑ.
Сумлӑ кӑларӑма Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем те кӗнӗ. Ку хыпара Фейсбукра республикӑри паллӑ поэт, драматург, тележурналист, сценарист Марина Карягина пӗлтернӗ.
«Малтан Шупашкарти ятарлӑ канаш хупӑ сасӑлавпа виҫӗ пьеса сӗннӗ, унтан, апла антологи ытла та хулӑмланса кайнипе, Литература институчӗ ҫумӗнчи экспертсен ушкӑнӗ вуласа хакланӑ хыҫҫӑн, шел, икӗ авторӑн хайлавне кӑна кӗртме йышӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Антологие Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» тата Арсений Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» хайлавӗсем кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |