Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те хитре ҫанталӑк тӑрать тенине илтмен-и? Халӑхра ҫапла калаҫни илтӗнкелет. Чӑнах та ҫапла-ши?

Ҫурла уйӑхӗ типӗ килчӗ. Кунашкалли 2011 ҫултанпа пулман. Ҫумӑр вӑрах ҫуманнипе республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра та ҫумӑр нумаях ҫумӗ. Вӑл та пулин тепӗр эрнерен ҫеҫ пулӗ. Шӑрӑх пуласса кӗтмелле мар. Авӑн пуҫламӑшӗнче тӑрук сивӗтӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче тӑм ӳкме пултарӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑрах пулӗ, 20 градус таран та кӑтартӗ термометр. Авӑнӑн 16-25-мӗшӗсенче «карчӑк ӑшши» пулӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хӑҫан ҫумӑр ҫӑвать? Типӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлчӗ, ҫӗр хытса ларчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун каҫхине ҫума пултарӗ. Анчах – вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫеҫ. Хушӑран аслати авӑтма, ҫил вӑйланма пултарӗ.

Хальлӗхе сывлӑш температури 25-30 градус таран ӑшӑнӗ. Аванӑн 1-мӗшӗнче тӑрук сивӗтӗ, 14-19 градус ҫеҫ пулӗ. Ҫапах ҫумӑр ҫумӗ, хӗвел пӑхӗ. Эрнекун тата шӑматкун та ҫавнашкал ҫанталӑк пулӗ, ҫӗрлесерен 5 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк вӑрахлӑха килӗ. Хальлӗхе 20 градуслӑ шӑрӑх килессе пӗлтермеҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла кӑҫал календарьпе килӗшӳллӗн вӗҫленӗ. Ҫак кунсенче шӑрӑх тӑрать, авӑн пуҫламӑшӗнче кӗрхи ҫанталӑк килет.

Юнкун 22-27 градус пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫуса илӗ, аслати авӑтӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче самаях уҫӑлтарӗ: 16-21 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Эрнекун вара ӑмӑрланӗ, 12-17 градус таран ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ.

Ҫитес канмалли кунсем валли кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 6-11 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫапла сивӗ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хитре ҫанталӑк тӑрать. Типӗ, ҫумӑр ҫумасть. Кун пекки 2011 ҫултанпа та пулман.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пире тепӗр эрне 30 градуслӑ шӑрӑх кӗтет. Ку – сулхӑнра кӑна-ха. Кӑнтӑрласерен 30-32 градус тӑрӗ, каҫхине – 17-19 градус.

Хальлӗхе ҫулла пирӗнпе сыв пуллашасшӑн мар. Синоптиксем уйӑх вӗҫӗнче кӑна сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗ нормӑран 3 градус ӑшӑрах. Ҫумӑр та сахал ҫӑвать. Икӗ эрнере Шупашкарта пӗр хутчен ҫеҫ ҫумӑр ҫунӑ. Хальлӗхе уйӑхри нормӑн 5 проценчӗ кӑна ӳкнӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк хальлӗхе вӗҫленмест. Ку – Оскар ятлӑ антициклона пула. Эрне варринче тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, анчах ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пӗчӗк. Ҫӗрлесерен те хальхи пек мар, ӑшӑрах пулӗ.

Эрнекун ҫумӑр ҫукалӗ. Анчах типӗ ҫӗршӗн вӑл ним те мар. Канмалли кунсем хӗвеллӗ пулӗҫ. Шӑпах ун чухне Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне уявлӗҫ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ӑшӑтсах пырӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна сивӗтме, ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫулла ытлах шӑрӑхах мар. Пӗлтӗр сывлӑш температури Шупашкарта 35-37 градус таран ӑшӑннӑ. Кӑҫал унашкалли пулман-ха.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех шӑрӑх ҫанталӑк уҫӑлтарӗ. Малтан аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫӑвӗҫ, унтан кӑшт сивӗтӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑнтӑрла та 20 градус ӑшӑ пулмӗ.

Ыран аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Юнкунпа кӗҫнерникун уяр тӑрӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада варринче 25 градус ӑшӑ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян тинех урамра ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек уяр та шӑрӑх кунсем сахалтан та 2 эрне пулӗҫ.

Пирӗн патра хуҫаланнӑ циклон Черноземье енне кайнӑ. Паян-ыран 24-29 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил лӑпкӑ вӗрӗ.

Ҫитес эрне варринче сывлӑш температури 30 градус таранах ӑшӑнӗ. Каҫсерен те 17-19 градус ӑшӑ тӑрӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пулӗ.

Сӑмах май, иртнӗ талӑкра 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫине 10 литр шыв ӳкнӗ. Утӑ уйӑхӗнчи нӳрӗклӗх норми 20 процент ытларах та тулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
almaty.tv сайтри сӑн
almaty.tv сайтри сӑн

Паянхи пек ҫанталӑк е шӑрӑх лайӑхрах? Тем тесен те, ҫулла ӑшӑ пулмаллах. Паян вара самай сулхӑн. Ҫӗрле те сивӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне варринчен ӑшӑтма пуҫлӗ. Канмалли кунсем тӗлне вуҫех те 30 градус шӑрӑх пулӗ. Ҫапах ҫил вӑйланас, ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.

Анчах уйӑх вӗҫнелле шӑрӑх ҫанталӑк парӑнӗ те кӑштах уҫӑлтарӗ. Ун чухне вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫуса иртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chv-aif-ru
 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер ҫеӗле республикӑра ҫумӑр ҫунӑ, аслати авӑтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫине 17 литр шыв ӳкнӗ. Ку таранччен ҫур уйӑхри норма ҫумӑр ҫунӑ.

Ҫумӑрсем халех пӗтмеҫҫӗ-ха. Шӑматкун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тунтикун Чулхула облаҫӗнче ҫумӑр тӑкӗ. Пирӗн пата ҫитӗ-и вӑл е ҫук-и - паллӑ мар-ха. Чӑваш Енре хӗвел те пӑхма пултарӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре кашни кунах ҫумӑр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури те 18-23 градус ҫеҫ пулӗ, ҫӗрле вара - 12-14 градус. Апла халӗ ҫырла сезонӗ вӗҫленсе кӑмпа тапхӑрӗ пуҫланать.

 

Ҫутҫанталӑк

Шӑрӑх ҫанталӑк ывӑнтармарӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех уҫӑлтарӗ, пӑчӑ ҫанталӑк пулмӗ.

Ыран 30 градус шӑрӑх пулӗ-ха. Чи пӑчӑ кун юнкун пулӗ. Кун хыҫҫӑн кӑштах сивӗтме пуҫлӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр нумайрах ҫӑвӗ. Ҫӗрле аслати те авӑтма пултарӗ.

Эрне вӗҫӗнче сывлӑш температури 24-26 градус ҫеҫ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче вара 21-23 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑре.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 43
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та