Мускавра пурӑнакан чӑваш кинорежиссерӗн Елена Рябцеван ӗҫне — «Юман» кӗске метражлӑ фильма — Иерусалимри виҫҫӗмӗш кинофестивальте кӑтартӗҫ. Кинофорум чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫӑлӗ те раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Кинофестивалӗн пӗрремӗш кунхине, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 15 сехетре «Юман» фильма «Чӑвашкино» ҫуртӗнче кӑтартӗҫ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Елена Рябцева режиссер пӗлтерчӗ.
Фестивалӗн малтанхи кунӗнче кӑтартакан «Юмана» харӑсах темиҫе ҫӗршывра: Палестинӑра, Ливанта, Иорданире, Ливинче, Алжирта — пӗр вӑхӑтра курма май килӗ.
Кинофорума Шупашкарта уҫни «Общество дружбы и сотрудничества между народами Чувашии и Палестины» (чӑв. Чӑваш Енпе Палестина халӑхӗсем хушшинче килӗштерсе ӗҫлекен общество) (ертӳҫи — Аль-Балауи Бассам Фатхи право докторӗ) ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Иерусалимри фестивалӗн ытти кунӗнче Ливанта, Египтра, Тунисра, Мароккӑра, Алжирта, Оманта, Иракра, Суданта, Ливинче, ҫавӑн пекех Раҫҫейри икӗ регионта — Мари Элпа Пушкӑртстанра — ӳкернӗ ӗҫсене кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енре наци чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Саккас параканӗ – Чӑвашфильм. Фильмӑн малтанхи ячӗ - "Наследие" (чӑв. "Еткерлӗх").
Фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 183 344 тенкӗ. Электронлӑ аукцион чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.
Аукционра ҫӗнтерекенӗн фильма раштавӑн 10-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Унӑн хронометражӗ 30 минутран сахал мар, анчах 40 минутран ытларах мар пулмалла.
Елена Рябцеван «Юман» фильмӗ Сербири куракана хӑратнӑ. Ҫакӑн пирки ТАСС информаци агентстви асӑннӑ ҫӗршывӑн кураканӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Сербинче кӗске метрлӑ фильмсен MikroFAF IX фестивалӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юнкун, уҫӑлнӑ. Виҫӗ кунлӑх фестивале йӗркелекенсем чӑн е символла кӗлеткене, чикке, решеткесемпе сӑнчӑра, этем ирӗклӗхе туртӑннине кӑтартас тенӗ.
Елена Рябцеван «Юман» фильмне кинофестивалӗн тӗп программи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ. Сербири куракансенчен пӗри, Белграда Ядранка, ТАСС корреспондентне Павел Бушуева «Юман» фильмри мистика хӑратнипе чӗтретнине пӗлтернӗ.
Кӗске метражлӑ ӗҫсен фестивалӗ ыран, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хупӑнмалла. Кинофильмсене виҫӗ номинацире хаклӗҫ.
«Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ каллех ҫӗнӗ фильм ӳкерме хатӗрленет. Вӑл «80-мӗш ҫулсенчи дискотека» ятлӑ пулӗ.
Юрий Спиридоновӑн киностудийӗ актерсене суйласси пирки пӗлтернӗ. Пӗрремӗш кастинг авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ.
Юрий Спиридонов ҫӗнӗ кинопроект пирки ҫапла каланӑ: «Фильм перестройка вӑхӑтӗнчи пирӗн лайӑх тапхӑр пирки каласа кӑтартӗ. Мӗнле туслашни, мӗн пирки ӗмӗтленни, мӗнле кӗвӗ итлени пирки, радиопа тата телевизорпа мӗн пыни, мӗнле тумланни, мӗн патне талпӑнни, эпир тата пирӗн атте-анне хулари хӑш савутсемпе хапрӑксенче ӗҫлени ҫинчен».
Чӑвашкиновне йӗркелесе янӑ Иаким Максимов-Кошкинскин пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки фильм ӳкересшӗн. Малтанлӑха ӑна «Священная роща» чувашского кинематографа» (чӑв. «Чӑваш кинематографӗн «Сӑваплӑ рашчи») ят панӑ. Ятарласа аукцион ирттереҫҫӗ. Заказчикӗ – «Чӑвашкино».
Фильма ӳкермешкӗн федераци хыснинчен 2,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Фильм 45 минута пырӗ. Унта Иаким Максимов-Кошкинский тата унӑн мӑшӑрӗ Тани Юн пирки каласа кӑтартӗҫ.
Палӑртмалла: Иаким Максимов-Кошкинский 1930 ҫулта ӳкернӗ «Священная роща» фильм «Чӑвашкиновӗн» юлашки пулнӑ темелле. Ҫав ҫулах кӗркунне киностуди Атӑл тӑрӑхӗнчи республикӑсенчи тата обаҫсенчи киностудисене пӗрлештерекен «Востоккино» йышне кӗнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ХХ Шукшин кинофестивалӗнче Елена Рябцеван «Юман» фильмне дипломпа хавхалантарнӑ. Кӗске метражлӑ ӗҫе «За успешную реализацию проекта-победителя Всероссийского питчинга дебютантов» (чӑв. Дебютантсен Пӗтӗм Раҫҫерйи питчингӗнче проекта ӑнӑҫлӑ пурнӑҫӑ кӗртнӗшӗн) хакланӑ.
Илемлӗ фильмӑн режиссерӗ куракансене тата кинофестивалӗн тӳрисене: Нина Ромодановскаяна, Нина Кочеляевӑна, Дмитрий Шарабарина, Василий Романова тав тунӑ.
Тутарстанри Кӑнна Кушки ялӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа кино ӳкерес ӗҫе пуҫӑннӑ.
Документлӑ фильмӑн пӗр пайӗ валли ӗҫсене букварь авторӗн, чӑваш алфавитне йӗркеленӗ ҫыннӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче пухнӑ. Кино ӳкерекенсем Тутарстанра утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнине Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн пресс-служби паян ирпе пӗлтернӗ.
Министерствӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, фильма хатӗрлессипе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ ӗҫлет. Документлӑ кино ӳкерекенсем кӳршӗллӗ регионти Теччӗ район администрацийӗ тата Кӑнна Кушкинчи И.Я. Яковлев музейӗ фильма ӳкерес ӗҫре самай пулӑшнине палӑртнӑ. Уншӑн ушкӑн вӗсене тав тунине пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче (унчченхи хушамачӗ – Васильев) Чӑваш Ен тӑрӑх ҫула тухнӑ. Вӑл ӑна Республика кунне халалланӑ.
Никита республикӑри мӗнпур района ҫитме палӑртнӑччӗ. Маттур яш экспедицирен таврӑнннӑ ӗнтӗ. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Экспедицире Никита видео ӳкернӗ. Хальлӗхе вӑл «Велосипедпа – Чӑваш Ен тӑрӑх. Пӗрремӗш кун» фильмпа паллаштарнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, кунашкал 10 фильм ӳкерме палӑртнӑ вӑл. Кӗҫех вӗсемпе та паллаштарӗ ахӑртнех.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне Чӑваш Енре кӗске метражлӑ «Ҫӑматӑ» ятлӑ фильм ӳкернӗ. Унта ҫивӗч ыйту хускастнӑ: ашшӗ-амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен ачисем шар кураҫҫӗ.
Фильма Владимир Синяев режиссер ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнче тетелне кӑларнӑ. Сюжечӗ куҫҫуль кӑларать. Амӑшӗ ывӑлне ҫӑматӑ парнелет. Ашшӗ киле мухмӑрлӑ килет те эрех шырать. Хайхискер ывӑлӗн ҫӑматне йӑтса тухса каять. Ача ашшӗ хыҫҫӑн ҫара уран чупать. Урамра вара – шартлама сивӗ. Арҫын ывӑлне юр ҫине тӗксе ярать. Вӑл ҫӑматӑна сутса эрех ӗҫет. Ачан урине тӑм илет. Ывӑлӗ пульницӑра выртнине пӗлсен ашшӗ ҫӑматӑна каялла илсе ачана парать. Анчах вӑл ӑна кирлӗ мар ӗнтӗ: арҫын ачан урине чӗркуҫҫи таран татнӑ…
Фильм авторӗ ҫапла каланӑ: «Миша рольне вылякан арҫын ача ӳкерӳ умӗн 3 уйӑх кӗлеткине пиҫӗхтернӗ, урине сивӗ шывпа сапнӑ. Фильма ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл чирлемен».
Фильмпа «Про Город» сайтӗнче паллашма май пур.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институчӗн керменӗнче 16 сехетре Юрий Скворцовӑн «Амаҫури» калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ кӗске метрлӑ фильма кӑтартӗҫ.
Ку ӗҫӗн режиссерӗ — Николай Семенов, операторӗ — Илтимӗр Ефремов, сценари авторӗ — Владимир Карсаков.
Этем чунне тарӑннӑн уҫса пама пултаракан ҫыравҫӑн хайлавӗ тӑрӑх кино ӳкерме шикленменни — хӑех паттӑрлӑх. Ҫапла харсӑрланнисем — маларах эпир асӑннӑ аслӑ шкулта кино ӳкеркенсен ӑсталӑхӗн вӗренекенсем тата унта ӗҫлекенсем.
Кинори ӗҫ вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ май авалхи ҫурта, савӑт-сапана, тумтире шыранӑ. Ку енӗпе Аэлита Бельская продюсер маттур пулнӑ. Вӑлах Митя рольне вылякан ачана тупнӑ. Фильма Муркаш районӗнчи Шаптакра ӳкернӗ. Амаҫури сӑнарне Зоя Илларионова калӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |