Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 2 сехет те 30 минутра Шупашкарта мотоциклист пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
38 ҫулти арҫын «Ямаха» мотоциклпа Гладков урамӗпе пынӑ чухне «Фольксваген Поло» автомашинӑпа ҫапӑннӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобиле тытса пынӑ хӗрарӑм тӳрӗ ҫулпа пыракан мотоциклиста ирттерсе яман. Арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Сӑмах май каласан, унӑн водитель прави пулман, мотоцикла та кирлӗ пек регистрацилемен.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн 6 ҫулти хӗрӗ маршрут микроавтобусӗпе ӑнсӑртран пӗччен ларса кайнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫывӑхри наряда ура ҫине тӑратнӑ. Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ.
Василий Канин ҫул-йӗр аслӑ инспекторӗпе Владимир Павлов инспектор хӗрачана полицин ҫывӑхри уйрӑмне лартса кайнӑ, унтан ачана ашшӗ илсе кайнӑ.
Шупашкар хулинчи банкоматсенчен пӗрин умӗнче арҫын ют хӗрарӑмӑн телефонне туртса илнӗ. Ҫук-ха, усал шухӑшпа мар. Айван хӗрарӑма пулӑшас тенипе...
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, банк ӗҫченӗ хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ӗнентернӗ. Ҫапла тӑвас тесен ятарлӑ приложени вырнаҫтарса укҫана урӑх счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм апла тӑвайманнине пӗлтерсен кредит картти ҫинчи укҫана илсе урӑх счет ҫине куҫарма каланӑ.
Хӗрарӑм банкоматсенчен пӗрин патне ҫул тытнӑ. Унта вӑл телефонти сасса хыттӑн илтӗнмелле ярса калаҫнӑ, ултавҫӑ каланине пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Ҫавна илтнӗ пӗр арҫын хӗрарӑмӑн телефонне туртса илнӗ те монолога чарса лартнӑ, хӑй ҫийӗнчех пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ.
Юлашки вӑхӑтра водительсене уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ҫул ҫине тӑтӑшах пӑшисем сиксе тухаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче М-7 автоҫулӑн 608-мӗш ҫухрӑмӗнче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, ирхи 3 сехетре пӑшие машина ҫапса кайнӑ.
Машина водителӗ пӑши ҫине кӗрсе кайнӑ хыҫҫӑн кювета чӑмнӑ та йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель аманнӑ, пӑши вара вилнӗ.
Никарагуара африкӑланӑ пыл хурчӗсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫын, ҫав шутра пӗр ача, вилнӗ. Кун пирки вырӑнти La Nueva Radio YA кӑларӑм пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Сан-Себастьян-де-Яли хулинче 45 ҫын ларса пыракан автобус 50 метрлӑ ҫырмана чӑмнӑ. Унта вара кофе плантацийӗсем тата Африка валли ӗрчетнӗ пыл хурчӗсен вӗллисем пулнӑ.
Шар курнӑ пассажирсем автобусран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫине вӗҫекен кӑпшанкӑсем тапӑннӑ. Ҫын вӗлерекен пыл хурчӗсене пула ултӑ ҫын, вӗсен хушшинче 47 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн сакӑр ҫулхи хӗрачан, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗ тӑватӑ ҫулхи арҫын ачана госпитализациленӗ, унӑн сывлӑхӗ пит йывӑр.
Полицейскисем хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи инкек мӗнле сиксе тухнине тата аварин сӑлтавӗсене палӑртаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл техника юсавсӑрлӑхне пула пулнӑ, ӑна пула 22 ҫулти водитель автобуса итлеттереймен.
Паян Шупашкарта пурӑнакансем ҫӑра тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Унта Иван Яковлев прспектӗнчи 39-мӗш "б" ҫуртра вырнаҫнӑ "Хӗвел" бази ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет те 25 минутра пӗлнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
М-7 ҫул ҫинче, Етӗрне районӗнче, йывӑр тиевлӗ машина ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Машина Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗ ҫывӑхӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – пылак ҫимӗҫ турттараканни.
Юрать-ха, водитель ҫулӑма хӑйех сӳнтернӑ. Ҫулӑм двигатель отсекне, кабинӑна сиенлетнӗ.
Шупашкарта пӗр водитель ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли яарлӑ вырӑнта арҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫынсене каҫса ҫӳреме уйӑрнӑ вырӑнпа пӗр арҫын ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑна ирттерсе яма машинӑсем чарӑннӑ. Анчах хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи водитель ним пулман пекех малалла вӗҫтернӗ, арҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх хакласан, арҫын малтан машина капочӗ ҫине пырса ӳкнӗ, унтан ҫӗре персе аннӑ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ машина чарӑнса ларнӑ.
Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.
Паян ирхи 3 сехет те 44 минутра Атӑл леш енчи «Водник» кооперативра пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫ.
Пушара Чӑваш Енри тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсем сӳнтернӗ. Ҫулӑм кирпӗч ҫурта тӗп тунӑ, кӳршӗсен пӳрчӗн фронтонӗ сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерсен икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ терӗслев пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |