Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ.
Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла.
Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула.
Республикӑра ҫӗнӗ ФАПсем хута ярас ӗҫ малалла пырать. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Ара, кивӗ ҫуртпа ҫӗннине ниепле те танлаштараймӑн-ҫке-ха.
Вӑрнар районӗнчиУпнер ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне пӗлтӗр кӗркунне тума пуҫланӑ. Шалти ӗҫсене тӑвассине вара ҫуркуннене хӑварнӑ.
Ҫак кунсенче унта Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата районти тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Николай Тинюков пулса курнӑ. Вӗсем хӑйсен ҫивӗч куҫӗсемпе ФАПа тӗрӗсленӗ, асӑрхаттарусем тунӑ.
Светлана Сафронова фельдшер та асӑрхаттарусемпе паллаштарнӑ. Строительсем ҫитменлӗхсене пӗтерме шантарнӑ.
ФАПпа ҫумӑнах — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалланӑ палӑк. Леонид Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне унта тирпейлӗх пулмаллине асӑрхаттарнӑ.
Раҫҫей вулавӑш ассоциацийӗн вулав секцийӗ Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа тӗнче тетелӗнче «Литература сӑнарне — палӑк» акци ирттерет.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 31-мӗшӗччен иртӗ. Литературӑри йӑла-йӗрке пирки, хӑш хайлава килӗштерни ҫинчен ҫак сайтра сӳтсе явма пулать: www.rba.ru/content/news/vid_news_str.php?id=4048.
Республикӑра хӑш сӑнара палӑк лартма сӗнетӗр — пӗлтерӗр. Пӗтӗмлетӗве секци ларӑвӗнче Самар хулинче 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17–22-мӗшӗсенче тӑвӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленесси ҫӗршывра кӑна мар, район-хулара та пуҫланнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тӗрӗслет. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче министерство ӗҫченӗсем, сӑмахран, Элӗк районӗнче пулнӑ.
Элӗк районӗнче пурӗ 36 палӑк. Япӑхнӑ палӑксене тата вӗсен тавралли теорриторие специалистсем акан 15-мӗшӗ тӗлне юсаса, йӗркене кӗртсе пӗтерме хушаҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен вӗсене (палӑксене) халех хакламалла, тивӗҫлӗ ӗҫе пурнӑҫламалла. Кашни палӑкпа яваплӑ шкулсене палӑртма пулать. Вӑрҫӑра пуҫ хунисен тӑванӗсем, ял-йыш хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Культура министерстви ытти района та ҫитсе килме палӑртать.
Сӑнсем (6)
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар.
Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн.
2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ.
2015 ҫулта ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗ 80 ҫул тултарӗ. Уява хатӗрленес ӗҫ халех хӗрӳ пырать, мӗншӗн тесен ку союзри 150 пайташшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та пысӑк пулӑм.
Нумаях пулмасть союз элчисем ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Ку Атӑлҫи тӑрӑхӗнче тӗп организаци. Анчах сумӗ, ҫулӗ пур пулсан та йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче организацине пӳлӗм уйӑрса панӑ. Пӗр пайӗ — муниципалитет, тепӗр пайӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. 2011 ҫулта вара ӳнерҫӗсенчен пӳлӗме тара тытнӑшӑн укҫа ыйтнӑ. Шупашкар хула администрацийӗпе калаҫса татӑлсан килӗшӗве тепӗр 5 ҫуллӑха тӑснӑ.
Леонид Черкесов ку ыйтӑва хула депутачӗсен пухӑвӗнче сӳтсе явма шантарнӑ. Хула союзпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Ҫулсерен Шупашкарта икӗ палӑкран кая мар уҫӑлать.
Ҫитес вӑхӑтра Геннадий Волковпа Алексей Крылов академиксен палӑкӗсене лартасшӑн. Планра — Никита Бичурин, Ехрем купса палӑкӗсем, Ӗҫ мухтавӗн аллейи.
РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Нагорнов Шупашкарта уҫӑ тӳпе айӗнчи скульптурӑсен музейне уҫас шухӑшпа паллаштарнӑ.
Ҫак кунсенче Польшӑри Сӑлупуҫ (пол. Słubice) хулинче вырӑнти «Коллегиум Полоникум» ӑслӑлӑхпа дидактика лапамӗн директорӗн пуҫарӑвӗпе Википедине халалланӑ пӗрремӗш палӑк уҫӑлнӑ.
Монумент 1,7 метр ҫӳллӗш. Унта — тӑватӑ кӗлетке, вӗсем Википеди паллине тытса тӑраҫҫӗ. Унӑн авторӗ — «Коллегиум Полоникум» студенчӗ, эрмен йӑхӗнчен тухнӑ Мигран Акопян. Палӑк Сӑлупуҫшӑн вӗренӳ пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулнине кӑтартать.
Палӑка тумашкӑн 62 пин злотых (27 пин доллар) тухса кайнӑ. Ӑна вырӑнти хыснаран уйӑрнӑ. Палка уҫнӑ ҫӗрте «Викимедиа» фондӑн темиҫе уйрӑмӗн элчисем пулнӑ.
Паянхи куна Википедисӗр куҫ умне кӑларма та йывӑр. Вӑл — тӗнче тетелӗнчи энциклопеди, ӑна Америкӑри усламҫӑ Джимми Уэйлс 2001 ҫулта хута янӑ. Википеди — тетелти чи пысӑк проект. Унта тӗнче тетелӗнчи сообществӑсем 280 чӗлхепе ҫырнӑ 30 миллион ытла статья. Поляксен уйрӑмӗнче 1 миллион ытла статья, вӑл пысӑкӑшӗпе Википединче — 12-мӗш.
Пӗлтӗр ЮНЕСКО Уэйлса Википедине тунӑшӑн Нильс Борӑн ылтӑн медалӗпе чысланӑ. 2003 ҫулта Джимми Уэйлс «Викимедиа» фонд тунӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче Афганистанра тата Ҫурҫӗр Кавказра пуҫ хунӑ ентешсене халалласа палӑк уҫнӑ. Гранит плитасем ҫинче — вӑрҫӑран таврӑнман салтаксен ячӗсем.
Вӗсенчен чылайӑшне вилсен орденсемпе тата медальсемпе чысланӑ. Ентешӗсен ячӗпе палӑк ҫӗклемешкӗн Афганистанри вӑрҫӑн сусӑрӗсен Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗн пайташӗсем шухӑшланӑ. Укҫа-тенке халӑх пуҫтарнӑ: афганецсем, вилнӗ салтаксен ашшӗ-амӑшӗ, усламҫӑсем...
Афганистанри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ Юрий Кузьмин ку палӑк вӑрҫӑран таврӑнманнисене асра тытма май панине палӑртать.
Шӑматкун, юпан 18-мӗшӗнче, Раҫҫейри парламентаризм 110 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Яков Абрамов палӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Яков Абрамович — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин депутачӗ.
Вӑл 1873 ҫулта Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ялти чиркӳ прихучӗн шкулне пӗтернӗ. 1906 ҫулта ӑна Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанта йӗркеленнӗ чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» корреспонденчӗ пулнӑ.
2011 ҫулта, Раҫҫейри парламентаризм 105 ҫул тултарнӑ чухне, Патшалӑх Думин пӗрремӗш чӑваш депутачӗн тӑван тӑрӑхне виҫӗ депутат — Алла Кузьмина, Вера Лекарева, Анатолий Аксаков килнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Яков Абрамов палӑкне лартас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑштахран Упире унӑн палӑкне лартма, унӑн ячӗпе ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫӗршыв сумлӑ ҫак уява паллӑ тума хатӗрленет.
Улатӑр хулинче те тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Унта тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалласа палӑк лартасшӑн. Улатӑр нимӗҫсене ҫӗнтерессишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Унти госпитальте пин-пин салтак, офицер сипленсе каллех фашиста хирӗҫ тӑнӑ. Хулари предприятисем фронта ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Улатӑрта эвакуациленӗ производствӑсем вырнаҫнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра палӑка ӑҫта лартасси пирки тата унӑн проекчӗ ҫинчен шухӑшлӗҫ. Тен, ӑна «ВЛКСМ: 30 ҫул» паркра Совет Союзӗн Паттӑрӗсен М.П.Боронинӑн е В.Ф.Ветвинскин скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Мэри халӑх сӗнӗвне те шута илӗ. Ҫак ыйтупа 8(83531) 2-03-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Палӑка халӑх укҫипе лартасшӑн. Ҫапла майпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене сума сӑваҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |