РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар.
Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ.
Чӑваш Енре Пичет кунӗ умӗн журналистсен премине тивӗҫ калем ӑстисене палӑртнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистсен премине «Чӑваш Ен» НТРКра тӑрӑшакан Родион Архипова пама йышӑннӑ. Радиожурналист «Присягая Родине» ҫарпа патриотизм кӑларӑмӗсен ярӑмне йӗркелесе пыать.
Леонид Ильин ячӗллӗ журналистсен премине «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» тӑрӑшакан Ирина Ивановӑна экологипе тата ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатнӑшӑн парас тенӗ.
Чӑваш Енре литературӑпа ӳнерти 2023 ҫулти ӗҫсемшӗн преми илме конкурса ӗҫсене малалла йышӑнаҫҫӗ.
Асӑннӑ премие пирӗн республикӑра ҫулсерен параҫҫӗ. Ӑна тивӗҫ ӗҫсен ҫӗнӗлӗхпе уйрӑлса тӑмалла, вӗсене халӑх пысӑка хурса йышӑнни тата наци культурине аталантарма пысӑк тӳпе хывни кирлӗ.
Асӑннӑ ӗҫсем музыка, ӳнер. театр, хореографи тата эстрада ӳнерӗпе, дизайнпа, кинопа тата телекуравпа, халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.
Ӗҫсене Чӑваш Енӗн Культура министерствинче нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 56-50-48.
Чӑваш Енри икӗ вӗрентекен вӗренӳ тытӑмӗнче Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӗсем - ЧР Вӗренӳ институчӗн доценчӗ Нина Чернова тата Мускав ҫывӑхӗнчи кӗҫӗн классен учителӗ Людмила Николаева (унччен вӑл Шупашкарти 4-мӗш гимназире нумай ҫул ӗҫленӗ). Премие вӗсем «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗсемшӗн тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал 2 миллион тенкӗ премие авторсен 9 ушкӑнӗ (пӗтӗмпе 33 ҫын) илнӗ.
Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.
Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.
Раҫҫейри 1250 вӗрентекен Владимир Путин президентӑн премине – 200 пин тенке – тивӗҫнине, вӗсенчен 11-шӗ Чӑваш Енрен, 2-шӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулнине тин кӑна пӗлтернӗччӗ.
Ҫак йышпа туллин паллаштарӑр. Премие тивӗҫнисен хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Екатерина Ананьева, Шупашкарти 5-мӗш шкулти Малека Гасанова, Куславккари 3-мӗш шкулти Лариса Гладкова, Елчӗк шкулӗнчи Алексей Данилов, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Ольга Данилова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулти Василиса Егорова, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Мартьянова, Вӑрнар районӗнчи Пӑртас шкулӗнчи Татьяна Петрова, Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Татьяна Соколова, Шупашкарти 40-мӗш шкулти Александр Степанов.
Чӑваш Енри 11 педагог Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫӗршывӗпе илсен ун пеккисен пӗтӗмӗшле йышӗ — 1250 ҫын.
Республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗ-вӗрентекенсене 200-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. Сумлӑ йышра чӑваш чӗлхи учителӗсем те пур. Вӗсем — Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова тата Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти Александр Степанов.
50 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран - шӑпах ҫавӑн чухлӗ преми парӗҫ тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсене. Анчах пурне те мар - чӑваш, мӑкшӑ, тутар чӗлхипе тата литературипе регион тата тӗнче шайӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленисене кӑна. Олимпиадӑсенче пӗтӗмпе 29 ача палӑрнӑ. Вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсем - 10-ӑн, призерсем - 19-ӑн.
Премие илме тивӗҫнисен йышне 19 педагог кӗнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Театра 2022 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми панӑ.
Наградӑна культура учрежденийӗ Михаил Юхма повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакльшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл ӗҫе сцена ҫине 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Лауреат ятне пилӗк ҫынтан тӑракан коллектив тивӗҫнӗ. Ҫав йышра Борис Манджиев режиссёр, пьеса авторӗ Юхма Мишши, Дмитрий Михайлов, Венера Пайгильдина тата Леонид Яргейкин артистсем.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Научное наследие Н.И. Ашмарина» (чӑв. Н.И. Ашмаринӑн ӑслӑлӑх еткерӗ) ҫавра сӗтел ирттерет.
Ун вӑхӑтӗнче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографие сӳтсе явӗҫ. Темиҫе автор хатӗрленӗ ҫав ӗҫ 2020 ҫултах кун ҫути курнӑ-ха. Монографие 2022 ҫулшӑн ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтеле ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |