Ӗнер, юпан 5-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти пӗр предприятире инкек пулнӑ - унта арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Слесарь юр пуҫтармалли техникӑна юсанӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӑна хускатма шутланӑ. Анчах техника куҫма тытӑннӑ. Арҫын унӑн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын - 1962 ҫулта ҫуралнӑскер.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан кинемей хӑйӗн банк карттипе такам тавар туяннине сиснӗ. Хӗрарӑм ҫухалса кайман — ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Пӑтӑрмах пирки кинемей пакунлисене юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине хыпарланӑ.
Хулари патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Артем Петров, Иван Кочетов тата Ксения Васильева стажёр такамсем тавара хӑш лавккара туяннине палӑртнӑ хыҫҫӑн ют ҫын карттипе усӑ куракан патне ҫул тытнӑ.
37 ҫулти хӗрарӑм лавккасенче ҫыннӑн банк карттипе 3 пин тенкӗ ытлалӑх тавар туяннӑ иккен.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехетре Хӗрлӗ Чутай салинче инкек пулнӑ – пушарта ҫын ҫунса вилнӗ.
Пушар 1-мӗш Савут урамӗнчи ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм икӗ хутлӑ харпӑр ҫурта тӗп тунӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 71 ҫулти арҫыннӑн.
Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм ҫурта йӑлтах ярса илнӗ, тӑрри йӑтӑнса аннӑ.
Шел те, кил хуҫине ҫӑлма май килмен. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ.
Шӑматкун ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче ҫӑва ҫинчи хурал пӳрчӗ ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳрт тӑррине тата хушма ҫурта сиен кӳнӗ.
Кӗҫӗр вара ҫак ялтах пӳрт ҫуннӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар пралука пула тухма пултарнӑ. Ҫурта радиаторпа хутса ӑшӑтнӑ-мӗн. Ҫавна пула тухма пултарнӑ та ҫулӑм.
Ҫавӑн пекех канмалли кунсенче Шупашкарта, Канаш тата Шупашкар районӗсенче типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур.
Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ.
Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ.
Авӑнӑн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 63 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. 54-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, лешӗ ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫав вырӑнта темиҫе сехетрен вилнӗ.
54 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следователь ыйтнипе ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ.
Кӗҫӗр Улатӑрта пысӑк пушар сӳнтернӗ. Унта «Гулливер» ятлӑ суту-илӳ центрӗ ҫунса кайнӑ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 1,5 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине, иккӗмӗш хутри отделкӑна тӗп тунӑ. Пушара 3 сехет сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Версисенчен пӗри – пралукран тухни. Вырӑна Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗ Евгений Серебряков ҫитнӗ.
«На связи» портал ҫапла ҫырать: «Пирӗн даннӑйсем тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Евгений Талановӑн шутланать».
Шупашкар районӗнчи Чаканарти предприятире тӗп инженерта ӗҫлекен ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарасшӑн.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, предприятире пӗр хӗрарӑм производствӑри машинӑн куҫса ҫӳрекен механизмӗ хӗрарӑм-рабочин аллине туртса кӗрсе кайнӑ. Хӗрарӑм йывӑр суранланнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗп инженер ӗҫ сыхлавӗн мерисене тивӗҫлипе пурнӑҫламанран пулса иртнӗ. Станока хӳтӗлекен пай пулман иккен.
Хальхи вӑхӑтра тӗпчев малалла пырать.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 33 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 27-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: ҫав кун гаражра /27-ри арҫын унта машинӑсем юсанӑ/ 33-ри арҫын машинӑна вӑрах вӑхӑт юсанӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкраххи аслине тимӗр профильпе пуҫӗнчен вилмеллех ҫапнӑ.
Хайхискер преступлени йӗрне пытарас тесе вилене машинӑна хурса посадкӑна кайнӑ, унта шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ следстви пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |