Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче историк, академик, Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ Василий Николаев 75 ҫул тултарӗччӗ, шел те 7 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗчӗ. Ырӑ ӗҫӗсемшӗн ӑна хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче кӑна мар, Шупашкарта та асрах тытаҫҫӗ. Ытларикун, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ун ячӗпе палӑк умӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем митинг ирттерчӗҫ, чечек ҫыххисем хучӗҫ.
Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ май Василий Васильевич чӑваш ачисене аслӑ пӗлӳ илме, чӑваш тӗпчевҫисене хӑйсен кӗнекисене кӑларма сахал мар пулӑшнӑ. Тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ май 11 кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене халӑх чӑннипе те кӑсӑкланса вулать — вӑл чӑваш кун-ҫулӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, Атӑлҫи Пӑлхар историне, пӑлхар-чӑваш чӗлхин этнокультура ҫыхӑнӑвӗсене тӗпченӗ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.В. Николаева халалласа курав уҫӑлӗ (нарӑсӑн 14-мӗшӗ, 16:00), Чӑваш наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ (нарӑсӑн 19-мӗшӗ, 15:00).
Ҫӗрулмине халалласа палӑк лартма республикӑн ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова Красноармейски районӗнче пулнӑ чух пӗр ҫын каланӑ.
Министр унта районӑн иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерекен тата кӑҫлахи плансене палӑртма пухӑннӑ канашлӑва хутшӑннӑ. Унччен Сергей Павлов вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Сӑмахран, Филипп Лукин композиторӑн тӑван Чатукассинче уҫнӑ музейне кӗрсе тухнӑ. Ленинградри блокадӑна сирнӗ ятпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса вӑрҫӑра вилнисен палӑкӗ умне чечек хунӑ. Чатукассинчи шкулӗнче уҫнӑ шӑпӑрлансен ушкӑнне те кӗрсе тухнӑ.
Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкернӗ вӑхӑтра министртан тем пирки ыйтакан та тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри ҫӗрулмине хисеплесе палӑк лартма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи выҫӑ вӑхӑтра нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑвранипе сӑлтавланӑ. Ку сӗнӗве министр ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра йӗркелекен «Ҫӗрулми — 2014» курав вӑхӑтӗнче хускатма шантарнӑ.
Сӑнсем (18)
Украинӑра пӑлхав пыни пирки чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Виктор Янукович президент Европӑпа туслашас вырӑнне Раҫҫей ертсе пыракан Таможня пӗрлӗхне суйланӑ хыҫҫӑн чӳкӗн 24-мӗшӗнче Кейӳ тата ытти хуласенче халӑх майдана пухӑнма пуҫланӑ. Чӳкӗн 30-мӗшӗнче Кейӳ хулинче пӑлхавсем самаях хӗрнӗ — вӑл кун «Беркут» текет спецназ пухӑннӑ халӑха вӑйпа салатма тытӑннӑ. Хайхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вара халӑх тата та ытларах тухнӑ, хӑш-пӗр правительство ҫурчӗсене йышӑннӑ. Ӗнер митинга халӑх ҫӗнӗрен пухӑнма тытӑннӑ — Кейӳре пӗрисем 200, теприсем 300 пин пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Чи малтанах вӗсем Украина правительствине отставкӑна яма ыйтаҫҫӗ.
Пӑлхав вӑхӑтӗнче ӗнер Кейӳри Бессараби тӳремӗнче вырнаҫнӑ Ленин палӑкне те персе антарнӑ. Ку ӗҫе «Свобода» нацилле пӗрлӗх ҫыннисем тунӑ теҫҫӗ. Ленина раштавӑн 1-мӗшӗнчех персе антарасшӑн пулнӑ, анчах та ун чухне милици чӑрмантарнӑ. Хальхинче вара, милици ӗҫченӗсем ҫывӑхра пулнӑ пулин те палӑка ҫӗмӗрекенсене хирӗҫ кайман.
Палӑка 1946 ҫулта вырнаҫтарнӑ иккен. Постамент ҫӳллӗшӗ 6,8 метр, хӑй палӑкӗ вара — 3,45 метр.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр фермер авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнта пӗве тума тытӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна район администрацийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе ҫӗр тара панӑ. Фермер ҫав ҫӗр ҫинче пӗвелеме шут тытнӑ. 100 тӑваткал метр ытла чавса тӑкнӑ вӑл. Тӑприне ҫырмана кайса пенӗ. Анчах пӗве тӗлӗ «Хула ҫучӗ» текен вырӑна лекнӗ иккен. Асӑннӑ археологи палӑкӗн ӗмӗрӗ пӑхӑр тапхӑрӗн вӗҫӗ тата тимӗрпе усӑ курма пуҫланӑ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ еннелле ҫывӑх иккен.
Археологи палӑкне сиен кӳнӗ тапхӑра палӑртассипе халӗ прокуратура ҫине тӑрат-мӗн. Фермер тӗлӗшпе археологи обьектне сиен кӳнӗшӗн тата хӑй тӗллӗн хуҫаланнӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
Республика прокуратури Чӑваш Енри историпе культура палӑкӗсенчен хӑшӗсем начаррине асӑрханӑ. Республика территорийӗнче федераци пӗлтерӗшӗллӗ историпе культура палӑкӗсем — 46, регион пӗлтерӗшлисем — 628.
Улатӑрта, сӑмахран, тӗрӗслев ирттернӗ те, вӑл енчи 40 обьектран 21-шӗн пахалӑхӗ пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать иккен. Тӑххӑрӑшӗнче никӗс тата стена ҫурӑлма тытӑннӑ иккен. Кирпӗчрен купаланӑ стенасем те ишӗлесшӗн иккен-ха. Ҫивиттисем те япӑхаҫҫӗ. Йӗпреҫре тӑватӑ этнографи комплексӗнче юсав кирли сисӗннӗ. Асӑннӑ пурлӑха район администрацийӗ хӑйӗн балансӗ ҫине илменни те йӗркеллӗ япала мар.
Палӑксене тивӗҫлипе тытса тӑманнине ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Етӗрне районӗсенче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче асӑрханӑ.
Тӗрӗслев тӑрӑх 24 представлени ҫырса панӑ, саккунлӑ мар тесе виҫӗ право актне пӑрахӑҫланӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тӗслӗх те тупӑннӑ. Представленисенчен пӗрне республикӑн Культура министерстви ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Ӗҫ тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнса Улатӑр хулинче палӑк уҫнӑ. Унти шалти ӗҫсен историйӗнче ӗҫе пула 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен, вӗсенчен пӗри Ҫурҫӗр Кавказра вилнӗ.
Палӑка Шалти ӗҫсен министерствин районсем хушшинчи Улатӑрти пайӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче лартнӑ. Митинга асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Александр Боголюбов подполковник уҫнӑ. Пухӑннисен умӗнче республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Олег Яковлев та тухса калаҫнӑ. Вилнӗ ӗҫтешӗсене асра тытнӑшӑн вӑл ырланӑ тата тав тунӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин вара уҫма тӳпе хывнисене — вырӑнти предприяти-организацисене, пӗчӗк усламҫӑсене тата районпа хулари уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене — тав тунӑ.
Кӗҫнерникун, юпан 31-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ — Геннадий Волков ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Издани авторӗ — журналист, ҫыравҫӑ Лидия Михайлова.
«Чӑваш ҫӗрен пророкӗ» (выр. «Пророк земли чувашской») кӗнекере Геннадий Волковӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне унта академикӑн ҫывӑх туссепе пӗрле ӗҫлекенсен асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, Геннадий Волков профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ, ҫыравҫӑ-публицист, этнопедагогикӑна никӗслекенӗ, ӑслӑхҫӑ-педагог. Ӑна халаласа Шупашкарта палӑк лартма планланӑ.
Историри паллӑ ҫынсене асӑнса палӑк лартнине лайӑх йӑла темелле-ха ӗнтӗ. Халӗ, ав, Мускавра Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вилнисене асӑнса Мускавра палӑк лартма шут тытнӑ.
Ҫӗршывӑн культура министрӗ Владимир Мединский монумент проекчӗпе паллаштарнӑ май ку ӗҫе ҫынсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Колонна 13–15 метр ҫӳллӗш пулмалла, палӑкӑн иккӗмӗш пайӗ вара — 12 метр. Кӳлепене бронзӑран ӑсталамалла.
«Кӗмӗле» Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществи пухать иккен. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен Мускав хулин правительстви, коммерци организацийӗсем, уйрӑм ҫынсем уйӑрма пуҫланӑ та. Хальлӗхе 7,5 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Палӑка Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ вӑхӑт — ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересшӗн.
Красноармейски районӗн вырӑсла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Упи ялӗн тӗп урамӗн лапамӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ тата Раҫҫей I Патшалӑх Думинчи эсерсен фракцийӗн депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине паллӑ туса тата ӑна халалласа сквер уҫнӑ.
Абрамов Яков Абрамович — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.
Пурнӑҫӗ: Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ.
Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха.
Ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче Украинӑри Козлецки районти Остер хулинче вилӗмсӗр поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкне уҫнӑ. Ӑна хура гранитран тунӑ. Палӑка Ҫеҫпӗл вилнӗ вырӑна асӑнса лартнӑ юпапа юнашар вырнаҫтарнӑ.
Палӑка уҫма Чӑвашран сумлӑ делегаци тухса кайнӑ. Йышра «Канашсем» ентешлӗхӗн пайташӗсем Анатолий Кипеч, Лидия Филиппова тата Юрий Алексеев, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ Михаил Краснов, Канаш тӑрӑхӗнчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, поэтӑн тӑванӗ Юрий Кузьмин, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Украинӑна Чернигов облаҫӗн Культура департаменчӗ тата Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен «Ҫеҫпӗл» пӗрлӗхӗ чӗннипе ҫул тытнӑ.
Палӑк ҫине «...Тусӑмсем! Ун чух ҫул майӗ, ман ҫине пырса, юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ каласа...» тесе чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата акӑлчанла ҫырса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |