Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх

Юлашки талӑкра 20 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ку таранччен республикӑра 3530 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 44678 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 39042-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 138 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 111 ҫын пулнӑ. Юлашки кунсенче чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Анчах вилекенсен йышӗ ҫаплах нумай. Хальхи статистикӑна илес тӗк, чирленӗ кашни 7-8 ҫын вилме пултарать.

 

Сывлӑх

19 ҫын вилнӗ, 140 ҫын инфекциленнӗ, 119 ҫын сывалнӑ. Ку – кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки статистика.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 3510 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмонирен тата кӑшӑлвируспа аптӑранӑ хыҫҫӑн йӑл илнӗ чирсене пула вилнӗ ҫынсем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ. Ку таранччен 44540 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 38931-шӗ сывалнӑ. Ку 87,4 процентпа танлашать.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2099 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче 5 ФАП тата тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 54 ФАП хута ямалла.

Патӑрьел районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем Кӗҫӗн Патӑрьелте, Ишлӗре, Каншелте, Тӗрӗньелте, Тӑрӑнта уҫӑлнӑ. Ҫав кунах Шӑнкӑртамра ҫӗнӗ микрорайонта тухтӑр амбулаторийӗ ҫынсене пӗрремӗш хут кӗтсе илнӗ. Унта 2 пине яхӑн ҫын ҫӳрӗ. Сӑмах май, Шӑнкӑртамра 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать.

Амбулаторире пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, педиатр, гинеколог пулӗҫ, процедура, вакцинаци пӳлӗмӗ ӗҫлӗ.

 

Персона
Антонина Краснован Инстаграмри страницинчи сӑнӳкерчӗкӗ
Антонина Краснован Инстаграмри страницинчи сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Мария Горшкова куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас юрӑҫ Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче, 9 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Мария Горшкова «пӗчӗкрен юрра-ташша ӑста пулнӑ, паллӑ артист пулма ӗмӗтленнӗ. Йышлӑ килйышра ҫитӗннӗрен пурнӑҫ-тути-масине ир тутаннӑ кӗҫӗн хӗр шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аппӑшӗ сӗннипе бухгалтер профессине алла илме Шупашкара кайнӑ, планпа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухса ҫулталӑк «Рассвет» фабрикӑра ӗҫленӗ. Анчах ҫут ҫанталӑк панӑ тивлет ӑна канӑҫ паман, Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине илсе ҫитернӗ. Музыка пӗлӗвӗ илсен Мария Александровна чылай ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, унтан чӑваш эстрадине тухса уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ», – ӑшшӑн аса илнӗ пултаруллӑ юрӑҫа тележурналист.

Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫ чылай ҫул йывӑр чирпе тертленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @umvd.cheboksary вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот
Инстаграмри @umvd.cheboksary вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот

Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ.

48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ.

Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ.

Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CXL6N7DK39n/
 

Сывлӑх

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 13-мӗш ҫын вилет. Раштав уйӑхӗ пуҫланчӗ кӑна-ха. Вилекенсен шучӗ вара 53 ҫынна ҫитнӗ ӗнтӗ.

Юлашки талӑкра 17 пациент кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Раштавӑн 1-мӗшӗнче тата 2-мӗшӗнче 18-шар ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чук уйӑхӗнче 544 ҫын чире парӑнтарайман.

Ку таранччен республикӑра 43407 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 37951-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3359 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра 147 ҫын чирленӗ, сывалакансем 129-ӑн пулнӑ.

 

Сывлӑх

Президент амӑшлӑх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Рябухина Хулари ача-пӑча клиника пульницине ертсе пырӗ. Пульница коллективне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов унпа паллаштарнӑ.

Ольга Рябухина 2012-2017 ҫулсенче Канашри территорисен хушшинчи медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти амӑшлӑх центрне ертсе пырма пуҫланӑ. 2018 ҫулта ӑна Президент амӑшлӑх центрне куҫарнӑ, тӗп тухтӑр пулнӑ.

Ольга Рябухина ҫӗнӗ ӗҫе куҫнӑ мар Президент амӑшлӑх центрӗнче тӗп тухтӑр тивӗҫӗсене Евгений Дубнер пурнӑҫлӗ.

 

Сывлӑх
Инстаграмри @ csoncheboksarskogoraiona сӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @ csoncheboksarskogoraiona сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ватӑсене ӗнер пневмококран прививка тунӑ.

Асӑннӑ бактери тӗрлӗ бактери инфекцийӗсене пуҫарса ярать. Унпа чирлисем пневмонипе (ӳпке шыҫҫи), вӑтам отитпа (хӑлха шыҫҫи), менингитпа, синуситпа тата ытти чирпе аптӑраҫҫӗ.

Пневмококк пневмонийӗ пӗчӗк ачасемшӗн тата ваттисемшӗн, ҫавӑн пекех тӗрлӗ амакпа атӑракансемшӗн уйрӑмах хӑрушӑ. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса кинемейсемпе мучисене прививка тутарас тенӗ. «Пирӗншӗн кулянни савӑнтарать», — тенӗ ваттисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CW47ywrNFVV/
 

Сывлӑх

Каллех 20 ҫын вилнӗ. Паллах, сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Ку таранччен пирӗн республикӑра ҫак вирус 3287 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Паянхи кун тӗлне 42816 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 37416-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 155 ҫын чирленӗ. Кун пек пӗчӗк кӑтарту юлашки кунсенче пулман. 133 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 3287 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юлашки талӑкра тепӗр 20 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Унччен виҫӗ кун 18-шар ҫын вилнӗ. Ку таранччен республикӑра 3267 ҫын чире парӑнтарайман.

Ку таранччен республикӑра 42661 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 37283-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 157 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем 132-ӗн пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 2111 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52], 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, ... 230
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть