Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра, Атӑлта катер ҫаврӑнса ӳкни пирки, унта 10 пассажир пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫӑлав жилечӗсем пиллӗкӗшӗн кӑна пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 7 чӗрӗ пассажира тата вилнӗ ҫур ҫулти ачана тупнӑ. 8 ҫулти арҫын ачана тата 34 ҫулти катер хуҫине халӗ те шыраҫҫӗ.
Мӗн пулса иртнӗ-ха ҫав кун? Виҫӗ арҫын катерпа Амоксар утравӗ ҫине канма кайнӑ. Вӗсем патне икӗ хӗрарӑм 6 ачапа пынӑ та ҫыран хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Катер ҫине 10 ҫын ларнӑ. Анчах ҫул ҫинче мотор ӗҫлеме пӑрахнӑ, катера пысӑк хум ҫавӑрса ҫапнӑ.
Республикӑра ӗнер те аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Чӑваш Улхашри пӗр кил хуҫалӑхне аҫа ҫапнӑ.
Ку инкек 13 сехет те 12 минутра Улӑх урамӗнче пулнӑ.
Аҫа ҫапсан хуралтӑ таврашӗ ҫунма тытӑннӑ. Кӳршӗсен сарайӗ те ҫунса кайнӑ. Пушарта 32 сурӑх пӗтнӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫулӑм кӳршӗри ҫурт стенине сиенлетнӗ. Халӗ пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнче пӗр ача выляма тухсан аманнӑ.
Унта баскетбол вылямалли лапам пур иккен. Анчах унӑн тавра карта тытса ҫавӑрман.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ. Ача персе аннӑ, вӑл велосипед ҫине ӳкнӗ. Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе.
Асӑннӑ пӑтӑрмах пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ. Вӑйӑ лапамӗнче карта та тытса ҫавӑрман иккен, ӳксен аманасран резина сий те пӑхса хӑварман-мӗн.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра 46 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ.
Елена Самойлова ӑҫтине утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе пӗлекен ҫук.
Хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑннӑ.
Елена Юрьевна 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, кӑвак куҫлӑ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Хурапа шурӑ тӗслӗ кофта, кӑвак джинс, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ. Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, каҫхине Атӑлта, Виҫӗ юман тӑрӑхӗнче, тимӗр кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ку ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра пулнӑ.
Кимӗ утрав енчен ҫыран хӗррине таврӑннӑ. Унта 10 ҫын пулнӑ.
Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Кимӗ ҫинче пулнӑ 4 ҫын шар курнӑ. 6 уйӑхри ача вилнӗ. 9 ҫулти ачана ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ.
Йӑлӑмра 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ.
Ҫав каччӑ Йӑлӑмра тусӗсемпе каннӑ. Вӗсем Йӑлӑмри кану бази патӗнче пуҫтарӑннӑ. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тусӗсенчен уйрӑлса кайса шыва кӗме кайнӑ. Ҫавӑн чухне шыва путнӑ.
Каччӑ виллине ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тупнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ, каччӑна такам вӗлернине тупса палӑртман.
Паян 16 сехет хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи Асакасси ялӗнчи пӗвере ҫын путнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата вырӑнти ҫынсем пӗлтернӗ.
Шыва кӗрекен пӗтӗм ҫынна ҫыран хӗррине тухма хушнӑ. Ҫӑлавҫсем виллине шырама пуҫланӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.
Халӑх корреспонденчӗ путнӑ ҫын арҫын е хӗрарӑм пулнине, вӑл миҫерине пӗлмен.
Шупашкар ҫывӑхӗнче, "Шупашкар ССК" чарӑну патӗнче, тин кӑна пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шоссе тӑрӑх Лапсар еннелле мотоциклпа пынӑ. Ӑнсӑртран "тимӗр ут" ҫӑмӑл машинӑна лекнӗ те арҫын ҫулпа пыракан кран айне вирхӗнсе кайнӑ. Вӑл вилнӗ.
Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Куславкка хулинче ачана йытӑ ҫыртнӑ. Куншӑн район администрацийӗнчен 70 пин тенкӗ шыраса илесшӗн.
Шӑпӑрлан ача-пӑча лапамӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ та пуҫӗ тӗлӗнчен ҫыртнӑ. Ачана пульницӑна медпулӑшу пама илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна кӳнӗ суран йывӑрах пулманнине палӑртнӑ. Ҫапах ӑна урнӑ чиртен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 70 пин шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Мускавра пӑрӑхран вӗри шыв тапса тухсан пиҫсе кайнипе 4 ҫын вилнине федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ-ха. Тепӗр 10 ҫын пиҫсе кайнипе пульницӑна лекнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.
Вӗри шыв пӑрӑхӗшӗн «Времена года» суту-илӳ центрӗ яваплӑ пулнӑ. Асӑннӑ организацие тӗп инженер пулса Чӑваш Енри Евгений Боткин ӗҫленӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫуралнӑ.
39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 217-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ентешӗмӗре суд авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен килтен тухмасӑр пурӑнмалла йышӑну кӑларнӑ. Боткин судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл Чӑваш Енре пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |