Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫӗрле, 2 сехетре, общежити ҫуннӑ. Ку Семенов урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене эвакуацилеме тивнӗ. Пӗтӗмпе 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче виҫҫӗшӗ – ачасем.
Пушара 25 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм такам чӗртсе янӑран тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» коридорта сарӑлнӑ, 6 хваттер алӑкне сиенлетнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӑҫ ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла кайнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Пулӑҫ япалисен тупнӑ. Анчах, шел те, хӑйне хальлӗхе тупайман. Паян 11 сехет те 40 минутра Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, унӑн калпакне, пирусне, пӑрине асӑрханӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енре следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Канмалли кунсенче Шупашкарта Ильбеков урамӗнчи общежити ҫуннине, унта 19 ҫулти хӗр вилнине пӗлтернӗччӗ. Уявсем вӗҫлениччен тӗп хулари тепӗр общежитире пушар пулнӑ.
Хальхинче Коопераци институчӗ патӗнче, Максим Горький проспектӗнчи ҫуртра. Иккӗмӗш хутри коридорти мачча, стенасем сиенленнӗ. Пӗтӗмпе – 25 тӑваткал метр. Пушара 10 минутран сӳнтернӗ, унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивмен.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта Шевченко урамӗнче общежити ҫунни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫунакан ҫуртран 26 ҫынна эвакуациленӗ, ҫав йышра 10-шӗ - ачасем.
Хӑш-пӗр ҫынна тухтӑрсен палӑшӑвӗ кирле пулнӑ. 19 ҫулти хӗрӗн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн ҫӗрӗпе кӗрешнӗ. Анчах, шел те, ӑна ҫӑлма май килмен, вӑл кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче сывлама чарӑннӑ. Унпа паян ӗмӗрлӗхех сыв пуллашнӑ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче тата Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫийӗнчех пӗлтереҫӗ. Унта мӗн ҫырнисене Чӑваш Республикин Регион управленийӗн центрӗ сӑнаса тӑрать. Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки Ҫӗнӗ ҫул умӗн 400 ытларах хутчен евитленӗ. Вӗсем пирки хула администрацине ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Анастасия С., ав, сӑмахран, Бауман урамӗнчи чарӑнура картлашкана тасатса тӑманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Татьяна М. вара 42-мӗш ача пахчипе 36-мӗш шкул хушшинчи Хевеш урамӗнчи тротурара тасатса тӑманни пирки систернӗ.
Ҫынсем евитленине, Регион управленийӗн центрӗ ура ҫине тӑратнине кура коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫак тата ытти кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтернӗ.
Паян Шупашкарта общежити ҫуннӑ. Вут-ҫулӑм Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тухнӑ.
Инкек кӑнтӑр кунӗнче сиксе тухнӑ. Иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хваттер хыпса илнӗ.
Инкек сиксе тухсан ятарлӑ службӑсем 9 хутлӑ ҫуртран 26 ҫынна, ҫав шутра 10 ачана, эвакуациленӗ. 17 ҫынна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек вырӑнне тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра полиципе прокуратура таранах. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 10 сехет те 15 минутра «Шупашкар–Сӑр» ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Kia Rio» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Ford Transit» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Красноармейскинчен Шупашкара 121-мӗш маршуртпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Салонта 10 пассажир пулнӑ.
Ҫӑмӑл машина рульне тытса пынӑ 1990 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм вилнӗ, инкеке лекнӗ тепӗр 9 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра — ҫӑмӑл машинӑри 3-7 ҫулсенчи виҫӗ ача.
Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнче, Кӳкеҫре, авари пулнӑ. Телее, никам та вилмеллех суранланман. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 2 ҫулти ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари ҫул ҫаврӑнӑшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Рено Логан" светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра кайнӑ, "Тойота Рав 4" машинӑпа ҫапӑннӑ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ.
Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗр машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
«Хендай-Cанта Фе» автомобиль «М-7» федераци ҫулӗпе Хусан еннелле васканӑ. Ишлей ҫул ҫаврӑмне ҫитсен вӑл ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ, машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Руль умӗнче 54 ҫулти водитель пулнӑ. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл эрех сыпнине тупса палӑртман. Салонта водителӗн икӗ хӗрӗ: 6 тата 13 ҫулсенчи ачасем — пулнӑ. Вӗсем аманнӑ. Хӗрачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |