Раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫунӑ юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Темиҫе кун ӗнтӗ урамра ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Анчах паян ҫӗрле ҫанталӑк тарук сивӗтет, 5-10 сивӗ пулать. Ҫитес кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн термометр 15 градус таранах кӑтартӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха пулмӗ. Тепӗр эрнеренех каллех ӑшӑтать, сывлӑш температури 2-4 градус таран ӑшӑнӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Раштавӑн юлашки кунӗсенче сивӗтӗ, 15-20 градус пулӗ, юр ҫӑвӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче тинех юр самай ҫӑвӗ, 25-30 сантиметр таран ҫитӗ. Нарӑс вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 40-45 сантиметра ҫитмелле (пӗлтӗрхинчен 15-20 сантиметр сахалрах). Кӑрлач уйӑхӗнче ҫанталӑк нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла, нарӑс вара каллех ӑшӑ.
Шартлама сивӗсем пулӗҫ-и? Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче 27-28 градус таран сивӗтмелле.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗтрӗ. Паян вара термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартать. Тумла юхать, юр ирӗлет… Синоптиксем кун пек ҫанталӑк икӗ эрнене тӑсӑлма пултарассине пӗлтереҫҫӗ.
Канмалли кунсенче юр е ҫумӑр ҫумӗ, ҫил вара самай вӑйлӑ вӗрӗ – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа. Кӑнтӑрла термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫӗрлесерен 6 градус таран сивӗ. Ҫавна май ҫулсем пӑрлак пулас хӑрушлӑх пысӑк.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫумӑр ҫума та пултарӗ. Тунтикунран пуҫласа юнкунччен нӳрӗк 8 миллилитр таран ӳкме пултарать. Сывлӑш температури 1-3 градус пулӗ.
Раштавӑн 12-13-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтме пултарӗ, ҫӗрле 10 градус таранах сивӗтес хӑрушлӑх пур. Анчах ҫитес канмалли кунсенче каллех ӑшӑтӗ.
Чӳк уйӑхӗнче сивӗ, юрсӑр ҫанталӑк тӑни кӗрхи тыр-пулшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавна май Россельхозцентр специалисчӗсем уй-хире тӗрӗслевпе тухнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 89 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне 61 пин гектар ҫине акнӑ кӗрхисене лайӑх хак панӑ, 2 пин ытла гектар – япӑх. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхисем япӑх пулни юр ҫуккинчен кӑна мар, сортран та килет.
Сивве чи чӑтӑмли – кӗрхи ыраш, вӑл 20 градус сивве чӑтать, кӗрхи тулӑшӑн 16 градус сивӗ хӑрушӑ мар. Тӑпра 23 сантиметр таран шӑнтнӑ. Кӗрхисем малашне мӗнле пуласси ҫанталӑкран килет. Синоптиксем ыран юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ? Ҫитес кунсенче сивӗ те уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун каҫхине 17 градус таран сивӗтӗ.
Ҫитес эрне варринче ҫил вӑйланӗ. Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Кайран эпир кӗтнӗ пек юр мар, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш температури те «плюс» кӑтартӗ.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк улшӑнуллӑ пулӗ. Циклон килнӗ май юр нумай ҫума та пултарӗ. Анчах хальлӗхе ку ҫирӗплетсех калани мар.
Паян, ыран та юр ҫӑвӗ, ҫанталӑк самаях сивӗтӗ. Анчах эсир хӗл халех ларать тесе шутлатӑр-и? Йӑнӑшатӑр.
Синоптиксем паян ҫӗрле ҫил-тӑман тухассине пӗлтереҫҫӗ. Ыран вара ҫӗр ҫийӗн юр выртӗ, каҫ енне 5 градус таран сивӗтӗ. Ыран ҫӗрле ҫанталӑк 8-13 градус таран сивӗтӗ.
Шӑматкун та юр ҫӑвӗ. Вырсарникун вара ҫанталӑк каллех ӑшӑтма тытӑнӗ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче термометр 0 градусран хӑпарӗ.
Тепӗр эрне варринче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче сывлӑш температури 9-14 грудус таран ӑшӑнӗ. Кунашкал ҫанталӑк чӳкӗн 13-мӗшӗччен тӑма пултарӗ.
Чӳкӗн 14-16-мӗшӗсенче каллех сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Ҫӗрлесерен 15-20 градус сивӗтме пултарӗ. Ун чухне ларнӑ юр ирӗлмӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем.
Паян Чӑваш Енре ҫил вӑйлӑнчӗ. Синоптиксем республикӑна сивӗ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Эппин, водительсен машина кустӑрмисен шинисене хӗллехипе улӑштармалла.
Ыран 5 градусран ытла ашӑ пулмасть, антициклон хуҫаланӗ. Юпан 30-мӗшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури сивех пулманран урамра ҫӑрӑлчӑк пулӗ.
Тепӗр кун вара ҫил-тӑман тухӗ, ҫӗр ҫине юр выртӗ. Эрнекун ҫӗрле самаях сивӗтӗ, 8-13 градус таранах. Шӑматкун каллех юр ӳкӗ. Ҫапла майпа вырсарникун юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитме пултарӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче хӗвеллӗ, сивӗ ҫанталӑк пулӗ.
Иртнӗ эрнере кӑна Чӑваш Енре шӑрӑхчӗ. Паян вара – чӑн-чӑн кӗркунне. Ку кӑна мар-ха, синоптиксем юр ҫума пултарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вырсарникун ҫӗрле юр ҫума пултарӗ, вӑл ҫӗр ҫинче пӗр вӑхӑт выртӗ. Уйрӑмах ку тинӗс шайӗнчен 100 метр ҫӳлерех вырнаҫнӑ ял-хуласене пырса тивет. Ку шута Шупашкар та кӗрет.
Ҫӗрлесерен 0 градус ҫеҫ пулӗ, кӑнтӑрла та ӑшах мар. Ҫитменнине, ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ.
Ытларикунран пуҫласа 5 градус таранах сивӗтӗ, кӑнтӑрла 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Эрнекун каллех ҫӗр ҫийӗн юр ларма пултарать.
Ҫулла вӗҫленсе пырать, анчах ҫанталӑк ӑшӑпа савӑнтармасть-ха. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, авӑн уйӑхӗ ӑшӑ пуласса шанать. Эппин, синоптиксене итлер-ха.
Чӑнах та, авӑн уйӑхӗн лайӑх ҫанталӑкран пуҫланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 4-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ, уяр пулӗ. Ку «карчӑк ӑшши» ӗнтӗ.
Анчах ку нумайлӑха тӑсӑлмӗ. Иккӗмӗш декадӑра чӑн-чӑн кӗркунне ҫитӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ. Уйӑх варринче сивӗ, ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ, 8 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Виҫҫӗмӗш декадӑра антициклон хуҫаланӗ. Уяр пулсан та сывлӑш температури 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ, ҫӗрлесерен тӑм ӳкӗ. Авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче вара юр ҫума пултарассине систереҫҫӗ синоптиксем.
Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ? Тин кӑна ҫуллахи ҫанталӑк савӑнтарчӗ. Кӗҫех кӗрхи ҫанталӑк ҫитӗ.
Ыран республикӑра ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫапах ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун вара сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ пулӗ, ҫил вӑйланӗ.
Кӗҫнерникун ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ, 15 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрле вара тӑм ӳкме пултарать.
Канмалли кунсенче ӑшӑ сывлӑш килӗ, вырсарникун 18-20 градус тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-5-мӗшӗнче 25 градус таран ӑшӑтма пултарӗ.
Кун пек сивӗ ҫанталӑк савӑнтармасть-и? Кулянма тӑхтӑр-ха, ҫулла пӗтмен! Тинех пирӗн пата 30 градус шӑрӑх таврӑнӗ.
Паян ҫӗрле самай сивӗ пулӗ-ха, 4-9 градус ҫеҫ ӑшӑ. Тепӗр тесен, кӑнтӑрла та сивӗрехчӗ, ҫил вӑйлӑччӗ. Ытларикун хӗвел савӑнтарӗ, кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑтӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун чӑн-чӑн ҫулла пекех пулӗ: сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче шӑрӑх ҫанталӑк тӑма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |