Шупашкарта чи маттур дворниксене конкурс ирттерсех палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хальхинче чи малтан Мускав районӗнче пӗтӗмлетӗҫ, унта ҫӗнтерӳҫӗсем нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехетре паллӑ пулӗҫ, Мускав районӗнчи урам тирпейлӳҫисенчен чи маттуррисене нарӑсӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра палӑртӗҫ, Калинин районӗнче вара — ҫав кун 11 сехетре.
Ҫӗнтерӳҫӗсене 15-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. 2-мӗш вырӑна тухнисене — 10-шар пин тенкӗпе, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисене 5-шер пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ку конкурса урам тирпейлекенӗн ӗҫӗн хисепне ӳстерес, урамсене хӗллехи вӑхӑтра юртан тасатассине лайӑхрах шайра йӗркелес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри журналистсене преми парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Кунта сӑмах журналистсен премийӗ пирки пырать. Ҫулсерен ҫирӗплетекен ҫак укҫана тивӗҫес тесе калем ӑстисем хӑйсен пӗлтӗрхи сумлӑ ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тишкерӳҫи Юрий Михайлов тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш автономийӗн юбилейне тата тӑван тӑрӑхӑмӑрти ятлӑ ҫынсене халалласа ҫырнӑ материалсен ярӑмӗпе конкурса хутшӑннӑ. «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тепӗр тишкерӳҫи Ирина Клементьева ял старостисем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе Леонид Ильин премине тивӗҫнӗ.
Николай Никольский премине Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ редакторне Наталия Николаевӑна тата Михаил Краснов журналиста пама йышӑннӑ.
Аслӑрах ӗҫтешӗмӗрсем сӑнани тӑрӑх ҫакна та палӑртмалла: журналистсен премине илме конкурса хутшӑнакансен йышӗ юлашки ҫулсенче чакса пырать-мӗн.
Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле.
Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла.
Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать.
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2018 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Шупашкарти муниципалитет тӳре-шари малашне выговоршӑн тата асӑрхаттарнӑшӑн премисӗр тӑрса юлӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков улшӑнусем кӗртнӗ.
Постановленин малтанхи вариантӗнче (2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑ ӑна) ҫапларах ҫырнӑ: тӳре-шаран дисциплинарлӑ шырав пур тӑк ӑна преми памаҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вара уйрӑм муниципалитет служащийӗсем премисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ.
Администрацире ӗҫлекен ҫын выговор илчӗ тӗк ӑна премие 100 проценчӗпех памӗҫ. Асӑрхаттару кӑна парсан премин 50 процентне катӗҫ.
Постановление мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑмашкӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Маклыгина шаннӑ.
Чӑваш Енри 31 вӗрентекене ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене лайӑх хатӗрленӗшӗн хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе 3 миллион та 550 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсен вӗрентекенӗсем ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ячӗсене тивӗҫнӗ.
Ача пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тӑк вӗрентекене 250 пин тенкӗ преми парӗҫ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемшӗн 150-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Призера икӗ вӗрентекен хатӗрленӗ пулсан вӗсене 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Кӑҫал Шупашарти 5-мӗш гимнази педагогӗн Айрат Юрьевич Савинӑн (вӑл историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет) вӗренекенӗ ҫеҫ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 21 ача призер ятне тивӗҫнӗ.
Паллӑ ӳнерҫӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, профессор Праски Витти (Виталий Петров) Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна сумлӑ премие тата хисеплӗ ята «Несӗлсем патне таврӑнни» ятпа хатӗрленӗ ӳнер ӗҫӗсен ярӑмӗшӗн панӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Праски Виттисӗр пуҫне премие тепӗр иккӗн тивӗҫнӗ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доцентне Герольд Плечова ӑна Иван Яковлевӑн пултарулӑхне тишкерсе наука ӗҫӗсем ҫырнӑшӑн панӑ. Техника ӑслӑлӑхӗсен докторне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Александр Афанасьева вара — электромеханика енӗпе сумлӑ монографи ҫырнӑшӑн.
Ку премие Италири окситан халӑхӗн (пурӗ вӗсем Пьемонт регионӗнче 200 пин ҫынна яхӑн) чи сумлӑ организацийӗ сахал йышлӑ тӗп нацисен чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫри пултаруллӑ та сумлӑ деятельсене параҫҫӗ. Иртнӗ 10 ҫул хушшинче мӗн пур континетри 30 чӗлхе (этнос) ҫыннисене ҫак енсемпе хавхалантарнӑ: куҫару, музыка, кино, ҫамрӑксем, окситан чӗлхи, Италири сахал йышлӑ тӗп чӗлхе, «халӑхсен хушшинчи преми», ҫавӑн пекех черетсӗр премисем.
Алексей Леонтьевсӑр пуҫне, кӑҫалхи лауреатсем Мексикӑран (масатекс чӗлхи), Косовӑран (албан), Ирландирен (ирланд), Францирен (окситан), Испанирен (каталан тата баск), Италирен (словен). Тӗнчери чӗлхесене популяризациленӗшӗн Боб Хольмена (АПШ) черетсӗр премипе хавхалантарнӑ.
Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство ҫуртне 23 ҫул ытла ертсе пынӑскер, «КИЛ» литература альманахӗн издателӗ тата тӗп редакторӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн историйӗпе унӑн никӗслевҫин Николай Никольский профессорӑн биографине тӗпчесе ҫырнӑ монографисен авторӗ, Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, — асӑннӑ премие (куҫару пултарулӑхӗшӗн) Раҫҫейре тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫыравҫӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов В.И. Ленин ячӗллӗ премие тавӑрнӑ. Кун пирки вӑл паян Facebook-ри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Эпир хамӑр историнчи чи лайӑх пулӑмсене сыхласа хӑварса усӑ курасшӑн. Шӑп ҫавна пула паян эп Ленин премине тавӑрасси пирки пӗлтертӗм, «В.И. Ленин ячӗллӗ кӗпернаттӑр премийӗ ҫинчен» Хушӑва алӑ пусрӑм», — ҫырса пӗлтернӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ.
Ленин премине 2020 ҫултан пуҫласа пилӗк ҫулта пӗрре парӗҫ. Ӑна пӗр-пӗр лауреат е ҫынсен ушкӑнӗ тивӗҫме пултарӗ. Чыславне ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Владимир Ильич Ленинӑн ҫуралнӑ кунӗнче ирттерӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Владимир Ильич Ленин юнӗнче чӑваш юнӗ те пур.
Кӑҫал Корейӑри Пхенчханра иртнӗ Олимп вӑййисене Чӑваш Ен спортсменӗсем Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова хутшӑннӑ. Вӗсене тата тренерсене куншӑн преми пама йышӑннӑ.
Спортменкӑсем 50-шар пин тенке тивӗҫӗҫ. Вӗсен тренерӗсене Анатолий Акимовпа Никита Васильева вара 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне Татьянӑпа Лана кӑҫалхи акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 8 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.
Аса илтерер: Олимп вӑййисенче Татьяна Акимова биатлонра тупӑшнӑ, Лана Прусакова вара слоуп-стайлра вӑй виҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |