Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗ – омикрон – пирӗн пата та ҫитнӗ. Унпа чирленӗ пациента иртнӗ эрне вӗҫӗнче тупса палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент омикрон штампа чирленине анализ ҫирӗплетнӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ питех йывӑр мар. Ӑна шурӑ халатлисем сӑнасах тараҫҫӗ. Пациент Шупашкарти пӗр ковид-госпитальте выртать.
Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре омикрон штамм сарӑлма тытӑннӑ. Вирусологсем вӑл питӗ хӑвӑрт сарӑлнипе уйрӑлса тӑрать.
Чӑваш Енре юлашки эрнере кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнине пӗлтернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче республикӑра 372 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ, ҫак тапхӑрта 95 пациент вилнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтерет. Унччен маларах 336 пациент чирленӗ, 140 ҫын вируса парӑнтарайман. Ҫапла республикӑра кӑшӑлвирусран вилесси 47 процент чакнӑ.
Ку таранччен Чӑваш Енре 47340 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 41155-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 67 ҫын чирленӗ,38 ҫын сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн регионта 4144 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хальи вӑхӑтра коллективлӑ иммунитет 51,7 процентпа танлашать. Популяци иммунитечӗ валли 80 процент кирлӗ.
Куславкка хулинчи 31 ҫулти арҫын хӑйӗн ӗмӗрӗнчи 13 ҫула яхӑн тӗрмере ирттернӗ. Юлашки хутчен вӑл ирӗке 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывласа, ирӗклӗ тӗнчепе савӑнса та ҫунатланса пурӑнас вырӑнне вӑл каллех пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл хула урамӗнче 45 ҫулти арҫынпа паллашнӑ. Ӑна вӑл эрех туянма тата пӗрле ӗҫме ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Анчах шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларман икӗ арҫын — харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине темиҫе хутчен ҫапнӑ, унтан ӑна хваттер подъездне илсе тухнӑ, унта каллех хӗненӗ — тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗнекене тытса чарнӑ. Ҫынна ятарласа вӗлермен пулин те ӑна никам та уншӑн саккун пуҫран шӑлас ҫук.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 10 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку хисеп кӑштах чакнӑ. Чирлекенсем те сахалланнӑ. Анчах хальлӗхе ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Тӳре-шара пирӗн ҫӗршывра ҫӗнӗ штамм, омикрон, сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ, ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ.
Ку таранччен пирӗн республикӑра 4125 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗтӗмпе 47214 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 41076-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 55 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑта стационарта тата килте 2013 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочи вилнӗ. Инкек кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пулнӑ.
Бетон пусмана лифт шахтипе антарнӑ чухне вӑл персе аннӑ та 26 ҫулти монтажника лапчӑтса хунӑ. Суранланнӑ ҫамрӑк инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсем пырса ҫитнӗ, вӗсем пӑтӑрмаха куракансемпе калаҫнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнассишӗн кам яваплине палӑртӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, «Акварельте» ҫурт тунӑ чухне унччен те инкек пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 3 арматурщик 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӗсем юр айне пулнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Ун чухне, Турра шӗкӗр, никам та вилмен.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ.
Тухтӑрсен автомобилӗ 17 сехет те 35 минутра Шупашкарти База проезчӗпе пынӑ. Кроссовер водителӗ сулахаялла, ҫуртсен картишӗ еннелле, пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑсем хирӗҫ килмелли ҫулпа васкавлӑ машина карети пынӑ. Инкеке куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини сирена та ҫутнӑ, унӑн ятарлӑ маяк та ӗҫленӗ. Апла пулин те кроссовер пӑрӑнма хӑтланса сиксе тухнӑ та васкавлӑ пулӑшу автомобилӗ унпа ҫапӑннӑ.
Инкекре никам та шар курман. Васкавлӑ пулӑшу машини салонти пӗчӗк ачана малтан пульницӑна ӑсатса хӑварнӑ, кайран инкек вырӑнне ҫаврӑнса килнӗ.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан 65 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку вӑл — кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш тӗлне. Анчах ҫак цифра тӗрӗссипе пысӑкрах та пулма пултарать.
Вилӗмӗн тӗп сӑлтавне патологоанатоми пӗтӗмлетӗвӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайраҫҫӗ. Ку тӗпчев валли 30 кун кирлӗ. Ҫапла уҫӑмлатнӑ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне илсен, пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑри 4101 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Шӑккалат усӑлӑхӗ пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах тухтӑрсем ҫине-ҫинех ӑна епле ҫимелли ыйту патне таврӑнаҫҫӗ, вӑл организмшӑн ытла та усӑллӑ пулнине ӗнентереҫҫӗ. «Актуальные новости» (чӑв. «Ҫивӗч хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиологсем ҫак анлӑ сарӑлнӑ пылака ҫини чӗре сывлӑхне тата пӗтӗм чӗрепе юн тымарӗсен системине пулӑшать тесе пӗлтернӗ.
Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, эрне хушшинче 28 грамм шӑккалат ҫини чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене 18% чакарать. Унсӑр пуҫне сикчевлӗ аритмие тата ытти тӗрлӗ чӗре чирӗсене аталантарас хӑрушлӑха чакарать. Сӑмах кунта кокао виҫи 70% каярах мар шӑккалат ҫинчен пырать, мӗншӗн тесен организма усӑ кӳрекенни — шӑп кокао шутланать те. Унсӑр пуҫне тӗксӗм е йӳҫӗ шӑккалатра, сӗтлипе танлаштарсан, сахӑрпа ҫу сахалрах. Паллах ӗнтӗ, ӑна виҫеллӗ ҫимелле, мӗншӗн тесен вӑл калориллӗ апат шутланать тата унра ҫӳлерех асӑннӑ сахӑрпа ҫу пур. Гипертонипе аптӑракансемшӗн те ҫак пылак ҫимӗҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен юн тымарӗсенчи шыҫҫа чакарать тата иммунитета ҫирӗплетет. Куллен тата виҫеллӗ пахалӑхлӑ шӑккалат ҫини, ҫакӑ темле парадоксла илтӗнет пулин те, диабет аталанма пултаракан хӑрушлӑха чакарать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен харӑсах темиҫе ача паян чирлесе ӳкнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче 9 сехет те 52 минутра ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 7 сехет тӗлне илсен шкула 167 ача пыман, вӗсенчен 47-шӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 35 ачан варӗ пӑсӑлнӑ, хырӑм ыратнипе 8-ӑн аптӑранӑ, 3-ӗн — ҫивӗч респиратор чирӗпе. 1 ачана больницӑна вырттарнӑ. 45 ача амбулатори мелӗпе (килте) сипленет.
Чир сӑлтавне палӑртассипе Роспотребнадзор управленийӗ ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ӗнертенпе ҫине тӑраҫҫӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗ, медицина факультетӗнче реаниматолога вӗренекенскер, пандеми пуҫлансан медбратра ӗҫлеме пуҫланӑ. Дежурствӑран пушӑ вӑхӑтра Висраил Хаманаев Чӑваш Енре пурӑнакансене лезгинка ташлама вӗрентет.
Студент «Дети гор» ансамбль йӗркелесе янӑ, ӑна хӑйех ертсе пырать. Ун патӗнче чӑвашсем те, эрменсем те, аварсем те, чеченсем те, азербайджансем те ташлаҫҫӗ.
Занятисем хыҫҫӑн Висраил пульницӑна 12 сехетлӗхе дежурствӑна васкать. Кӑҫал кӗркунне вӑл экзаменсем тытать, ун хыҫҫӑн ординатурӑна куҫӗ. Ӑна вӑл ӑҫта ирттерессине хальлӗхе палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |