Паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать. Вӑл Мускавран килесси пирки синоптиксем пӗлтернӗччӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑра пула Чӑваш Енри 4 районта хӑш-пӗр ял-салара ҫутӑ сӳннӗ. Ку Комсомольски, Патӑрьел, Красноармейски районӗсене пырса тивнӗ. Ведомство пӗтӗмпе 8 ял электроэнергисӗр юлнине пӗлтерет. Ҫак 8 ялта 950 ҫурт шутланать, вӗсенче 2 пин ытла ҫын пурӑнать.
Хальхи вӑхӑтра ҫутӑсӑр юлнӑ ялсенче аварисене сирекен бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Республикӑра эрне варринче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та пулӗ-ши?
Паян Мускавра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем Чӑваш Еннелле килеҫҫӗ. Ҫавна май ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх питӗ пысӑк пулӗ. Пралуксем, йывӑҫсем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫил те кас-кас вӑйланӗ. Каҫ енне термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫумӑр ӳкме пуҫлӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр кӑнтӑр енчи районсенче ытларах ҫума пултарӗ, Шупашкар енче вара юр ӳкӗ ахӑртнех.
Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Е ун вырӑнне йӗпе юр ӳкме, ҫил алхасма пултарать.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫумӑр ӳкнӗ вӑхӑтра Шупашкар енче юр ҫӑвӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлак пулӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 7-12 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче 2-7 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 7-17 градус.
Шупашкарта 3 кунра 6 пин куб метр ытла юр тиесе тухнӑ. Машинӑсем пӗтӗмпе 411 рейс тунӑ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, юр вӑйлах ҫумӗ.
Тинех юр ҫурӗ. Халӗ урамра хӗлле пекех туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юр ҫуркуннеччен ирӗлмӗ. Хальхи вӑхӑтра юр хулӑнӑшӗ 3-6 сантиметр ҫӳллӗш.
Паян ҫӗрле те юр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче вӑл самай хулӑнланӗ. Сывлӑш температури те сивӗ пулӗ. Шӑматкун ҫӗрле вара пушшех те сивӗтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн 20 градус пулӗ. Канмалли кунсенче тӳпере хӗвел тухӗ.
Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ. Хушӑран пӑрлӑ ҫумӑр та ҫӑвӗ. Юнкун вара пӑрлӑ ҫумӑр республикипех ҫума пултарӗ. Унтан каллех кӑшт юр ҫӑвӗ те чӳкӗн 26-27-мӗшӗсем валли 15-20 градус сивӗтӗ.
Паян ҫанталӑк сивӗтрӗ. Ыран татах сивӗтме пуҫлӗ. Анчах юр сахал ҫурӗ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗҫнерникун е эрнекун ҫӑвӗ.
Чӳкӗн 17-18-мӗшӗсенче ҫил каллех вӑйланӗ, ҫеккунтра 16 метр таран вӗрӗ.
Юнкун тата шӑматкун кӑна пире ҫилсӗр ҫанталӑк савӑнтарӗ. Ыран тата тепӗр кун хӗвел пӑхӗ. Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сивӗ пулӗ. Ҫитес 10 кунра республикӑра кӑнтӑрла – 1-6 градус, ҫӗрле 12 градус таран сивӗ тӑрӗ.
Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ нормӑран сивӗрех пулнӑ – ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Канмали кунсенче те ӑшах тӑрӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта ҫак кунсенче 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкме пултарӗ.
Тунтикунран сивӗтме пултарӗ. Кунӑн пӗрремӗш ҫурринче юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ытларикунпа юнкун та кӑштах ҫума пултарӗ. Эрне варринче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, хӗвел те тухӗ. Ҫӗрлесерен 10 градус таран шӑнтма пултарӗ, кӑнтӑрла 2-5 градус сивӗ тӑрӗ.
Чӳк уйӑхӗннче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Юпа уйӑхӗ, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нормӑран ӑшӑрах пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче пирӗн пата антициклон килӗ: юр та, ҫумӑр та ҫумӗ, типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хӑш чухне хӗвел те пахӗ.
Иккӗмӗш декадӑра ӑмӑрланӗ, ытларах ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫиллӗ пулӗ, ҫапах ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Унччен синоптиксем пӗрремӗш юр ирӗлмессине пӗлтернеччӗ. Халӗ вара вӑл ирӗлсе пӗтессине калаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш декадӑра юр нумай ҫӑвӗ. Ҫӗр шуралӗ, 10-15 сантиметр ҫӳллӗш юр ӳкӗ. Уйӑх вӗҫне 20 градус таран сивӗтме пултарӗ.
Ку эрне юр ҫунинчен пуҫланчӗ. Малалла мӗнле ҫанталӑк пулӗ-ха? Синоптиксем мӗн каланине пӑхса тухар.
Паян Шупашкарта 5 сехетре 5 сантиметр хулӑнӑш юр суса лартнӑ. Каҫхине тата ҫӗрле малалла ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ирӗлмесен те пултарӗ. Апла пирӗн пата хӗлле ҫитрӗ! Паллах, хушӑран юр ирӗлкелӗ, анчах ҫӗнни ҫусах тӑрӗ.
Юнкун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Шӑматкун ҫеҫ ҫума чарӑнӗ. Ҫапла чӳкӗн 9-мӗшӗччен типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кайран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ӑшӑтасса кӗтмелле мар.
Юпа уйӑхӗн вӗҫленсе пырать. Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ?
Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫумӗ, ыран вырӑнӑн-вырӑнӑн юрпа ҫумӑр ӳкӗ. Ҫил лӑпланӗ, сивӗтӗ.
Юнкун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Кӑнтӑрла 3-4 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун каллех ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, юр та ӳкме пултарӗ.
Эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури 4 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил лӑпланӗ. Шӑматкун типӗ тӑрӗ те вырсарникун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.
Нивушлӗ «ылтӑн кӗркунне» пулмӗ? Мӗн калаҫҫӗ-ха синоптиксем? Юлашки вӑхӑтра палӑрмаллах сивӗтрӗ, ҫӗрлесерен тӑм та ӳкет.
Ҫитес кунсенче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури 6-11 градус ҫеҫ пулӗ. Юрать-ха, шӑнтмӗ. Ыран та паянхи пек ҫиллӗ пулӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче пирӗн пата антициклон килнӗ май хӗвел пӑхӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе юр ҫумӗ. Юпан 25-мӗшӗнче кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |