Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов В.И. Ленин ячӗллӗ премие тавӑрнӑ. Кун пирки вӑл паян Facebook-ри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Эпир хамӑр историнчи чи лайӑх пулӑмсене сыхласа хӑварса усӑ курасшӑн. Шӑп ҫавна пула паян эп Ленин премине тавӑрасси пирки пӗлтертӗм, «В.И. Ленин ячӗллӗ кӗпернаттӑр премийӗ ҫинчен» Хушӑва алӑ пусрӑм», — ҫырса пӗлтернӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ.
Ленин премине 2020 ҫултан пуҫласа пилӗк ҫулта пӗрре парӗҫ. Ӑна пӗр-пӗр лауреат е ҫынсен ушкӑнӗ тивӗҫме пултарӗ. Чыславне ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Владимир Ильич Ленинӑн ҫуралнӑ кунӗнче ирттерӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Владимир Ильич Ленин юнӗнче чӑваш юнӗ те пур.
Кӑҫал Корейӑри Пхенчханра иртнӗ Олимп вӑййисене Чӑваш Ен спортсменӗсем Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова хутшӑннӑ. Вӗсене тата тренерсене куншӑн преми пама йышӑннӑ.
Спортменкӑсем 50-шар пин тенке тивӗҫӗҫ. Вӗсен тренерӗсене Анатолий Акимовпа Никита Васильева вара 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне Татьянӑпа Лана кӑҫалхи акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 8 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.
Аса илтерер: Олимп вӑййисенче Татьяна Акимова биатлонра тупӑшнӑ, Лана Прусакова вара слоуп-стайлра вӑй виҫнӗ.
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ.
Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ.
4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатӑн журналисчӗ Ирина Павлова Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн фончӗ «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарлать.
Журналистсен пултарулӑх тупӑшӑвне 2500 ҫын 5500 ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен 350-шне тӳресем ҫӗнтерӳҫӗ пек палӑртнӑ. Хӑйсен статйисенче журналистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, коррупци, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗ, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑх пирки ҫырнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн медиафорумӗнче чыслӗҫ, укҫан премипе хавхалантарӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче журналистсем калаҫусене хутшӑнӗҫ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, тӳре-шарапа тӗл пулӗҫ.
Паян Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Енри пичет ӗҫченӗсем професси уявне иртетерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, вӑл уяв паян кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пуҫланмалла. Раҫҫей пичет кунӗ кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче пулчӗ те, журналистсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ун чухнех саламланӑччӗ. Вырӑна ҫитсе, коллективсемпе курнӑҫса мар. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский те ырӑ суннӑччӗ.
Журналистсен 2017 ҫулхи премине тивӗҫнисен ячӗсем халех паллӑ. Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн информаци пайӗн редакторӗ Алина Герасимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн информаци пайӗн редакторӗ Ирина Павлова Ҫемен Элкер премине тивӗҫӗҫ. «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ Олег Кульев тата Чӑваш Енӗн Наци музейӗн ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева Николай Никольский премине илӗҫ. Чӑваш радиора корреспондентра ӗҫлекен Ирина Паргеевӑна Леонид Ильин премийӗпе хавхалантарӗҫ.
Канашри ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Хӗрарӑм шӑпине ҫитес вӑхӑтра суд татса парӗ. Хайхискере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑй кӗсьине чикнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ ҫапларах: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен хӗрарӑм ертӳҫӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӑхӑр ҫынна самай пысӑк преми пама хушусем кӑларнӑ. Хайхи премине вара, налуксене тытса юлнӑ хыҫҫӑн, хӑйне тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫакна вӑл укҫа ача пахчин нушисене татса памашкӑн кирлипе сӑлтавланӑ е пачах нимӗн те шарламан. Хуҫа каланинчен иртейӗн-и вара? Ӗҫтешӗсем укҫана кӑларса тыттарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пӑхӑнмасӑр ача пахчин ертӳҫи 170 пин тенкӗ ытла хӑйӗн енчӗкне пуҫтарса чикнӗ имӗш.
Палӑртса хӑварар, следстви пынӑ вӑхӑтра 38 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, пӗтӗм хутсене тӗплӗ тишкернӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея муниципалитетри пултаруллӑ шкул ачисене: вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра — палӑрнисене пухнӑ. Вӗсене наградӑлама район хыснинчен ҫулсерен 220-шер пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Вӗренӳре пултаруллисем тесе шкул ачисен ҫӗршыври предмет олимпиадисенче палӑрнисене чысланӑ. Кӑҫал унта Шупашкар районӗнчи 1300-е яхӑн ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 200 ытла ача ҫӗнтернӗ е призер пулса тӑнӑ.
Предмет олимпиадисенче Кӳкеҫри лицейра, Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта, Ишлейри шкулта вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн ҫӗнтернӗ. Районти, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссенче, спорт тата пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернисене, пурӗ 77 ачана (пӗлтӗр — 75 ачана), район администрацийӗн пуҫлӑхӗн премийӗпе чысланӑ.
Ӗнер Раҫҫейӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсен списокне пӗлтернӗ. Ҫӗршыври сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫул ӗҫлекен СССР халӑх артистки, Тӑвай районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Вера Кузьмина тивӗҫнӗ.
Вера Кузьмина пултарулӑхӗ иксӗлми, унӑн кашни ролӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивекен пулса тухнине чӑваш театрне юратакансен тахҫанах пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Хамӑр чӑваш авторӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль-и е ют ҫӗршыври тата вырӑс классикӗсен хайлавӗ тӑрӑх калӑпланӑскер-и — юратнӑ артистӑн яланах чӗрӗ сӑнар «пиҫет».
2015 ҫулта «Ылтӑн маска» премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи,СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев тивӗҫнӗччӗ.
Мускавра ҫӗршыв правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премипе чысланӑ. Ӑна халӑх пултарулӑхне аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн параҫҫӗ. 15 лауреат хушшинче Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ансамбле йӗркеленӗ Владимир Павлов та пулнӑ.
Премипе РФ Президенчӗ Владимир Путин Петр Чайковский ячӗллӗ концерт залӗнче чысланӑ. Пирӗн ентеш «Йӑлари халӑх культури» категорире лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Владимир Павлов хӑйӗн пурнӑҫне юрӑ-кӗвӗсӗр курмасть. Тӗлӗкре те вӑл ӑна тӗлленет. Владимир кунӗпех ӗҫре, каҫхине ҫеҫ киле, ҫемьене, таврӑнать.
16 ҫул каялла вӑл ялсем тӑрӑх ҫӳреме, чӑвашсен ӗлӗкхи юррисене ҫыртарма пуҫланӑ. Ансамбле те халӑх пултарулӑхне упраса хӑварас тӗллевпе йӗркеленӗ. Халӗ вӗсен репертуарӗнче – 100 ытла юрӑ, ташӑ, йӑла-йӗрке.
«Каҫал» Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗнче пулнӑ. Чикӗ леш енче те вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, фестивальсепн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Паянхи кун ушкӑнра – 28 ҫын.
Шупашкарта йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» фестиваль туризм тытӑмӗнче «Russian Event Awards» наци премине панӑ конкурсӑн финалӗнче ҫӗнтернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем проекта «Халӑх йӑли-йӗркине тата алӗҫне сарас енӗпе чи лайӑх турист пулӑмӗ» номинацире палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна 2018 ҫулти чи лайӑх наци пулӑмӗн ятне панӑ. Кунсӑр пуҫне «IntourMarket» турист куравӗн ятарлӑ парнипе савӑнтарнӑ.
Раҫҫейри 65 регион 700 проект тӑратнӑ. Финала вӗсенчен 197-шӗ тухнӑ. Экспертсем «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале пысӑк хак панӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта 14 регион хушӑннӑ. Ку проект ҫитес ҫул тӗнче шайӗнчи пулаять.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |