Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра юр хулӑнӑшӗ самаях ӳсрӗ. Ҫӗрле 5 сантиметр тӑршшӗ ӳснӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра юр ҫумӗ. Ҫил лӑпланӗ, уҫӑлса ҫӳремелли аван ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, вырсарникун – 4-9 градус.

Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Кунӗпех юр ӳкӗ, Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитӗ, ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫанталӑк тӑрук улшӑнӗ, 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-26-мӗшӗсенче ӑшӑтӗ.

 

РАШ
13

Ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ
 Софья Савнеш | 13.12.2021 18:17 |

Ҫутҫанталӑк

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫитес 10 кунра ӑшӑ та юрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Термометр вӑтамран 7-8 градус сивӗ кӑтартӗ.

Ытларикун циклон ҫитӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш темератури 1-6 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрнӗ май пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ, теормометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ. Чӑннипе вара 30 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра – чӑн-чӑн хӗлле. Ҫӗрле 15-20 градус сивӗ пулмалла. Ҫил те лӑпкӑ вӗрӗ.

Ҫак кунсенче республикӑра сивӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ку канмалли кунсене пырса тивет.

Тунтикун кӑштах пӗлӗтленӗ те ӑшӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 2-4 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне варринче циклон ҫитӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен кашни кун тенӗ пек юр ҫӑвӗ. Хӑш чухне ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑтса та илӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кун пек ӑшӑ чӳк уйӑхӗ 8 ҫул пулман. Анчах ҫумӑр, юр нормӑран 2 хут нумайрах ҫунӑ. Кун пекки 2002 ҫултанпа пулман.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юрлӑ, ашӑ чӳк уйӑхӗ хыҫҫӑн типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал раштав пуҫламӑшӗнче юр пулмӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ. Ку эрне вӗҫнелле ӑшӑтӗ те ҫитес эрнере самай вӑйлӑ сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градусах пулӗ.

Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче шартлама сивӗ тӑрӗ. 30 градус сивӗ пулас хӑрушлӑх та пур. Анчах хӗвеллӗ кунсем савӑнтарӗҫ пире. Уйӑх варринче кӑштах юр ӳкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн нумай хӳсе лартӗ, 15-20 сантиметр хулӑнӑшах.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ.

Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӳк уйӑхӗн варринче хура ҫӗр ҫине юр выртни 2015 ҫултанпа пулман. Юлашки кунсенче самай юр ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче юр ӳкмӗ.

Кӗҫӗр вӑйлах шӑнтӗ, 12 градус сивӗ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн сивӗ тӗтре пулнӑран йывӑҫсене пас тытӗ. Ыран хӗвел пахӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Хушӑран ҫил-тӑман тухма пултарӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 14-19 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Юнкун ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ. Кӗҫнерникун каллех сивӗтет, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнченпе кашни кун тенӗ пек юр ӳккелӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех 10 градус таран сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки виҫӗ кунра Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Паян ҫума пуҫланӑ ҫумӑр тепӗр талӑк ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 10-15 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапла вӗҫленӗ кӗркунне.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун каҫхине юр ӳкме пуҫлӗ. Юнкун валли тӑрук сивӗтӗ, ҫулсем парлакланӗҫ. Чӳкӗн 10-мӗшӗнче уяр пулӗ, анчах сивӗ.

Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, юр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун та юр ҫӑвӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Вырсарникун каллех сивӗ пулӗ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури кӑнтӑрла 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫӗрле – 12 градус сивӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑра каллех юр ҫурӗ. Ку иккӗмӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Анчах синоптиксем хальхи юр та ирӗлсе пӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Анчах ҫитес вӑхӑтра каллех юр ҫӑвӗ.

Паян ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ, ҫавӑнпа ҫулсем пӑрлак пулӗҫ - асӑрханӑр. Ыран ирхине каллех кӑштах юр ҫума пултарӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑра кӑшт ӑшӑтӗ. Юнкун кӑнтӑрти районсенче 7-9 градус таран ӑшӑтӗ.

Кӗҫнерникун тата ӑшӑрах пулмалла. Анчах кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ та каллех сивӗтӗ. Эрнекун хӗвеллӗ пулсан та 0 градус ҫеҫ тӑрӗ. Ҫӗрле вара 7 градус сивӗ тӑрӗ.

Вырсарникун каллех ӑшӑтать, 10-12 градус пулать. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче типӗ те ӑшӑ, анчах ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑрук сивӗтмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗрремӗш юр хӑҫан ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Юлашки кунсенче ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ. Кӗҫех сивӗтмелле.

Вырсарникун пӗлӗтсен шайӗнче сивӗ сывлӑш пухӑнма пуҫлӗ. Ҫӗр ҫинче вара сывлӑш температури тунтикун ҫӗрле чакма тытӑнӗ. Юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче ҫумӑр мар, юр ҫумалӑх сивӗтӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗрле вара – ҫук. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр вӑйлах ӳкмӗ. Ҫулсем ҫинче шуҫлак пулма пултарӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла: 8-13 градус пулмалла. Ун чухне вара ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче юр ҫуса лартмӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 44
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть