Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Чылай чухне шӑрӑх ҫанталӑк танӑ хыҫҫӑн лайӑх ҫумӑр ҫумасть.
Паян Вӑрмар районӗнче пӑр, ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра пулнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Тутарстанра пӑр ҫунӑ. Унта хӑш-пӗр тӑрӑхра пахча ҫимӗҫе пӗтернӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ.
Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем тата ӑшӑрах пулассине систереҫҫӗ.
Ыран республикӑра 29-34 градус пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 35-37 градуса ҫитӗ. Сывлӑшри нӳрӗк – 50 процент. Ҫил кӑнтӑрла ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫӗрле – 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа. Атмосфера пусӑмӗ 751 мм.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине асӑрхаттарать. Хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Ӗнерхи ҫумӑрсем республикӑна ӑшӑ фронт илсе килнӗ. Паян ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах, ҫил те вӑйлӑрах.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл тӑрӑх сивӗ фронт иртсе кайӗ. Ҫавна май каллех ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ. Аслати авӑтнӑ чухне ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Кӗҫнерникун 20-25 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 9-14 градус тӑрӗ. Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх пулӗ. Ҫил хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫитес эрнере вӑл та лӑпланӗ, 30 градусран ытларах шӑрӑх пулӗ.
Юлашки вӑхӑтра Етӗрнере ҫумӑр аванах ҫунӑ. Улатӑрта та иртнӗ 3 кунра 1 тӑваткал метр ҫине 7 литр шыв ӳкнӗ. Юнкун вара унта пӑр ҫунӑ. Вырсарникун та пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Кӗҫех пирӗн пата ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк килӗ. Ҫӗрле 15 градус ӑшӑ тӑрӗ, кӑнтӑрла – 25-30 градус. Ҫил та лӑпланӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те, ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче, шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ҫуллахи ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл климатпа килӗшӳллӗн пулӗ.
Ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ҫумӑр нормӑран ытларах ҫӑвӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ку уйӑхри сывлӑш температури вӑтамран 17 градус пулӗ.
Утӑ уйӑхӗ чи ӑшши тата нӳрӗкки пулӗ. Сывлӑш температури вӑтамран 20 градус кӑтартӗ, ҫурла уйӑхӗнче – 18 градус.
Икӗ эрнене яхӑн ӗнтӗ республикӑра ҫумӑр ҫуманччӗ. Ӗнер вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукаларӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн пата Хура тинӗҫ ҫывӑхӗнчи циклон килме пултарать. Уйрӑмах республикӑн хӗвел анӑҫ районӗсенче ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Унта пӗр эрнере 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкме пултарӗ.
Ҫапах, синоптиксем систернӗ тӑрӑх, ҫуллахи шӑрӑхра ҫумӑр хӑш вырӑнта ҫӑвассине татӑклӑн калама ҫук. Пӗр ялта хӗвел пӑхнӑ хушӑра тепринче ҫумӑр чашлаттарма та пултарать.
Лайӑх хыпар: унчченхи пек ҫанталӑк тӑрук сивӗтмӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче вара антициклон килӗ, 30 градус шӑрах тӑрӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗ ӑшах мар пек. Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӗҫех шӑрӑх килӗ.
Тӳрех палӑртар: ӗнер Мурманск хулинче сывлӑш 28 градус таран ӑшӑннӑ. Ку хула валли ку – рекорд. Шӑпах ҫав енчен пирӗн пата ӑшӑ килет те.
Ыран ҫил лӑпланать, хушӑран ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать, уйрӑмах – республикӑн кӑнтӑр енче. Шупашкарта ҫӗртмен 7, 8 тата 9-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ӳкме чарӑнӗ, сывлӑш температури 20-25 градус тӑрӗ.
Ҫӗртмен иккӗмӗш ҫурри шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Термометр 30 градус е ытларах кӑтартӗ.
2010 ҫултанпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулнӑ. Сывлӑш температури нормӑран 3 градус ытларах пулнӑ.
Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Ҫапах та синоптиксем шӑрӑх кунсем те пулассине систереҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче ӑшӑтса илӗ. Декада вӗҫӗнче ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ.
Иккӗмӗш декадӑра шӑрӑх сывлӑш килет, типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче тата уйӑх вӗҫӗнче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ҫапах термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ҫуркунне вӗҫленсе пырать, урамра вара ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланать. Анчах синоптиксем ҫуркунне сивӗ ҫанталӑкпа пӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Ан кулянӑр, вӑл нумайлӑха мар.
Ыран та паянхи пек ӑшӑ тӑрӗ, 25-30 градус пулӗ. Вырсарникун та ӑшӑ каймӗ-ха. Ҫапах кӑнтӑрла ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫил те вӑйланӗ.
Тунтикун 12-17 градус ҫеҫ тӑрӗ. Ытларикун ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн тӑм ӳкес хӑрушлӑх пур.
Сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха килмӗ. Ҫитес эрне варринче термометр 20 градус кӑтартӗ. Канмалли кунсем тӗлне вара сывлӑш 25 градус таран ӑшӑнӗ, ҫумӑр ҫумӗ.
Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Юлашки кунсенче кӑштах сивӗтрӗ, ҫумӑр та ҫурӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех республикӑна каллех сивӗ ҫанталӑк килӗ. Хальлӗхе, шӑматкунпа вырсарникун, 22-27 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Унтан ҫанталӑк сивӗтӗ. Вырсарникун термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Ҫитес эрнере вара тӑм ӳкме те пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |