Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗллехи кунсенче кӑшӑлвирус кӑна мар, ытти тӗрлӗ вирус инфекцйӗ те вӑйлӑ сарӑлать.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ачасем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑн пек майпа вӗсем нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчӗҫ. Килте ларса урок вӗренес йӗркене тӑсассипе тӑсмассине паян иртекен оперштабӑн ларӑвӗнче татса памалла.

Улатӑр хулинче шкул ачисем вирус чирӗсемпе йышлӑ чирленӗ май вӗсене карантина куҫарма йышӑннӑ. Унта инҫет ҫыхӑну мелӗпе нарӑс уйӑхӗн 4-13-мӗшӗсенче вӗренӗҫ.

 

Сывлӑх

Юлашки талӑкра 1051 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет статистика. Куратӑр пулӗ: хисеп кашни кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать.

Иртнӗ талӑкра 186 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 416 ҫын вара сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 54630 ҫын инфекциленнине шута илнӗ. Вӗсенчен 43904-шӗ сывалнӑ. Ку 80,4 процентпа танлашать.

Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус 4213 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Сывлӑх
Наци телекуравӗ тунӑ сюжет скринӗ
Наци телекуравӗ тунӑ сюжет скринӗ

Нумаях пулмасть, пӗр эрне каялла, Чӑваш Енре 12-17 ҫулсенчи ачасене кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Вакцинӑн 960 дозине республикӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче кӳрсе килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви «Спутник М» пульницӑсенче ҫителӗклӗ пулнине пӗлтерет.

Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра 12-17 ҫулсенчи 320 ача пӗрремӗш компонентпа укол тутарнӑ. Вӗсене ача-пӑча поликлиникисенче, районти пульницӑсенче вакцинацилеҫҫӗ. Анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем пек патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫырӑнма ҫук.

Аса илтерер: 15 ҫултан аслӑрах ачасем прививкӑна ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑр хӑйсемех хут ҫырса тутарма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77128
 

Сывлӑх

Паян - 956 ҫын. Сӑмах кӑшӑлвируспа чирлекенсем пирки пынине тавҫӑртӑр пуль ӗнтӗ. Ӗнерхинчен 100 яхӑн ҫын нумайрах..

179 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, юлашки талӑкра 406 ҫын сывалнӑ. Вилекенсем малтанхи пекех йышлӑ мар. Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра 3 ҫын чире парӑнтарайман.

Ку таранччен республикӑра 53579 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 43488-шӗ сывалнӑ. Ку 81,1 процентпа танлашать.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 4210 ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе вилнӗ.

 

Сывлӑх

Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 832 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Куратӑр ӗнтӗ: хисеп кашни кун пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳссе пырать. 176 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

201 ҫын вара сывалнӑ. 5 ҫын вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 4207 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 52623 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 43082-шӗ сывалнӑ. Ку 81,8 процентпа танлашать.

Аса илтерер: чирлекенсем нумайланса пынӑран хушма ковид-койкӑсем хатӗрленӗ, тепӗр икӗ пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Сывлӑх

Тухтӑрсене пациентсем патне киле ҫитмешкӗн 30 машина уйӑрса панӑ. Капла вӗсем чирлисене пулӑшма хӑвӑртрах ҫитӗҫ.

Тухтӑрсем пациентсем патне ПЦР-тест тумашкӑн, эмел памашкӑн ҫак машинӑсемпе кайӗҫ. Ку машинӑсене Чӑваш Енре предприятисем, такси агрегаторӗсем, харпӑр усламҫӑсем тӳлевсӗр усӑ курма панӑ.

Аса илтерер: ОРВИ тата кӑшӑлвирус паллиллӗ пациентсене йышӑнакан медцентрсем канмалли кунсемсӗр ӗҫлеме тытӑннӑ. Чирлекенсем нумайланнӑран тухтӑрсене халӗ ҫак машинӑсем питӗ кирлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77077
 

Сывлӑх

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе те ӳссе пырать. Юлашки талӑкра республикӑра 724 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнерхипе танлаштарсан, 100-е яхӑн ҫын ытларах.

Кӑшӑлвируспа аптӑранӑ 86 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 113 ҫын чире парӑнтарнӑ. Вилекенсен йышӗ унчченхи пек нумай мар. Иртнӗ талӑкра 4 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлачри 30 кунра 329 пациентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 4202 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.

Ку таранччен 51791 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 42881-шӗ сывалнӑ.

 

Сывлӑх

Чир-чӗр никама та тиркемест. Укҫасӑррине те, укҫаллине те; пӗчӗк вырӑнта ӗҫлекене те, пысӑк вырӑн йышӑнаканнине те.

«Вирус манран та пӑрӑнса иртмерӗ. Килтен тухмасӑр лартӑм. Иккӗмӗш хут чирлерӗм. Хальхи вӑхӑтри вакцинацие пула чире ҫӑмӑллӑн ирттертӗм», — тесе хыпарланӑ паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

«Сывлӑха упрама хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар, анчах май пур. Вакцинацилеме никама та чӗнсе каламастӑп, ку — кашнин хӑйӗн ирӗкӗ. Анчах чирӗн пиллӗкмӗш тапхӑрӗнче татӑклӑ утӑма васкасарах тумалла. Хамӑршӑн, хамӑр ҫывӑх ҫыннӑмӑрсемшӗн, ковидпа чирлемесӗр ирттерекен пурнӑҫшӑн», — пӗтӗмлетнӗ депутат.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен, Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем урӑхларах ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Больницӑсем планпа пӑхнӑ амбулатори пулӑшӑвне пама пӑрахӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармӗҫ, диспансеризаци те тухаймӑн. Ҫавна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара тухтӑрсене кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшма явӑҫтарассипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Ҫивӗч вирус респиатор инфекцийӗпе тата кӑшӑлвируспа аптӑракансене амбулатори центрӗсенче йышӑнӗҫ.

Тухтӑрсене ҫӗнӗлле ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ.

 

Сывлӑх

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем сахалланнӑ. Стационара сипленме выртакансем те кӑштах чакнӑ. Анчах чирлекенсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать.

Иртнӗ талӑкра республикӑра 630 ҫын инфекциленнӗ. Кун пекки ку таранччен пулман. 137 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 204 ҫын. 2 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 51067 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42768-шӗ сывалнӑ. Ку 83,7 процентпа танлашать. Пӗтӗмпе 4198 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

Танлаштармашкӑн: иртнӗ эрнере 25 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 136 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман.

 

Страницӑсем: 1 ... 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, [46], 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, ... 230
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй