Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна Канаш вокзалӗнче ҫаратнӑ. Вӑл, сусӑрскер, унта ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ун патне палламан ӳсӗр арҫын пынӑ та хӑйне тахҫанхи тусӗ пек тыткаланӑ, ыталаса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл сусӑрӑн енчӗкне кӑларса илнӗ. Унта вара 4 пин тенке яхӑн пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакна ҫав округрах пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 39 ҫулти арҫын тунине палӑртнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Паян ирхине Шӑмӑршӑран инҫех мар авари пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 24 ҫулти хӗрарӑм руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Хӑй вӑл – Чӗмпӗртен.
Салонра ҫур ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ятарлӑ люлькӑра выртнӑ. Ӑна пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн упӑшки чиперех – аманман.
Паян кӑнтӑрла Вӑрмар поселокӗнче КамАЗ ҫул урлӑ каҫакан икӗ ача ҫине пырса кӗне. Шел те, пӗрне вилмеллех таптаса кайнӑ.
Руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ. Вырӑна Вӑрмар районӗн прокурорӗ Александр Левый ҫитнӗ. Халӗ следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Район прокурорӗ ӗҫ-пуҫа тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача 4-мӗш класра вӗреннӗ.
Паян 16 сехетре 333-мӗш маршрутка ГЭС патӗнче аварие лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка Шупашкартан Сосновкӑна кайнӑ чухне ҫул ҫинче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Фура маларах тепӗр пысӑк машинӑпа ҫапӑннӑ, вӗсем ҪҪХПИ инспекторӗсене кӗтсе тӑнӑ.
Аварире микроавтобус салонӗнче пулнӑ 8 пассажир, водитель аманнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем водителе кабинӑран кӑларнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Пассажирсене те пульницӑна илсе кайнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ольга Максимова (Федотова) асӑннӑ тӑрӑхри Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ. Ӑна ҫывӑх ҫыннисем ҫухатнӑ. 46 ҫулти хӗрарӑм ӑҫтине вӗсем раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлмен.
Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Паян вара вӗсем хӗрарӑм виллине тупнине, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.
Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.
Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ.
Паян 9 сехет те 50 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннӑ.
Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехет те 5 минутра «хӗрлӗ автан» ташлама чарӑннӑ. Кайран хваттертен ҫуннӑ сӗтел-пукана урамалла ывӑтнӑ.
Хальлӗхе инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтермен.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарта «Солнечный» микрорайонти Хӗвеллӗ урамӗнчи 16 хутлӑ 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хӗр ҫӳллӗшӗнчен, 8-мӗш хутран, ӳкнӗ. Вӑл тӳрех вилнӗ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пӗр водитель хӑйӗн машинине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ мемориал комплексӗнче лартса хунине, тротуар тӑрӑх машинӑпа пынине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Хендай» автомобиль водителӗ пуҫтахланни пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем ҫав машина водительне административлӑ май явап тыттарнӑ.
Водитель 61 ҫулти арҫын иккен. Ӑна 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Арҫын ӳлӗмрен ун пек хӑтланмассине шантарнӑ.
Патӑрьелти шыв ыйтӑвӗ ҫивӗччине РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин та пӗлет. Ку ыйтӑва татса парассине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Патӑрьелти шыв ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ видеона раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вырӑнти хастарсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шара ҫивӗч ыйтӑва татса пама васкамасть. Нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртра тӑлӑхсем те пурӑнаҫҫӗ, ачаллӑ ҫемьесем те.
Ыйту епле тытӑлса пӗтнине асӑннӑ органӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин Александр Полтининӑн Александр Бастрыкина пӗлтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |