Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Юлашки талӑкра пирӗн республикӑра 82 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Кунашкал хисеп нарӑс уйӑхӗнченпе пулман.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 33631 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 90,5 проценчӗ – 30435 ҫын – сывалнӑ. 2269 пациент чире парӑнтарайман – вилнӗ.
Юлашки талӑкра 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. 67 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 927 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Ҫӗмӗрле хулинче 7 ҫулти хӗрача пӗрене айне пулса вилнӗ.
Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хӑйсен килӗнчен инҫех мар ҫӗрте выртакан пӗренесем ҫине хӑпарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ те, ҫавӑн пекрех пулса иртнӗ те. Пӗренесем куҫса кайнӑ та, хӗрача аяла пулса вилмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсен инкек мӗншӗн пулса иртнине палӑртма тивӗ. РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш Енре ковид-койкӑсен шутне ӳстерме йышӑннӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли пульницӑсенче хальхи вӑхӑтра 2 861 койка хатӗрленӗ. Ҫак цифрӑна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Ковид-пациентсем валли юлашки икӗ эрнере тепӗр 390 койка хатӗрленӗ. Ҫитес кунсенче васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин стационарӗнчен каллех ковид госпиталӗ туса хурӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируслисем валли 345 пушӑ койка (12,1%) пулнӑ. Стационарта хальхи вӑхӑтра 2 516 ҫын сипленет, ку вӑл икӗ эрне каяллахинчен чӗрӗк чухлӗ нумайрах. «Хӗрлӗ зонӑри» пациентсенчен 69,5-ӗн сывлӑхне тухтӑрсем вӑтам тесе хаклаҫҫӗ. Йывӑррисем – 26,8%, питех те йывӑррисем— 2,7%.
Кӑшӑлвирусран килте 5 393 ҫын сипленет, ку вӑл икӗ эрне каяллахинчен 533 ҫын нумайрах.
Шупашкарта пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисене Осипов ячӗллӗ Пӗрремӗш хула больницинче кӑшӑлвирусран прививка тӑваҫҫӗ. Анчах ку вӗсемшӗн тӳлевлӗ. «Спутник Лайтпа» укол тума 707,1 тенкӗ. Икӗ компонентлӑ вакцинӑпа тӑвас тӑк пӗр дозӑшӑн 419,9 тенкӗ кӑларса хумалла.
МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 4213 ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнать. Вӗсенчен 1118-шӗ ӗҫлет.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывран килнӗ 604 студент кӑшӑлвирусран прививка тума кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене ҫирӗплетме йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн оперштабӗн паянхи ларӑвӗнче Олег Николаев Элтепер каланӑ. Республика ертӳҫи халӑх йышлӑ пухӑнакан мӗнпур культурӑллӑ-массӑллӑ мероприятие ирттерме чарассине пӗлтернӗ. «Нацисен кросӗ» спорт мероприятине пин ҫынран ытла хутшӑнтармӗҫ.
Культура учрежденийӗсене малашне QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑн. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви кинотеатрсемпе театрсене, ҫавӑн пекех ытти культура учрежденине билетсене онлайн-мелпе QR-кода кура сутассине йӗркелесе яма тивӗҫ. Билетсене маларах туяннисене вара укҫана тавӑрса памалла тӑвасшӑн.
QR-кодпа кӗмелли мобильлӗ платформӑна ҫак эрнере спорт сооруженийӗсене, Уҫӑ алӑксен кунне, кӗртнӗ чух тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Спортзалсене, бассейнсене тата катоксене кӑшӑлвирусран прививка тунисене е юлашки пур ҫулта кӑшӑлвируспа чирленисене тата антитела пуррисене кӗртӗҫ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 8 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен вируса пула 2188 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи статистикӑна илес тӗк, республикӑра 33021 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29932-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 71 ҫын сывалнӑ. Юлашки 24 сехетре 73 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулни ҫирӗпленнӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 901 пациент сипленет.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан арҫын директора ҫӗҫӗпе чикнӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне мар-ха. Управляющи компани ертӳҫине.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ҫурта тытса тӑракан управляющи компани директорӗ те хутшӑннӑ. Пухурисенчен пӗри, ҫуртра пурӑнакан арҫын, пӗрмай тем кӑшкӑрса тӑнӑ. Директор ӳсӗр ҫын сӑмахне хӑлхана чикес темен, илтмӗш тунӑ. Арҫынна ҫавӑ тарӑхтарсах янӑ. Вӑл хӑйӗн хваттерне кӗрсе унтан ҫӗҫӗ йӑтса тухнӑ. Ҫавӑнпа директора кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ.
Тӗпчевҫӗсем тата тухтӑрсем ӳсӗр ҫын директор сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнине палӑртнӑ. Апла пулин те пӑтӑрмахшӑн Ҫӗмӗрле арҫыннин явап тытма тивех. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Канаш районӗнчи пилӗк ялта ФАП уҫӑлмалла. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗ Ачча, Шӑхаль, Янкӑлч, Шуркасси тата Ҫатӑрка Ҫырми ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Вӗсем, Ҫатӑрка Ҫырма ялӗнчисӗр пуҫне, авӑн уйӑхӗнче хута каймалла. Ҫатӑрка Ҫырминче вара юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫ вӗҫленмелле.
ФАПсем ҫутӑ та хӑтлӑ пулӗ. Унта кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем те кӗрсе тухайӗҫ. Ҫынсем медпулӑшу илнисӗр пуҫне медицина препарачӗсене те туянма пултараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне ФАПсенче оргтехника тата пысӑк хӑвртлӑхлӑ тӗнче тетелӗ пулӗҫ. Ҫапла фельдшер чирлӗ пациентсене электронлӑ регистратура урлӑ тухтӑрсем патне ҫырӑнтараять.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Кӑшӑлвирсран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра чире пула 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2171 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑри 32873 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Вӗсенчен 29797-шӗ сывалнӑ. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 61 ҫын сывалнӑ, 76 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 905 пациент ҫак амакран сипленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |