Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене» палӑк уҫнӑ. Ӑна лартмашкӑн ентешӗ Николай Угаслов пулӑшнӑ. Вӑл тӑван кӗтесӗшӗн чылай ӗҫ тӑвать.
Николай Угаслов несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упрамалли, вӗсен ӗҫне малалла тӑсмалли пирки каланӑ. «Миллион ҫын пире таса тӳпе парнелессишӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемен», — тенӗ вӑл.
Район пуҫлӑхӗ Александр Шадриков ял халӑхне Аслӑ Ҫӗнтерӳпе саламланӑ, ветерансене ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Вӑл Николай Угаслова Тутарстан вӗренӳ министрӗн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Палӑк пуҫ уснӑ салтак евӗр. Хыҫӗнче — обелиск. Унта паттӑрсен ячӗсене мрамор плита ҫине ҫырнӑ.
Мероприятие сумлӑ хӑнасем те ҫитнӗ: ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллин тата Шакир Ягудин. Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ентешӗсем те тӑван тӑрӑхне килнӗ.
Ялта пӗр ветеран ҫеҫ юлнӑ-мӗн. Вӑл — Алексей Гордеев. Вӑл, ватӑ пулин те, митинга тухнӑ.
Ҫӗнӗ палӑк умне кӑшӑлсемпе чечексем хунӑ. Шкул ачисем вара илемлӗ концерт хатӗрленӗ.
Ытти чылай ҫӗрти пекех Шупашкар районӗнчи Ойкассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пyҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ. Ӑна паллӑ чӑваш скульпторӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров ӑсталанӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Федор Мадуров ҫакнашкал парнене чун ыйтнипе, чӗре хушнипе ӑсталанӑ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Ойкассинче пypӗ 37 кил кӑна пулсан та вӑрҫа xӗpӗx пиллӗкӗн тухса кайнӑ, 22-шӗ унтах выртса юлнӑ. Bӑpҫӑ суранӗ ял ҫыннисен чӗрисенче халӗ те амаланать. Ефросиния Иванова, акӑ, ашшӗне вӑрҫа ӑсатнине хальхи пек астӑвать. Ҫӗнӗ палӑк ҫинче унӑн хушаматне курсан куҫҫулленмесӗр чӑтайман вӑл.
Паттӑр салтаксене асӑнса лартнӑ палӑка ӑсталанӑ ҫӗрте ял хастарӗсем те вӑй хунӑ. Ял тӑрӑхне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ, халӗ тивӗҫлӗ канури Евгений Афанасьев ҫaк пархатарлӑ ӗҫe ертсе пыраканӗ пулнӑ.
Палӑк уҫнӑ ҫӗpe Уйкас-Ҫӗнъяла Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн председателӗ Василий Шадриков пырса ҫитнӗ.
Шупашкарта Анне палӑкӗ умӗнче ҫак кунсенче экологи шӑматкунлӑхне ирттернӗ. Анчах йӗркелӳҫӗсем унти ӳкерчӗкпе питӗ кӑмӑлсӑр пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухмашкӑн килӗшӳ тунӑ организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламасть-мӗн.
Кун пирки «Про Город» хаҫата Нина Якимова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Герцен урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пурӑнакансем Анне палӑкӗ ҫывӑхӗнче шӑматкунлӑх ирттернӗ.
Нина Якимова каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап миххисене «Спецавтохуҫалӑх» организацин илсе тухмалла, анчах вӗсем ку ӗҫе тума хирӗҫленӗ. «Палӑк ҫывӑхне контейнер та пулин лартасчӗ», — тет Нина Якимова.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухассине ЖКХ пайӗ йӗркелет. «Спецавтохуҫалӑх» хула администрацийӗнчен ҫыру илнине ҫирӗплетнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнисене асӑнса лартнӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗрен уҫнӑ. Вӑл палӑк Ленин урамӗнче вырнаҫнӑ.
Палӑка ҫӗнетессипе Октябрьски райповӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫланине кура темиҫе эрне тимлеме тивнӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансем вара палӑк патӗнче чечек лартнӑ, вырӑнти шкулта вӗренекенсем территорие тирпейленӗ.
Палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май ирттернӗ мероприятире Н.В. Зарубина вӑрҫӑра вилнӗ ывӑлӗшӗн хурланакан амӑшӗн монологне вуласа панӑ. Ӑна итленӗ май куҫҫуленмесӗр пӗри те чӑтайман-мӗн. Палӑк уҫма Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.А. Мясников, Октябрьски райпо ертӳҫи Р.В. Почемов, вырӑнти вӑтам шкул директорӗ Г.П. Григорьев хутшӑннӑ.
Сӑнсем (17)
Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа ҫичӗ теҫетке ҫул ҫитнӗ ятпа пур ҫӗрте те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Япӑхма ӗлкӗрнӗ палӑксене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе те унта та, кунта та ҫине тӑрсах тӑрӑшрӗҫ.
Комсомольски районӗнчи Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче те ку ӗҫрен юлман. Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкулта вӗренекенсене те ҫак ырӑ ӗҫе явӑҫтарнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк тавралли территорие тирпейленӗ. Кӗрепле, сенӗк йӑтнӑ ачасем шӑматкунлӑх ирттерме палӑк умне пухӑннӑ. Хӗл каҫипе унта пуҫтармалли самай пухӑннӑ. Ачасем ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫав ялти Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем палӑка шуратнӑ, картана сӑрланӑ.
Хирти Мӑнтӑрти Культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Петр Смирнов летчика асӑнса лартнӑ палӑк та пур. Культӗҫченсем ӑна та ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Ку палӑка вӗсем кӗмӗл тата шурӑ тӗссемпе ҫӗнетнӗ.
Сӑнсем (6)
Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май республикӑра мероприятисем нумай иртеҫҫӗ, палӑксене юсаҫҫӗ. Элӗк районӗнчи Кивуй Этмен, Мӑн Этмен, Шуркасси, Вылпасар ялӗсем те айккинче юлман.
Асӑннӑ ялсем «Хуйхӑракан амӑшӗ» архитектура композицине реставрацилеме шутланӑ. Палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсене халалласа лартнӑ.
Палӑка реконструкцилес ӗҫе Шӗмшеш ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче сӳтсе явнӑ. Халӑх айккинче пӑхса тӑман – кам пултарнӑ, ҫавӑ пулӑшнӑ. Ҫынсем укҫа пухнӑ.
Кивуй ялӗнчи хастар ҫынсем С.П.Волков, А.И.Илларионов, Т.В.Александров, Ю.В.Николаев, Ю.В.Федоров, М.В.Мокин, А.Н.Яковлев палӑка сӑрланӑ, шпаклевка, штукатурка тунӑ, бетон янӑ, плитка хунӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.
Кирпӗч стела ҫинче ветерансен ячӗсене ҫырмашкӑн мрамор плитасем хунӑ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗччен палӑк тавра карта тытса, плиткӑсем хурса, чечексем лартса пӗтересшӗн.
Ӗнер Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгений Юшин Бронислав Гузовской ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек хума хутшӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Енри паллӑ вӑрманҫӑ ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Министр тивӗҫне пурнӑҫлакансӑр пуҫне унта асӑннӑ министерствӑн, Чӑваш Енри вӑрмансене хӳтӗлекен центрӑн, Хӗвелтухӑҫ Европа вӑрманӗсен сӑнав станцийӗн, «Сӑрҫум» заповедникӑн, Республикӑри вӑрман музейӗн ӗҫченӗсем тата вӑрман отраслӗн ветеранӗсем хутшӑннӑ.
Бронислав Гузовскоя ӗҫтешӗсем юманлӑха ӗрчетме пӗлнишӗн уйрӑмах хакланӑ. Унӑн тӗпчевпе практика ӗҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи юманлӑхсене ешерттерме пулӑшнӑ. Вӑл ертсе пынипе 1896–1913-мӗш ҫулсенче Атӑлӑн сылтӑм енче, Ильински вӑрман хуҫалӑхра, 1150 ытла гектар ҫинче юман лартнӑ. Паянхи куна ҫав йывӑҫ унта 350 гектар ытла упранса юлнӑ. Вӑл территори хальхи вӑхӑтра уйрӑмах упрамалли ҫут ҫанталӑк территорийӗ шутланать.
Сӑнсем (7)
Ҫак кунсенче Елчӗкре саванӑҫлӑ лару-тӑрура палӑк уҫнӑ. Ӑна пушарнӑйсене халалланӑ.
Пушарнӑйсен палӑкӗ XIX-XX ӗмӗрсенчи лава аса илтерет. Урапа ҫинче ала насосӗ тата саппас шыв тултармалли пичке пур.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «пушар композицийӗ» 44-мӗш пушар чаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов палӑк вырӑнӗ пушар хуралӗн ветеранӗсене, ҫамрӑк ӑрӑва килӗшессе шанать. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх вара «Ку палӑк паттӑрлӑха мухтать, ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлакансен хӑюлӑхне палӑртать».
Амур облаҫӗнчи Белогорск хулинче «кӑмӑллӑ ҫынсен» ячӗпе палӑк уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Шухӑшлаҫҫӗ кӑна та мар. Ӗҫне вӗҫлесси кӑна юлнӑ. Палӑкӗ хатӗр. Ӑна хулана илсе пынӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫмалла.
Хӑйне евӗр палӑк пирки облаҫ правительствин сайтӗнче хыпарланӑ иккен.
Чукун монумент 1,8 метр ҫӳллӗш. Палӑк аллинче кушак ҫури тытса тӑракан салтака сӑнланӑ.
Палӑка вырнаҫтарасси Белогорск хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Станислав Мелюковӑн пуҫарӑвӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ.
Мэр кӑмӑлне тивӗҫтерме — палӑка тума — 1,3 миллион тенке кайса ларнӑ. Ӑна нимелле хӑпартнӑ. Укҫана уйрӑм ҫынсенчен те, предприяти-организацисенчен те пуҫтарнӑ.
«Кӑмӑллӑ ҫынсем» тесе иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче Крыма Раҫҫейпе пӗрлештермелли операци ирттернӗ патшалӑх разведка управленийӗн, тинӗс пехотин тата десантниксен подразделенийӗсене калаҫҫӗ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнче ял халӑхӗ ваттисен уявӗ умӗн ялсенчи масарсене тирпейлерӗ. Халӗ тавралӑха тирпейлессипе тимлеҫҫӗ. Штанашра тата Упӑкушкӑнь ялӗнче вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк та, монумент та, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми пур, ун ячӗпе хисепленекен парк тата урам пур. Упӑкушкӑнь пульници пулнӑ пахчара 1948 ҫулта вилнӗ вӑрҫӑ ветеранӗн, таврари халӑха трахома чирӗнчен тӗппипех сыватнӑ тухтӑрӑн Федор Ефимович Тайковӑн вилтӑприйӗ ҫинче палӑк пур.
Паян Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Штанашри палӑк тавра тирпейлеме тытӑнчӗҫ. Ку палӑка Штанашри Коннов Иван Николаевич — пӗрремӗш ракетчик вырӑнти материалтан ӑсталанӑ, вӑтам шкул ачисем ӑна куллен пулӑшнӑ. Палӑка 1970 ҫултах хута янӑ, 45 ҫул хушши юрлӑ-тӑманлӑ, ҫил-тӑвӑллӑ, ҫумӑрлӑ, шӑрӑх ҫанталӑка паттӑррӑн чӑтса ларать палӑк, ӑна юсама ҫӑмӑлах мар, салтаксен ячӗсенчи саспаллисем те ҫухала пуҫлаҫҫӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн, ҫапах та палӑка ҫулленех тирпей-илем кӳме тӑрӑшать вырӑнти халӑх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алимасов Александр Никонорович, чӑваш сӑрӑ ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |