Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр ҫын ҫине ҫурт ҫивитти ҫинчен юр йӑтанса аннӑ. Хӗрарӑмӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл пуҫне тата сулахай аллинчи икӗ пӳрнине ыраттарнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Инкек пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Николаев урамӗнче пулса иртнӗ. Ку факта пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — инкек сӑлтавне палӑртасси. Тата тӗрӗсрех каласан, нумай хутлӑ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компани хӑйӗн тивӗҫне епле пурнӑҫланине тишкересси.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 14 ҫулти ача пульницӑра сипленмеллех шар курнӑччӗ. Ун ҫине юр тата пӑр йӑтӑнса аннӑччӗ. Ҫав факта тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑччӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑха йышпа зарядка тума Хӗрлӗ лапама пуҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ.
«Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапамра Пӗрлехи зарядка кунӗ иртӗ!
Пурне те ирхи зарядкӑна йыхравлатпӑр! Хал пухассине тата хаваслӑ кӑмӑл пурне те шантаратпӑр», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче.
Канмалли кун хавас кӑмӑл шыраса ҫaвӑнта ҫити камсем каяссине пӗлеймӗпӗр. Массӑллӑ ҫавӑн йышши мероприятисене бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсене тата студентсене чылай чухне илсе тухни вӑрттӑнлӑх мар. Ыран та, ахӑртнех, Шупашкарти пульницӑсенче тӑрӑшакансемпе ытти хысна учрежденийӗнчи ӳркенмен маттурсем пухӑнӗҫ-тӗр.
Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем канмалли кунсене пӑхмӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн учрежденийӗсем пуш уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче епле ӗҫлессине палӑртнӑ ӗнтӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче пульницӑсем этем ретлех канӗҫ. Тӳрех палӑртар: кунта сӑмах стационарта пулӑшу кӳрекенсем пирки мар. Амбулатори пулӑшӑвӗ ҫинчен калатпӑр. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче шурӑ халатлисем ӗҫе тухӗҫ. Вал кун вӗсем шӑмат кунхи расписанипе ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, яланхиллех канӗҫ.
Ҫынна васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан пульницӑсем ӗҫлемеҫҫӗ тесе шикленмелле мар. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем канмалли кунсенче те, уявсенче те талӑкӗпех йышӑнӗҫ.
Ача-пӑча кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗпе 10-мӗшӗнче канӗҫ, 9-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ.
Дмитрий Абрамов ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пульницӑри пӑтӑрмаха ҫырса кӑтартнӑ.
Дмитрий ачипе Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Энтузиастсен урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницине кайнӑ иккен.
«Вӑл вырӑн пирки япӑх калаҫнине унччен те
чылай илтнӗччӗ. Ҫав учреждение тарӑхнипе уйрӑм ҫын клиникисене каякансем пуррине те пӗлетӗп», — тенӗ пост авторӗ.
Вӑтам ҫулсенчи врач ӗҫ вырӑнӗнче чылай вӑхӑт пулман хыҫҫӑн: «Мӗншӗн кая юлса килетӗр?» — тесе кӗтсе илнӗ-мӗн. «Хӑй вӑл ӑҫта ҫӳрет?» — тӗлӗннӗ Дмитрий.
Пост авторӗ тухтӑра ун пек сасӑпа калаҫмалла марри пирки малтан лӑпкӑн асӑрхаттарнӑ иккен, кайран тавлашасси патне ҫитнӗ. Унтан тухтӑр йышӑнмассине пӗлтернӗ, кайма сӗннӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче инкек пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта виҫӗ ватӑ ҫынна икӗ овчарка тапӑннӑ. Пӗри, 76 ҫулти хӗрарӑм, вилмеллех суранланнӑ.
Ку инкек ир-ирех пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йытӑсенчен шар курнӑ икӗ ватӑ ҫын хӑйсене мӗнле туйни пирки пӗлтернӗ. Пӗри — амбулатори сиплевӗнче, тепри Ҫӗрпӳ районӗн пульницинче выртать, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Инкек вырӑнӗнче юн нумай тӑкӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсен кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем йытӑсем тапӑннине курман, мӗншӗн тесен ку ирех пулнӑ. Ял халӑхӗ овчаркӑсем каҫхине ирӗкре чупса ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хуҫисем вӗсене хӑш чухне каҫхине сӑнчӑртан салтса янӑ.
Шупашкар хула администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра хальхинче ҫуртсен тӑрринчи юр, тумла пӑрӗсем пирки калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва ҫӗклемешкӗн сӑлтавӗ те пулнӑ: икӗ ҫын ҫине юр персе аннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен 13 ҫулти ача ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каласа хӑвармалла: ҫак ҫурта «Управдом» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Ачан пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнче 28 ҫулти хӗр суранланнӑ. Ун ҫине 10/1-мӗш ҫурт тӑрринчен юр ӳкнӗ. Ку ҫурта «Эркер» ТСЖ пӑхса тӑрать.
Хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков район ертӳҫисене асӑрхаттару панӑ, ҫурт тӑррисене юртан тасатма хушнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пысӑк инкек пулса тухнӑ. Унти пӗр фермерӑн икӗ овчарки килтен тухса кайнӑ та урампа иртсе пыракан 76 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Инкеке асӑрхаса хӗрарӑма пулӑшма чупса ҫитнӗ 70-ти тата 60 ҫулти арҫынсене те шеллемен ҫавсем. Иккӗшне те пульницӑна лекмеллех ҫыртса пӗтернӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку инкек тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йытӑ хуҫине РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Ку статья — асӑрханмасӑр ҫынна вӗлерни пирки. Усал йытӑсене персе пӑрахма йышӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хаяр овчаркӑсем урама епле тухса кайнине, хуҫи вӗсене епле усранине тата ыттине тӗпчӗҫ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем Чечняри ачасене кӑткӑс операци тунӑ. Ача-пӑча тухтӑрӗ Анатолий Павлов тата Дмитрий Лукоянов анестезиолог-реаниматолог унта пӗр эрне пулнӑ. Кун пирки «Грозный-Информ» информаци агентстви пӗлтерет.
Чӑвашри тухтӑрсем ҫуралнӑ чухнех кӑкӑр шӑмми сусӑр пулнӑ ҫичӗ ачана тӳлевсӗрех операци тунӑ. Ку ӗҫе Чечня Республикинчи ӗҫтешӗсем те хутшӑннӑ. Ҫак тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал кӑткӑс операцисене Раҫҫейри темиҫе пульницӑра кӑна тӑваҫҫӗ.
Палӑртмалла: унччен Америка тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ.
Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗн тӗлӗшпе Чӑваш Енре приговор вуланӑ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури Республикӑри клиника окологи диспансерне кӑҫал ҫуркунне тӗрӗсленӗччӗ, пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса медицина хатӗр-хӗтӗрӗ тата медицина тӗлӗшпе усӑ курмалли япала туяннӑ чухне саккуна пӑхӑнман иккен. Пӗр енчен, вӑл Росздравназорта регистрацилемен оборудовани туяннӑ тата медицина обрудованине ытла хаклӑпа илнӗ. Ҫапла хыснана 34 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |