Шупашкар хулинче 48 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫынна йывӑр сиен кӳни вилӗмпе вӗҫленнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗн — чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗн каҫхине пулса иртнӗ. 48-ти арҫын 42 ҫулти кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗрсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑр тӗлӗнчен ҫапнӑ. Хытах лекнӗ курӑнать — пӗвер ҫурӑлса кайнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫиҫем пӑтӑрмаха малалла тишкереҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Оперштаб пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 176 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 38526 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 33781-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Паянхи куна 2827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 163 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем 176 ҫын пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1918 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Шупашкар райнӗн тӗп пульницинче (вӑл Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) прививка тумасӑр сертификат параҫҫӗ тесе комментари ҫыракан тупӑннӑ.
Пульницӑн тӗп врачӗ Владимир Викторов Чӑваш Ен Элтеперӗн аккаунтӗнче ҫырнӑ хыпар тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку сӑмаха хальлӗхе ҫирӗплетсе паман.
Асӑннӑ хыпара тӗрӗслессине республикӑн вице-премьерӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хӑй ҫине илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпара правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслӗҫ.
Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.
Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен. Мана вара ку майлӑ пулчӗ. Вӗсен лавккинче шӑп та тахҫанах туянма ӗмӗтленнӗ велоприцеп сутатчӗҫ. Халь каярах пулин те, ҫавах тепӗр ҫула хӑварас мар терӗм, туянма ҫула тухрӑм. Унсӑр пуҫне ӗнер пӗри 5 пинлӗх спонсорла купонсем туянчӗ. Вӑт ҫав укҫана велоприцеп туянма ярас терӗм те. Укҫана тӗллевсӗр тӑкаклатӑп тесе ан вӑрҫӑр: хыпар ҫыракансене уйӑхсерен тӳлемелли укҫана (вӑл 13 пинпе танлашать) тахҫанах уйӑрса хунӑ.
Ковикул пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫынсенчен ыйткаларӑм: эсир ӗҫлетӗр-и, ҫук-и?
Чаваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитменни пирки пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей Правительстви 50 региона ҫак чирпе кӗрешекенсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр туянма 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Ен валли 129 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 157 кислород концентраторӗ илме палӑртнӑ. Кашниех минутра 1000 литр ытла кислород кӑларма пултарать.
Концентраторсене пульницӑсене парӗҫ. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлесе сывлӑш ҫитменнипе аптӑракан ҫынсене сиплӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Голубой огонек» (чӑв. Кӑвак ҫулӑм) пахча юлташлӑхӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Пушар ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Инкек вырӑнӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 1 386 пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 60 ҫын суранланнӑ, 133 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Пурлӑх тӑкакӗ 24 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Ене «СпутникV» вакцинӑн тепӗр пысӑк партийӗ килсе ҫитнӗ. Хальхинче – 53400 доза.
Ҫитес вӑхӑтра ӑна пульницӑсене пайласа парӗҫ. Сӑмах май, республикӑра халӗ 71 ятарлӑ пунктра кӑшӑлвирусран прививка тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 63 мобильлӗ бригада ӗҫлет.
Ку таранччен республикӑна 535 пин доза вакцина кӳрсе килнӗ. Вакцинаци курсне 429 пин ытла ҫын вӗҫленӗ. Ку республикӑра пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 55,7 проценчӗпе танлашать. Ревакцинацие 16 пин ытла ҫын тутарнӑ.
Талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Паянхи кӑтарту савӑнтармасть: 176 ҫын инфекциленнӗ. Ку таранччен республикӑра 37994 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 33291-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 17 ҫын вилнӗ. Ку таранччен 2779 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юпа уйӑхӗнче 449 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 170 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1924 ҫын пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Паян, чӳк уйӑхн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнче ҫул ҫинчи инкекре виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 20 минутра «Аниш» — Вӑтакас Татмӑш — Пукӑртан — Ҫӗнӗ Шуртан ҫулӑн 4-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
«Алмера» автомобиль водитель ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ. Инкекре машина водителӗ (35 ҫулти арҫын), салонта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ пулӑшу пырса ҫитичченех вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Инкек пирки патшалӑхӑн автоинспекцйӗн Инстаграмри страницинчи хыпара вуланисем машина ытла хӑвӑрт кайнӑ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхла вминистрӗ Владимир Степанов республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки темиҫе кунра пирӗн тӑрӑхри пульницӑсенче койка фончӗ енӗпе лару-тӑру ырӑ енне кӑштах улшӑнма пуҫлани сисӗнет. Кунта сӑмах кӑшӑвируспа чирлисем пирки пырать.
Пульницӑна вырттарассипе Улатӑрти район пульницинче, Шупашкарта вырнаҫнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тата Хулари клиника центрӗнче лару-тӑру йывӑртарах. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ытти учрежденире сипленсе тухакансем пульницӑна выртакансенчен йышлӑрах.
Эрнекун тӗлне илсен, ковид-госпитальсенче пушӑ койкӑсем 9,8 процент таран пулнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме мӗнпур койка фондӗнчен 35,7 процентне уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |