Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫын выльӑх пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑна вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав виҫӗ этем Элеккӗнушкӑнь ялне выльӑх-чӗрлӗх туянакан ҫын Чулхула облаҫӗнчен килнине пӗлнӗ. Усламҫӑн укҫа чылай пулӗ, ӑна ҫаратса тенӗ.
Усал шухӑш тытнӑскерсем (ушкӑнра 33 тата 40 ҫулсенчи шӑллӗпе пиччӗшӗ, вӗсен 53 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ) выльӑх сутанҫи ӳтӗм тупса аслӑраххин килне илӗртсе кӗрсе кайнӑ. Унта пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пуҫӗнчен кирпӗчпе ҫапнӑ, вӑл персе ансан ӑна виҫҫӗн тан хӗнесе пӗтернӗ. Унтан кил хуҫи вӗрен илсе тухнӑ та пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пӑвма тытӑннӑ, тепӗр иккӗшӗ алли-уринчен тытса тӑнӑ.
Кайран вилене сайхах ҫине пенӗ. Унтан вӗсем выльӑх туянаканӑн машинине чӗртсе тепӗр яла тухса кайнӑ. Машинӑри пӑрӑва хӑйсен пӗлӗш-хӗрарӑмне парса хӑварнӑ.
...Арҫынсенчен пӗрне суд 24 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ, теприсене — 17 та 15-шер ҫуллӑха.
Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсем 20 сехет те 10 минутра сменӑна вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн хуралҫӑ кӑна юлнӑ.
20 сехет те 20 минутра вара пляжра хӗр путса вилнӗ. Вӑл Узбекистанран Шупашкара медицина факультетне вӗренме килнӗскер пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра 3 хӗр шыва кӗнӗ. Путса вилнин тусӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ишме пӗлмен. Студенткӑн виллине шывран паян ирхи 6 сехетре ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Тепӗр ҫынсен алли питех те ҫӳлте. Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти вӑйпитти те ҫавӑн йышшисен ретӗнчен пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хайхи ен ҫемйинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Арҫын сӑмахпа калани ҫителӗксӗр тенӗ курӑнать — вӑйпа усӑ курас тенӗ. Ур а кайнӑ этем хӗрарӑма икӗ хутран кая мар хырӑмӗнчен тапнӑ. Хӗнекен ҫын хӗрхенсе хӗнемест ӗнтӗ — хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Усал арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе тӗпченӗ май кӳнтеленсемпе калаҫаҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Шупашкарта дача вӑрри ҫакланнӑ.
Ют ҫын пурлӑхне ҫав ҫын ҫуркуннех иленнӗ-ха. Пӗри патне кӗрсе ҫаратнӑ, тепри патне. Вӗрен темле тӑсӑлсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ-и-ха?..
Юнашар вырнаҫнӑ пахча юлташлӑхӗсенчен полицие пурӗ 6 заявлени ҫитсе выртать. Вӗсем пурте вӑрра пула шар курнӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 44 ҫулти арҫын хӑйӗн дачине ҫитет те, ҫурта такам чӳречерен кӗнине ӑнланса илет. Дача ҫуртӗнчи телевизор ҫухалнӑ. Ҫав уйӑхӑн 20-мӗшӗнче 63 ҫулти арҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтать — унӑн дача ҫуртне ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана ватса такам кӗнӗ, бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑна йӑтса тухса кайнӑ.
Вӑрлаканни унччен те ҫын пурлӑхне тытма юратнӑ 38 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна унччен темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Женя Крутова урамӗнче 16-мӗш ҫуртра 3-мӗш хутра пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара кил хуҫи ним сисмесӗр ҫывӑрнӑ.
Тӗтӗм шӑршине кӳршисем сиснӗ те пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем килсен кил хуҫине ҫунакан хваттертен илсе тухнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Юрать, вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.
Шупашкарти полицейскисем Красноярскри хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман халӑх ушкӑнӗнче страница уҫнӑ. Унта вӑл хӗрарӑмсем валли тӗрлӗ тавар сутни ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Пӗлтерӳ тӑрӑх тавар туянас ӗмӗтлисем тупӑннӑ. Вӗсем укҫан пӗр пайне куҫарса панӑ.
Анчах сутуҫӑ тавара ярса паман. Красноярск хӗрарӑмӗ ҫавӑн пек майпа 10 хутчен улталани паллӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ ытлалӑх.
Йӗрке хуралҫисене вӑл ҫынсене улталанӑшӑн ӳкӗнетӗп, урӑх ун пек хӑтланмӑп тесе ӗнентерме хӑтланнӑ.
Шупашкар хулинче урам тӑрӑх вӗри шыв юхса выртать. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗрне систерекен пулнӑ.
«Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 36-мӗш ҫуртри 4-мӗш тата 5-мӗш подъездсен тӗлӗнче вӗри шыв хӑҫанччен юхса выртӗ!?? Темиҫе уйӑх ӗнтӗ насус килсе пӗр ҫӑлти шыва теприне уҫласа куҫарать. Вӑл ҫук чухне вӗри шыв курӑк тата ҫул тӑрӑх юхса выртать. Уншӑн кам яваплӑ тата ҫав йӗркесӗрлӗх хӑҫан вӗҫленӗ?!!! Уншӑн явап тыттармалла. Вӗри шывшӑн ҫынсем укҫа тӳлесе тӑраҫҫӗ», — тӑрӑхса пӗлтернӗ хула ҫынни Телеграм-канала.
Ӗнер Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче «Лада Веста» бензовозпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Лада Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса бензовоз ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 63-ри арҫын, 63 ҫулти хӗрарӑм тата 12 ҫулти ача вилнӗ. Тепӗр икӗ ҫынна – 56 ҫулти хӗрарӑма тата 6-ри ачана - пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, пульницӑра тепӗр пассажир вилнӗ. 56 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. 6 султи ача пульницӑра.
Прокуратура ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Паян 12 сехет те 55 минутра Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 63-ри арҫыннӑн, 63 ҫулти хӗрарӑмӑн тата 12-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Лада Веста" хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Киа Рио" машинӑна хирсе кайса бензовозпа ҫапӑннӑ. Юрать, пысӑк машинӑра бензин пулман.
Аварире вилнӗ 3 ҫын "Вестӑра" пулнӑ. Унти тепӗр 56-ри пассажира тата 6-ри ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсем йывӑр суранланнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ вырӑнта сӑн тата видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ.
Ҫурт икӗ хутлӑскер пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, кил хуҫисем шар курман.
Аса илтерер: Етӗрнере те икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Унта 76 ҫулти кил хуҫи вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |