Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ ҫуллахи пекех ӑшӑ тӑчӗ. Малалла мӗнле ҫанталӑк пулссине синоптиксем палӑртнӑ ӗнтӗ. Республикӑна «ҫӗмӗрт сивви» килет. Нумайлӑха-мӗн.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх варринче 10 градус ӑшӑ пулӗ. Ку, уйӑх пуҫламӑшӗпе танлаштарсан, 3 градус сивӗрех. Ҫанталӑк сивӗ кӑна мар, ҫиллӗ те пулӗ. Кӗҫнерникун тӑрук сивӗтӗ. Ҫӗрле 0-5 градус ӑшӑ пулӗ. Кайран тата сивӗтӗ.
Ҫу уйӑхӗн 14-19-мӗшӗсенче йӗпе юр, кӗрпе ҫума пултарӗ. Шӑматкунпа вырсарникун ҫӗр ҫине нӳрӗк нумай ӳкӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк уйӑх вӗҫӗчченех тӑма пултарӗ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫумӑр та самай ҫӑвӗ.
Паян ҫумӑр ҫӑвать, ыран вара ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлать. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтерет.
Ыран сывлӑш температури 10-12 градуса ҫитӗ, ҫӗрле – 2-4 градус ӑшӑ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тата ӑшӑтӗ: термометр 16 градус кӑтартӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫӗрле те ытлах сивӗ пулмӗ: 6-8 гадус ӑшӑ пулӗ.
Тунтикун, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫуллахи пекех пулӗ: 20 градус ӑшӑтӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче чи ӑшӑ кунсем ҫитӗҫ – 20-25 градус таранах кӑтартӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӑсӑлма тытӑнӗ.
Тин кӑна лайӑх ҫанталӑкчӗ, паян вара юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет, ҫумӑр пӗрӗхет… Ваттисем калашле, хӗл ҫуркуннепе вӑрҫӑнать. Ҫу уйӑхӗн мӗнлерех килӗ-ши? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада ӑшӑ пулӗ, типӗ кунсем тӑрӗҫ. Термометр 20-25 градус таранах ӑшӑ кӑтартма пултарӗ.
Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗтӗ. Малтанах ҫумӑр ҫусан ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, каярахпа сивӗтӗ. Ҫӗр шӑнма та пултарӗ. Кӑнтӑрла 8-13 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, Скандинави антициклонӗ килӗ. Кӑнтӑрласерен 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – сивӗрех.
Паян ҫанталӑк ӑшӑ, хӗвел пӑхать. Анчах ку – нумайлӑха мар, канмалли кунсенче каллех сивӗтет. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвӗ, юр та ӳкме пултарӗ. Ыран сывлӑш температури 15 градус тӑрӗ, анчах ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 18 метр таран вӗрӗ. Каҫхине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, тепӗр кун та чарӑнмӗ. Вырсарникун юр ӳкме пултарӗ.
Акан 13-мӗшӗнче 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрнере ҫанталӑк самаях ӑшӑтӗ, 20 градус таранах. Ака вӗҫӗнче вара каллех сивӗтме пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк йӗркене кӗрӗ.
Республикӑра ку эрнере 15 градус таран ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Анчах паян-ыранах мар. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян ҫӗрле, калллех юр ҫума пултарӗ, ҫавна май ҫулсем шуҫлакланӗҫ.
Юнкун вара самаях ӑшӑтӗ, термометр 10 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 15 градуса ҫитӗ.
Акан 10-мӗшӗнче кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Ку хальхи вӑхӑтра питӗ хӑрушӑ: ҫынсем тем чуль асӑрхаттарсан та типӗ курӑк ҫунтараҫҫӗ, ҫулӑм ҫиле пула сарӑлма пултарать.
Анчах шӑматкун каллех ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун 2-7 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫитес эрнерен вара Чӑваш Енре ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ килӗ. Сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла. Кунашкалли 1975 ҫулта пулнӑ, кӑҫал та ун пек ҫанталӑк килес шанчӑк пур.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑштах сивӗтсе илӗ, йӗпе юр ҫума пултарӗ. Анчах хальлхинчи пек юр ҫуса лартмӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫлениччен татах сивӗтме пултарӗ.
10-мӗш хыҫҫӑн ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Тӑпра та типме пултарӗ. Ака уйӑхӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ пулас шанчӑк та пур – виҫҫӗмӗш декадӑра сывлӑш температури 20-25 градус таран ӑшӑнӗ.
Анчах ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Ку шӑтса тухнӑ курӑка, ӳсен-тӑрана сиенлетме пултарӗ
Синоптиксем ҫитес кунсенче Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланасса пӗлтереҫҫӗ. Ҫанталӑк сивӗтӗ тата юр вӗҫтерӗ. Ҫил ҫеккунтра 20-25 метр таран вӗрӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, ҫумӑрсӑр-юрсӑр ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Вырсарникун вара каллех ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, хушӑран юр ӳкӗ. Ҫӗрле вара ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫӗр ҫине юр ҫуса лартӗ. Ҫанталӑк сивӗтӗ: 2-7 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫавна май ҫулсенче шуҫлак пулӗ – асӑрханӑр.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех хӗвел пӑхӗ, кӑнтӑрла 3-5 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкунран пуҫласа эрнекунччен ҫумӑр ҫукалӗ.
Ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пекех тӑрать. Анчах синоптиксем водительсене хӗллехи шинӑсене халех улӑштарма сӗнмеҫҫӗ. Республикӑра сивӗ тата юрлӑ ҫанталӑк тата пулӗ-ха.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, пуш уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинче сивӗ ҫанталӑк ҫитӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енре юр вӑйлӑ ҫӑвӗ. Пӗр талӑкра Шупашкарта 36 миллиметр юр ҫуса лартмалла.
Ҫав кунсенче сывлӑш температури 2-7 градус таран сивӗнӗ. Пушӑн виҫҫӗмӗш декадинче 30 сантиметр ҫӳллӗш кӗртсем пулӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗ нормӑран ӑшӑрах тӑчӗ. Нивушлӗ пуш уйӑхӗнче сивӗ пулӗ? Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ те рекорд лартӗ.
Пуш уйӑхӗнче ҫумӑр-юр ытлах ҫумӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк савӑнтарӗ, 3-5 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах пӗрремӗш декада вӗҫленнӗ тӗле ҫӗрлесерен 8-13 градус сивӗтӗ.
Уйӑх варринче хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тата вӑйлӑрах ӑшӑтӗ. Ун чухне термометр 11-16 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку кӑтарту ака уйӑхӗнчи пекех. Кун пек ӑшӑ 1983 ҫулта пулнӑ (+13,5).
Ҫитес кунсенче ҫанталӑк пире мӗнпе савӑнтарӗ-ха? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнекун валли, ҫӗрле, термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартма пултарӗ.
Канмалли кунсенче вара хӗвел тухӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хура тинӗс енчен ӑшӑ сывлӑш килӗ – 1-3 градус таран ӑшӑтӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗ те хӗвеллӗ кунсем пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, унтан тумла юхма пуҫлӗ. Пуш уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |