Паян ҫӗрле Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Кире поселокӗнче икӗ ҫын аварире вилнӗ. Инкек Ленин урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоцикла тытса пынӑ каччӑ руле итлеттереймен – йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хӑй те, пассажир та вилнӗ. Водитель 21 ҫулта кӑна пулнӑ. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл мотоцикла икӗ кун маларах кӑна туяннӑ, регистрацилесе те ӗлкӗреймен.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 54-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 61 ҫулти хӗрарӑмпа мӑнукне йывӑр тиевлӗ машина, «Соболь» ҫапса кайнӑ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах пурнӑҫне ҫӑлма май килмен - вӑл вилнӗ. 8 ҫулти мӑнукӗ аманнӑ, вӑл халӗ пульницӑра.
«Соболь» рулӗ умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл урӑ пулни паллӑ.
Паян Шупашкарта пушар тухнӑ. Унта «СУОР» предпрятири производство пӳлӗмӗ хыпса илнӗ.
Инкек вырӑнӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар прокурор Валерий Гришин пулнӑ. Вӑл инкек сӑлтавне палӑртас тӗллевпе пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 10 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ.
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи Вырӑс Чукал ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар ҫур ҫӗр тӗлне тухнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ ҫурт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, инкек ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. пушара сӳнтерсен 32 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Шупашкарта бетон хутӑштармалли хатӗрте ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Предприятире ӗҫлекен 29 ҫулти рабочи бетон хутӑштармалли хатӗре тасатма тесе кӗрсе кайнӑ. Моторист шалта ҫын пуррине пӗлмен те инҫет ҫыхӑну мелӗпе хатӗре ӗҫлеттерсе янӑ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманран сиксе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчевҫесем тишкереҫҫӗ.
Шупашкарти вӑрманта арҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта нумай вӑхӑт выртнӑ, мӗншӗн тесен виле типсе кайнӑ.
Арҫын вилли вӑрманти сукмакран инҫех мар выртнӑ. Ӑна асрӑхасанах ку хыпара полицие пӗлтернӗ. Вырӑна Следстви комитечӗн следователӗсем те ҫитнӗ. Халӗ ведомство ку ӗҫ-пуҫа тӗпчет.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫынтан суд приставӗсем ҫын хваттерне чӗртсе ярса шар кӑтартнин тӑкакне шыраса илнӗ.
66 ҫулти арҫын аппӑшӗн (тен, йӑмӑкӗн пулӗ. Суд приставӗсен сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «сестра» тесе ҫырнӑ та) хваттерне чӗртсе янӑ. Унччен пӗртӑвансем хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын тӑванне шар кӑтартас тесе алла шӑрпӑк тытнӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерти мӗнпур пурлӑхӗ ҫунса кайнӑ.
Тӑванӗ тӗлӗшпе хӗрарӑм суда тухнӑ. Унта арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумалла тата пурлӑха сиен кӳнине саплаштармалла тунӑ.
Арҫынран суд приставӗсем 1,15 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Етӗрнере пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине вӑл кил картишӗнче пӗлӗшӗпе пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Кил хуҫи ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та хӑнана кӑкӑрӗ тӗлӗнчен виҫӗ хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫине тӑрсах хӳтӗленнӗ. Кайран ҫакна куракансем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла арҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Халӗ вӑл реанимацире.
51 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. 19 сехетре йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.
«Хӗрлӗ автан» ҫурта питӗ хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршисем патне куҫма паман. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 63 ҫултискер, пушартан тухайман. Ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Шӑматкун Улатӑр районӗнчи Соловьевский поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта 50 ҫулти арҫын ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан икӗ арҫынна ҫынна вӑрланӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Асӑннӑ округри Восход посёлокра 53 ҫулти арҫынна пӗрисем ӑн кӗртсе илме шухӑшланӑ. Хӑйсем ӳсӗр пулнӑ.
53-ри арҫын пӗрин арӑмне кӳрентернӗ-мӗн. Ҫавӑншӑн хайхисем тавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсем арҫын патне килне кайнӑ. Унта ӑна хӗненӗ хыҫҫӑн машина ҫине лартса тухса кайнӑ. Арҫынна Чӗмпӗр облаҫне илсе ҫитернӗ. Унта та ӑна машинӑра тытнӑ. Шар курнӑ этеме, юрать, тухса тарма май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |