Шупашкарта тӑхӑр ҫулти ачана ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Ютскере мар-ха. Хӑйӗн ват асламӑшне (тен, ват кукамӑшне-ши... Вырӑсла пурне те прабабушка теҫҫӗ те) пулӑшнӑ вӑл.
Ватӑ хӗрарӑм урамра персе аннӑ. Ҫӗр ҫине вӑл пуҫӗпе шаплатнӑ. Ача ҫухалса кайман: ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ.
Пӑтӑрмахӗ раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Шкултан килсен ача урок тума ларнӑ. Ватӑ ҫын килте чылайранпа ҫукки ӑна сисчӗвлентернӗ. Ӑна шырама вӑл урама тухнӑ. Унта вӑл тӑнсӑр врытакан ҫывӑх ҫыннине тупнӑ. Хӗрарӑмӑн пуҫӗ юн тухмаллах аманнӑ. Вӑл тӑн ҫухатнӑ.
Ача ватӑ ҫынна ура ҫине тӑратнӑ. Киле илсе кӗнӗ. Ыраттарнӑ вырӑнне юра алшӑлипе чӗркесе тытнӑ. Кайран вӑл васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнче хӗр ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Вӑл туратсем пуҫтарнӑ, ҫав вӑхӑтра 31 ҫулти арҫын, ҫак район ҫынниех, йывӑҫ каснӑ. Кун пирки йӗрке хуралӗн органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
13 сехет те 45 минутра суранланнӑ 23 султи хӗре районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ, медпулӑшу панӑ. Ҫамрӑкскерӗн ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнӑ.
Халӗ хӗр пульницӑра выртать
Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.
Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ.
Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин пациенчӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, арҫын мачча ҫине хӑпарнине кашни кун кураймӑн.
Пӑтӑрмах пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӑйне йӗркеллӗ тытман арҫын пульницӑри хирурги уйрӑмне ура ҫине тӑратнӑ. Ӑна медицина учрежденийӗн хуралҫисем кӑна лӑплантарайнӑ.
Хайхискер малтан ҫаппа-ҫарама юличчен хывӑннӑ, унтан маччана ҫӗмӗрсе пӑрӑхнӑ та алли-урипе тытӑнса, упӑте евӗр ҫакӑнса тӑнӑ. Халӑх корреспонденчӗ хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пульницӑна вӑраха тӑсӑлнӑ ӗҫкӗ хыҫҫӑн илсе пынӑ-мӗн. Пациентсем мачча ҫине хӑпарса кайнӑ ҫаппа-ҫарамас ҫынна курсан хӑраса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна уйӑх уйрӑма куҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, уйӑхӑн 4-мӗш шӑмат кунӗнче республикӑри пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн поликлиникинче Уҫӑ алӑксен кунне простата парӗн шыҫӑ умӗнхи тата шыҫӑ парӗн патологине халаллӗҫ. Ҫынсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен онколог-уролог консультацине илейӗҫ. Вӗсем патне е электрон регистратура, е 26-05-05 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Шупашкарти клиника центрӗнче ирхи 7-рен 14 сехетчен йышӑнӗҫ, Шупашкарти хула пульницин поликлиникисенче — 8-тан 13-ччен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн ача-пӑча поликлиникинче ирхи 8-тан 12-ччен невролог, аллерголог тата окулист йышӑнӗ.
Шупашкарти ача-пӑча клиника пульницин 1-мӗш, 2-мӗш, 4-мӗш поликлиникисенче невролог, детский хирург, оториноларинголог, психиатр детский, офтальмолог, акушер-гинеколог, детский стоматолог, травматолог-ортопед, уролог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, фтизиатр, эндокринолог, дерматолог, кардиолог патне лекме май килӗ.
Чӑваш Енре ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх специалистсене чысланӑ. Вӗсене республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне пухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Сергей Димитриев министр саламланӑ.
Конкурса ҫулсерен 70 ытла специалист хутшӑнать. Кӑҫалхинче финала 13-ӗн тухнӑ. Вӗсем пурте — район-хула шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтернисем.
Ӗҫ сыхлавӗпе тӑрӑшакан чи лайӑх специалист ята Комсомольски районӗнчи Тукай Мишер шкулӗнчи Рушания Зинатуллина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Республикӑн офтальмологи пульницинчи Владимир Алентьев тата «КЕТРА» савутри Анатолий Михайлов; виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти «Мостотряд» фирмӑри Сергей Белов тата Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчи Оксана Василенко.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |