Халӑха Чӑваш Енри историпе культура еткерне сыхласа хӑварас ыйтупа кӑсӑклантарас тӗллевпе ЧР Культура министерстви «Чӑваш Енри историпе культура палӑкӗсем — объективра» сӑнӳкерчӗкен конкурсне ирттерет.
Унта фотостудисен ушкӑнӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем, профессионал фотографсем тата ыттисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. 2015 ҫулхи ака уйӑхӗччен заявка ҫырмалла, сӑнӳкерчӗксене илсе пымалла. Конкурса А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине пичетленӗ е флешка ҫинче JPEG тата TIFF форматпа тунӑ сӑнӳкерчӗксене йышӑнаҫҫӗ.
Кашни сӑнӳкерчӗкӗн ячӗ тата аннотаци пулмалла. Пӗр автортан 5 ӗҫрен ытлашши йышӑнмаҫҫӗ.
Заявкӑсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 6-мӗш хут, 628-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(852) 64-22-32.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр.
Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ.
Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен.
Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ.
Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне, СССР халӑх депутатне, СССР Аслӑ Канашӗн аграри енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташне, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ӗҫченне, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи пулнӑ Аркадий Айдака асӑнса палӑк уҫнӑ. Ӑна тума районта пурӑнакансем тата укҫаллӑ ҫынсем «кӗмӗл» уйӑрса пулӑшнӑ.
Бюст авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Владислав Немцев.
Палӑка уҫма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл Айдак ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх, вӑл кашни ҫынах тӳрӗ чунлӑ пултӑрасшӑн пулнине палӑртнӑ. Элтепер «Ленинская искра» колхоз ертӳҫинчен тӗслӗх илнине аса илнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ май Айдак ҫӗре юратма, ун ҫинче ӗҫлеме ӳкӗте кӗртейнине, патшалӑх деятелӗ май вӑл производство культурине, ял культурине тата кашни ҫемьери культурӑна ӳстересшӗн тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Айдакӑн мӑшӑрӗ Людмила Андреевна упӑшки: «Маншӑн кашни кун уяв пек, мӗншӗн тесен юратнӑран та юратнӑ ӗҫ пур.
Чӑваш Енре тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ пушарнӑйсене халалласа лартма палӑртнӑ палӑк эскизӗн конкурсне ирттереҫҫӗ.
ИӖМ ирттерекен конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Эскиза А3 калӑпӑшла хут ҫине тӗрлӗ тӗспе ӳкермелле. Ӑна электрон мелпе те хатӗрлеме май пур.
Палӑк эскизӗ миҫе листа йышӑнни пӗлтерӗшлӗ мар. Вӗсене ӳнер тӗлӗшӗнчен те, ӑна пурнӑҫа мӗнле кӗртме пултарасси енчен те хаклӗҫ.
Пулас палӑк эскизӗн авторне авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе РФ ИӖМӗ ятарлӑ парнепе хавхалантарӗ.
Елчӗкре ҫарпа тинӗс флочӗн кунӗ умӗн Елчӗк районӗнчи моряксене халалланӑ палӑк уҫнӑ. Ӑна Елчӗк районӗнчи моряк ветерансен канашӗ пуҫарнипе тунӑ.
Палӑк плити ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Морякам Яльчикского района за веру и правду, мужество и стойкость на боевой службе Отечеству. Сывӑ пултӑр Тинӗс-Ҫар флочӗ».
«Ӑна ентеш моряксем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ караппа пӗр пек тунӑ. Эпир пӗтӗм архивра шырарӑмӑр, кашни хӑйӗн карапне аса илчӗ. Унтан ҫарта моряк пулнӑ ентешсем канмалли кунсенче те, каҫхине те ӗҫлерӗҫ. Пурте пӗрле палӑк архитектурипе ӗҫлерӗмӗр, пӗрле ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кеӗтрӗмӗр», — тенӗ палӑка тӑвӑкансенчен пӗри Леонид Князев.
Моряксене халалланӑ палӑка елчӗксем «Елчӗк» крейсер» ят панӑ.
Ӗнер, асӑнупа хурлӑх кунӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплекӗнчи Мухтав монуменчӗ патне чечексемпе кӑшӑлсем хунӑ. ЧР Элтеперӗпе пӗрле ҫак мероприятие министерствӑсемпе ведомствӑсен, ЧР МЧСӗн тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Шӑп 73 ҫул каялла фашистсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ, вӑрҫӑ 1418 куна тӑсӑлнӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗ ҫӗршыв историйӗнче хура йӗрпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна май кашни ҫак кун ҫулах Мухтав монуменчӗ патӗнче пуханаҫҫӗ, палӑк умне чечексем хурса вӑрҫӑра пуҫ хунисене аса илеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши сарӑмсӑр вилнӗренпе 92 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ сӑвӑҫа аса илме тата асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем паян унӑн палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ.
Пуханнисен йышӗнче культура министерствинче тӑрӑшакан Казаков Сергей Димитриевич, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, этнополитолог Краснов Михаил Николаевич, Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри шаннӑ ҫынни, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валерий Туркай, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем пурччӗ.
Пухӑва Валерий Туркай ертсе пычӗ. Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ митинга вӑл политика енне ҫавӑрса ячӗ. Сцена ҫинче Ҫеҫпӗл Мишши пирки мар, ытларах Украина политики пирки калаҫу пулчӗ. Ку хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне хуҫре пулас — паллӑ чӑваш сӑвӑҫне сума суса килнӗ темиҫе чӑваш ҫапла май чечек хунине кӗтмесӗрех пухӑва пӑрахса кайрӗ.
Беларуҫ Республикинчи Краково хулинчи Рональд Рейган (Ҫӗнӗ Гута) Тӗп тӳремӗнче пролетариат ертӳҫине Владимир Ленина халалланӑ фонтан-палӑк уҫнӑ.
Пӗчӗк кӑна кӳлепене «Пуласлӑх фонтанӗ» тесе ят панӑ иккен. Вӑл сарӑрах тӗслӗ. Унччен пулман фонтана тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Хӑшӗсем Ленин «патша ҫуран ҫӳрекен вырӑнти евӗр» тӑнине (пролетариат ертӳҫине скульптура ҫапла кӑларса тӑратнӑ) шӳт вырӑнне хурса лӑпкӑн йышӑннӑ. Анчах Октябрьти революци ертӳҫинчен тӑрӑхлаҫҫӗ тесе чылайӑшӗ тарӑхнӑ иккен. Ун пек палӑк валли хулара вырӑн ҫук текенсем те пулнӑ имӗш.
Палӑка ҫӗртмен 9-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Рейган лапамӗнче темиҫе кун тӑнӑ хыҫҫӑн скульптурӑна Лазьня-Нова театр картишне куҫарса кайӗҫ.
Ҫӗнӗ Гута районне 1951 ҫулта туса пӗтернӗ. Совет влаҫӗ ӑна Краковӑн пролетариат районӗ пулать тесе шухӑшланӑ. 1989 ҫулччен Рональд Рейган лапамӗнче Ленин палӑкӗ пулнӑ. Ҫамрӑксем советсене хирӗҫле темиҫе пин ҫынлӑ демонстрацисем ирттернӗ хыҫҫӑн влаҫра ларакансем палӑка аркатма йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть чӑваш парламенчӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине тишкернӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне тӗрлӗ шайри тӳре-шара та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 объекта шута илнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 440-шӗ, республика пӗлтерӗшлӗ, федераци пӗлтерӗшлисем — 221. Хальтерех палӑртнисем те пур. Ун йышшисем — 41. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур иккен.
Культура эткерлӗхне Раҫҫей халӑхӗсен историпе культура палӑкӗсен реестрӗнче шута илтерме тытӑннӑ-ха. Ун чух 17 объект пирки документсем тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне миҫе обьект тӗлӗшпе паспорт илни, экспертиза витӗр миҫӗшне кӑларни тата ытти пирки те культура министрӗ чарӑнса тӑнӑ.
Цифрӑсем чӗлхинчен куҫсан, паянхи тӗп тӗллев — истори сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ культура эткерлӗхӗн палӑкӗсене ҫӗнетесси. Кунта тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнӑ Илья Ульяновпа Иван Яковлев палӑкӗсем пирки те сӑмах пырать. Историпе культура палӑкӗсем ҫине информацие палӑртса ҫырса хурасси те кӗрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |