Тинех ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланма пуҫларӗ. Ӗнер синоптиксем термометр 30 ытла градус кӑтартнине палӑртнӑ. Кунашкалли кӑҫал - пӗрремӗш хут.
Ҫитес 3 кунра ҫакнашкал ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗрлесерен те 20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Тунтикун республикӑра 33 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнма, аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ.
Кӗҫнерникунпа эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсенче 20-25 градус ҫеҫ пулӗ.
Кӑҫал ҫулла шӑрӑх пулӗ-и? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Аслатиллӗ шалкӑм ҫумӑр тӑтӑшах ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Унтан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк пуҫланать. Вӑл 3 эрнене тӑсӑлӗ. Ку Европӑра антициклон хуҫаланнипе ҫыхӑннӑ. Виҫҫӗмӗш декада варринче кӑнтӑрла урамра 30 градус ытла ӑшӑ пулӗ.
Утӑ ҫулма вӑхӑт ҫитнӗ. Анчах синоптиксем ял ҫыннисене савӑнтармаҫҫӗ: ҫитес эрне ҫумӑрлӑ пулӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ типӗ пулӗ. Хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртме пултарӗ. Тунтикун ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Юнкун кӑнтӑрла та 20 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнчен ӑшӑтма пуҫлӗ, 20-25 градуса ҫитӗ. Ҫапах хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 25-28-мӗшӗсенче типӗ те шӑрӑх пулӗ.
Каллех ҫумӑрсем... Кӑҫал ҫынсем ҫуллана кӗтсе ывӑнчӗҫ ахӑртнех. Кӑштах ӑшӑ тӑчӗ те каллех йӗпе-сапа пуҫланчӗ.
Синоптиксем Ҫимӗкре ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Паян ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, 23-28 градус пулӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн сулхӑнра та 24-26 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫеҫ хушӑран ҫумӑр ҫуса иртӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ҫумӑрлӑ та сивӗ ҫанталӑк пулмӗ.
Тинех синоптиксем пире савӑнтарҫҫӗ! Умра – шӑрӑх кунсем. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем те пулӗҫ.
Ҫитес кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуса ҫитӗ. Хӗвел ҫинче 30 градус пекех туйӑнӗ. Ҫапах шыва кӗме тӑхтамалла-ха. Атӑлти шыв 11 градус таран ҫеҫ ӑшӑннӑ.
Чи ӑшӑ кун эрнекун пулӗ. Ун чухне аслати те кӗмсӗртетӗ. Шӑматкун та ҫумӑр ҫукалӗ. Вырсарникун уяр тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 8-9-мӗшӗсенче сивӗтес хӑрушлӑх пур.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: паян ҫӗрле тӑм ӳкме, шӑнтма пултарать. Ку ял хуҫалӑх культурисемшӗн хӑрушӑ.
Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫӗрле Чӑваш Енре 1 градус таран сивӗ пулӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫӗр 3 градус таранах шӑнтӗ.
Паллах, ку пахча ҫимӗҫе, ял хуҫалӑх культурисене сиен кӳме пултарать. Хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан майӗпен ӑшӑтма пуҫлӗ.
Ҫулла, ӑҫта эсӗ? Урамри ҫанталӑка пӑхса ҫапла калас килмест-и? Паян ӑшӑ-ха, анчах синоптиксен прогнозӗ савӑнтармасть: ҫулла ҫывхарнӑҫемӗн сивӗтсех пырать.
Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра 30 градус шӑрӑх тӑнӑ. Кӑҫал вара эпир курткӑсене те хывма ӗлкӗреймерӗмӗр. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ?
Ҫу уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ. Кӑнтӑрла та 10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр вырӑнне юр та ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче кӑштах ӑшӑтӗ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Ун чухне 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Час-часах ҫумӑр ҫунӑран республикӑри аграрисем ҫуракине ниепле те вӗҫлеймеҫҫӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш декадӑри пек сивӗ 15 ҫул пулман. 20 градус ӑшӑ килесси пирки хальлӗхе шарламаҫҫӗ те. Ҫумӑрӗ вара час-часах ҫӑвать, хуҫалӑхсем ӗҫсене пурнӑҫлаймаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ ытларах лартма палӑртнӑ. Ҫӗрулмине паянхи куна 260 гектар ҫинче лартнӑ. Пӗтӗмпе вара 20 пин гектар лартма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех сахӑр кӑшманӗ, пахча ҫимӗҫ туса илме палӑртнӑ.
Кӑҫал республикӑра ҫураки ӗҫӗсене 545 пин гектар ҫӗр ҫинче ирттермелле.
Ҫӗмӗрт ҫурӑлнӑ. Апла, халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмелле. Чӑннипе вара кӑҫал ҫу уйӑхӗнче ӑшӑ йӗркеллӗ те пулман.
Пӗрремӗш декада сивӗ тӑчӗ. Синоптиксем пӗлтерне тӑрӑх, унашкалли 15 ҫул пулман.
Паллах, ҫынсем ӑшӑ ҫанталӑк кӗтеҫҫӗ. Анчах синоптиксем савантармаҫҫӗ: ҫумӑр сахалтан та 1 эрне ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ыран 13-18 градус таран ӑшӑтӗ.
Тунтикун каллех сивӗтме пуҫлӗ. Кӗҫнерникун чи сивви пулӗ: 8-10 градус ҫеҫ. Ҫитес эрне вӗҫне ӑшӑтма тытӑнӗ, 20 градус ӑшӑ ҫу уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче анчах пулӗ.
Ҫу уйӑхӗ ҫу уйӑхӗ пек мар кӑҫал, нормӑран 3,5 градус сивӗрех. Синоптиксем лӑплантарма васкаҫҫӗ: текех питех сивӗ пулмӗ, тӑм ӳкмӗ. Малашне ӑшӑтса пырӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 20 градус таранах пулӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫил те лӑпланӗ.
Ҫу уйӑхӗн 10-13-мӗшӗсенче ҫанталӑк кӑштах пӑсӑлӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче каллех ӑшӑтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр та ҫума пултарӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче каллех сивӗтме пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |