Утӑ уйӑхӗ вӗҫленсе пырать. Ҫурла уйӑхӗ мӗнпе савӑнтарӗ пире? Синоптиксем ҫанталӑк прогнозне хатӗрленӗ.
Илем хыҫҫӑн ҫанталӑк кӑшт сивӗтет теҫҫӗ. Анчах кӑҫал ҫуллапа сывпуллашма ан васкӑр. Ҫурлан пӗрремӗш ҫурри шӑрӑх, хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Сывлӑш температури 30 градус таран ҫитӗ.
Кун хыҫҫӑн ҫумӑр килӗ, 20 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Уйӑх вӗҫӗнче вара 10-15 градус ҫеҫ пулӗ. Юлашки декада ҫумӑрлӑ килӗ. Малтан шӑрӑх тӑрсан та ҫурла уйӑхӗ нормӑран кӑшт сивӗрех пулӗ.
Ку эрнере пирӗн пата шӑрӑх ҫанталӑк таврӑнӗ. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Анчах шӑрӑх кунсем нумайлӑха тытӑнса тӑмӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ-ха, анчах ҫумӑрсем ҫукалӗҫ. Вӑл ӑҫта тата хӑҫан ҫӑвассине пӗлсе пӗтерме ҫук. Ҫавӑнпа синоптиксем сунчӑк йӑтса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ.
Ытларикун Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 15 литр шыв ӳкме пултарать. Эрне варринче термометр 25-30 градус кӑтартӗ. Пӑчӑ пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсем тӗлне ҫанталӑк каллех уҫӑлтарӗ.
Ан кулянӑр: шӑрӑх та пирӗнтен нумайлӑха каймасть, ҫитес эрнерех таврӑнӗ.
Ӗнер Шупашкарта ҫумӑр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пысӑк кӳлленчӗксем пухӑннӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк иртсе кайрӗ, республикӑра ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланчӗ. Вӑл хӑҫанччен пулӗ-ха? Паян Уйӑх ҫӗнелнӗ, ҫавна май ҫумӑр икӗ эрне те ҫума пултарӗ. Паллах, пӗр чарӑнмасӑр ҫумӗ. Хӑш-пӗр кун пачах ҫумӑр ӳкмӗ. Тӗслӗхрен, ку эрне вӗҫӗнче.
Ҫумӑр ҫусан та ҫанталӑк 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Канмалли кунсенче ҫеҫ ҫӗрлесерен 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче таврӑнӗ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче вара ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.
Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Нӳрӗк ҫителӗклӗ пулманран хӑш-пӗр тӑрӑхра тӑпра типсе кайнӑ, ҫавна май тыр-пул ӑнса пуласси иккӗленӳллӗччӗ. Халӗ вара синоптиксем савӑнтараҫҫӗ: республикӑра ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ.
Кун пек ҫанталӑк пӗр эрне тӑрӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑрсем ытларах кӑнтӑрла ҫӑвӗҫ, вӑраха каймӗҫ. Аслати те авӑткалӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 23 литр таран шыв ӳкме пултарӗ.
Ҫумӑр ҫусан та сывлӑш температури ӳссех пырӗ. 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех шӑрӑх килмелле. Ун чухне термометр 30 градусран ытларах кӑтартӗ.
Паян пирӗн республикӑра 33 градус шӑрӑх пулассине Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗнер систернӗччӗ-ха. Чӑваш Енӗн кӑнтӑр енчи районӗнсенчи пирки калаймӑпӑр та, анчах Шупашкар районӗнче ирпе кӑна ӑшӑччӗ, асӑннӑ тӑрӑха ирхи тӑххӑрсенче пӗлӗтсем карса илчӗҫ, аслати авӑтрӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр тата пӑр ҫунӑ. Шупашкарта паян каҫхине каллех аслати авӑтассине систереҫҫӗ.
Синоптиксем ыран Чӑваш Енре каллех шӑрӑх пулмалла тесе систереҫҫӗ. Сывлӑш температури сулхӑнра та 33-38 градус пулмалла. Юнкун ҫумӑр ҫумалла, вӑйлӑ ҫил тухмалла. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫуса иртмелле. Сывлӑш температури 18-23 градуспа танлашмалла. Синоптиксене ӗненсен, канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра ҫанталӑк кӑштах сулхӑнлатӗ.
40 градус патнелле шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Ене уҫӑ ҫанталӑк килчӗ. Паян республикӑра, ытти кунпа танлаштарсан, самай сивӗ, ҫумӑр ҫурӗ.
Сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха килнӗ-и? Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк часах килӗ. Канмалли кунсенче каллех шыва кӗмелли ҫанталӑк пулӗ.
Ыран 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара тата ӑшӑрах: 31 градус. Ҫитес эрнере шӑрӑх кана мар, пӑчӑ та пулӗ. Мӗншӗн тесен сывлӑш питӗ нӳрӗ пулӗ. Тунтикун каҫхине ҫумӑр чашлаттарма пултарать.
Утӑн 14-мӗшӗнче ҫил вӑйланӗ, сивӗ фронта пула пар ҫума пултарать. Эрне варринче 20-25 граду тӑрӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑхах пулмарӗ. Ку уйӑх еплерех пулӗ-ши? Синоптиксем мӗн пӗлтернине тишкерер.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче ҫумӑр нормӑран сахал ҫӑвӗ. Ҫитес кунсенчех Чӑваш Енре 30 градус шӑрӑх хуҫаланма тытӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш декадинче те шӑрӑх пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра та хӗвел хӗртсе пӑхӗ. Апла уйӑхӗпех шӑрӑх пулӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, хушӑран термометр 35 градусран та ытларах кӑтартма пултарӗ.
Ҫапах кашни кунах шӑрӑхра нушаланма тивмӗ. Кӑштах уҫӑрах кунсем те пулӗҫ паллах.
Хальлӗхе республикӑра ҫанталӑк шӑрӑхах мар-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче шӑрӑх килӗ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ, 24-29 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫума пултарӗ.
Тепӗр кунах ҫанталӑк уҫӑлӗ. Сывлӑш температури 18-23 ҫеҫ пулӗ. Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче тата сивӗтӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх килӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫума пултарӗҫ.
Паян – ҫӗртмен 1-мӗшӗ. Анчах урамра пӗрре те ҫулла пек туйӑнмасть-и? Ан пӑшарханӑр: синоптиксем кӗҫех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ.
Ыран сивӗ пулӗ-ха, аслати кӗмсӗртетме пултарӗ, сывлӑш температури 13-18 градус таран ҫеҫ ӑшӑнӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, Казахстан енчен ӑшӑ килме пуҫлӗ. Ҫӗрмен 5-6-мӗшесенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те ҫумӑр ҫӑвӗ, 20-25 градус ӑшӑтӗ. Ҫӗртмен 8-10-мӗшӗсенче вара 30 градус шӑрӑх килмелле.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ – сывлӑш температури вӑтамран 16 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Ҫанталӑк питех савӑнтармасть. Урамра ҫу уйӑхӗ тееймӗн. Синоптиксем те савӑнмаллиех пӗлтермеҫҫӗ – Чӑваш Енре тепӗр эрне сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Ыран кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 11 литр ҫумӑр ӳкме пултарать. Термометр 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил те вӑйланӗ.
Эрне варринче ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ. Юнкун ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать. Кӗҫнерникун 15-17 градус ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр чарӑнӗ, кӑштах ӑшӑтӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк лайӑхланӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |