Сӑра сакки сарлака ҫав. Ӑна пула мӗн чухлӗ инкек пулса иртмест-ши?! Ӳсӗр чухне этем паттӑрланса каять пулмалла, уншӑн ҫынна хӗнесе пӗтересси те ним те мар-тӑр.
Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм та эрехе пулах пӑтӑрмаха ҫакланнӑ теме юрать. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта кил хуҫи хӗрарӑмӗпе пурӑнакан арҫын та пулнӑ. Кӑштахран тем пайлама тытӑнса кайнӑ-ҫке — хӑнана кайнӑ хӗрарӑм арҫынна пуҫӗнчен мӑлатукпа ҫапса пӗтернӗ. Арҫын реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна тӗпчесе пӗтернӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Ача пахчинче тротуара юсамалла пулнӑ. Кун пирки хӗрарӑм 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче подрядчикпа килӗшӳ тунӑ. Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тепӗр уйӑхран вӑл кирлӗ хутсене алӑ пусса панӑ. Подрядчика туса пӗтермен ӗҫшӗнех 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара район хыснине тӑкак кӳнӗ.
Паян ирхине А-151 федераци автоҫулӗн 5-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Шел, инкексӗр иртмен - пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Хендайпа» ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн иномарка ҫунма тытӑннӑ.
«Лада Грантӑри» пассажир, 40 ҫулти арҫын, вилнӗ. Водительсем вара, иккӗшӗ те, аманнӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлаҫҫӗ. Анчах шыв ҫинче инкек пуласси те часах. Республикӑра 3 кунра пилӗк ҫын путса вилнӗ.
Ҫурлан 4-мӗшӗнче Шупашкарта тӗп пляжра Атӑлтан арҫын виллине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине ГЭС патӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 46-ри арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Ҫав кунах Елчӗк районӗнче 47 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ шыва кӗнӗ чухне татӑлнӑ.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче 47 ҫулти арҫын путнӑ. Ҫав кунах Комсомольски районӗнче 49-ти хӗрарӑм шывран тухайман.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 10 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Туканаш ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра пушарнӑйсем кил хуҫин 22 ҫулти ывӑлӗн виллине тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав кунах 15 сехетре Канаш районӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - 60 ҫулти арҫыннӑн. Пушарнӑйсем пӳрте сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн пушар сӳнтерме васкакан машина аварие ҫакланнӑ. Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ.
«Прогород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуровпа Пӗрремӗш май урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 14 сехет те 22 минутра пулса иртнӗ. Аварие курнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх пушар сӳнтерме васкакан машинӑн сирени вӑл вӑхӑтра ӗҫленӗ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра никам та аманман. Хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмӑл машина вара самаях сиенленнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ.
Лапсарти пӗвере хӗрача путса вилнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 13 сехет иртсен пулнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тӑванӗсене панӑ.
Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла. Ачасене аслисемсӗр шыва кӗме ямалла мар. Ҫавӑн пекех ӳсӗр ҫынсен те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ҫинче чылай инкек эрех-сӑрана пула пулать.
Паян ҫӗрле Канаш хулинчи Ӗҫ урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Юрать-ха, ку инкек никамӑн пурнӑҫне те татман.
Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 32 ҫулти хӗрарӑма, унӑн 6-ри ачине тата пӗрле пурӑнакан 29-ти арҫынна пусмапа илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Канашри тата Шупашкарти пульницӑсене илсе ҫитернӗ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Атӑлта тепӗр ҫын вилнӗ. Вӑл - сапбордист.
Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӑл тӗп пляжра сапбордпа ярӑннӑ. Шӑпах ун чухне ҫак 31 ҫулти арҫын ҫухалнӑ.
Унӑн виллине ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче юханшыв портӗнчен инҫех мар тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, вӑл ҫӑлав жилечӗ пулманнипе путса вилнӗ. Сапбордпа ярӑннӑ чухне вара жилет пулмаллах.
Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |