Хусанти культура институчӗ чӑваш артистки ҫинчен фильм ӳкерет.
«Деятели культуры Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем) проект ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫне чӑваш артисткинчен пуҫлас тенӗ. Ҫапла вара фильмӑн пӗрремӗш серийӗ чӑваш халӑх артистки, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ Алевтина Сергеева-Зинкина ҫинчен пулӗ.
Фильм артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе, студентсене вӑл академи вокалне вӗрентнипе тата ытти кӑсӑклӑ самантпа паллаштарӗ.
Чӑваш Енри культура отраслӗнче чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен сӑвӑҫ, юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ.
«Чӑвашкино» киностуди «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмпа 2018 ҫултанпа документлӑ фильмсем ӳкерет, кашни кинокартинӑра сумлӑ пӗр-пӗр ҫын кун-ҫулӗпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пеккине Светлана Асамата халаллӗҫ.
Фильм валли материалсем пухнӑ май ӳкерӳ ушкӑнӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнче, тата Шупашкарти телебашня патӗнче видеокадрсем ӳкерсе илнӗ.
Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн.
«Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ 2018 ҫулта «Люди-легенды» (чӑв. Ҫынсем-легендӑсем) ярӑмпа ӗҫлеме тытӑнчӗ. Мухтавлӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартакан кашни кинокартинӑра — республикӑмӑр аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ сумлӑ та мухтавлӑ пӗр-пӗр ҫыннӑн историйӗ.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче ҫав ярӑмри фильмсемпе «Чӑвашкинон» «Ютуб» видеохостингри каналӗнче паллашма май туса панӑ. Организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, каналта ҫӗнӗ картинӑсене кашни эрнесерен вырнаҫтарса пырӗҫ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Геннадий Айхи пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Люди-легенды: Г.Н. Айги» фильм вырнаҫтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер училищи чӑвашла вӗрентекен анимаци фильмне хӑтланӑ.
Презентаци Шупашкарти 5-мӗш гимназире иртнӗ. Мероприятие пуҫламӑш классенче вӗренекенсене, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене, класс ертӳҫисене, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсене чӗннӗ.
Ҫавра сӗтелте анимаци фильмне ӳкерессин вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑвашла вӗрентекен мультфильссене сарасси пирки калаҫнӑ.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль лартма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна культура учрежденийӗн 100 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Спектакль лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ.
«Леди на день» спектакле Олег Данилов пьесипе лартӗҫ. Ун валли Шупашкара Раҫҫейри паллӑ театр тата кино режиссёрне, Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Дмитрий Астрахана чӗнсе илнӗ.
Дмитрий Астрахан — «Ты у меня одна», «Перекресток», «Желтый карлик», «Всё будет хорошо», «Алхимик» тата ытти фильм режиссёрӗ. Вырӑс драма театрӗн труппипе вӑл пуҫласа ӗҫлӗ.
Чӑваш Енри пачӑшкӑн рэп-композицийӗ фильмра янӑрать. Кун пирки Максим Курленко темиҫе кун маларах Фейсбукра пӗлтернӗччӗ.
Кунта ҫӗршыври кинотеатрсенче кӑтартакан «Непослушник» камит пирки пырать. Кинокартина нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче экран ҫине тухнӑ.
Ҫав фильмра янӑракан композицие темиҫе ҫул каяллах ҫырса илнӗ. Фильма ӳкерекенсене вӑл ӗҫ килӗшнӗ, вӗсем унпа усӑ курма автортан, Максим Курленкоран, ирӗк ыйтнӑ.
«Черное или белое»
рэп-композици фильмра икӗ эпизодра янӑрать. Бит авторӗ – Мускаври битмэкер DK Drammasta.
Фильм, сӑмах май, Максим Курленкона килӗшнӗ.
Курленко Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри чиркӳре пачӑшкӑра ӗҫлет. Хӑй вӑл Екатеринбург хулинчен.
Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль ӗҫлеме пуҫлӗ. Вӑл онлайн мелӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртӗ. Кинофестиваль икӗ Youtube-каналта ӗҫлӗ. Ку — «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн каналӗ, тата «Сувар ТВ» канал.
Жюри пайташӗсене пӑхса тухма 12 вӑйӑллӑ фильм, 9 илемлӗ- документаллӑ, ҫавӑн пекех 12 документаллӑ фильм тӑратнӑ. Кинофестивальте Владимир Галошев режиссерӑн икӗ анимаци фильмӗ те хутшӑнӗҫ: «Ҫыннӑн чӑн хакӗ. Мӗнле пӗлмелле ӑна» (2021, вырӑс чӗлхиллӗ) тата «Хӗрлӗ ӗне» (2018, чӑваш чӗлхиллӗ).
Конкурса кӗменнисен йышӗнче куракансем 2 вӑйӑллӑ, 6 документлӑ тата Владимир Синяев режиссерӑн 2 юмахӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
«Чи лайӑх илемлӗ фильм», «Чи лайӑх документлӑ фильм», «Чи лайӑх кӗске метражлӑ фильм» тата «Чи лайӑх анимаци фильмӗ» номинацисенче мала тухнисене Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестивале кӗртӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
«Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла.
Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла.
«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема!
«Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ. Ман анне ҫуралнӑ ҫулсенче чӑвашла кино пулнӑ иккен! Ман, 12-ри ачан ҫав вӑхӑтра питӗ чӑвашла ӳкернӗ фильмсене курас килетчӗ. Ӑҫта вӗсем? Мӗншӗн кӑтартмаҫҫӗ? Анчах вӑл кинофильмсене 1937-мӗш ҫулсенче пӗтернине эп ун чухне, паллах, пӗлме пултарайман. Ҫав ачалӑхри тӗлӗнӳ ман пурнӑҫра яланлӑха чуна кӗрсе юлчӗ.
Чӑваш театрӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче, Тани Юн кӗнекине усӑ курса «Чӑвашкино» историйӗ ҫинчен каласа паракан вулав программи хатӗрлерӗм. Анчах чылай вӑхӑт поэзине кӗрсе кайнӑ пирки ман ӑна туса ҫитерме май килмерӗ.
Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»
Пуҫа вырнаҫма пултарайман идиотлӑх! Выҫлӑх ҫулӗсенче йӗркелеме пултарнӑ «Чӑвашкинона» иккӗмӗш хут хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен! Малтанхинче, репрессисем пуҫланас умӗн, «Востоккинопа» пӗрлештеретпӗр тесе хупнӑ пулсассӑн, хальхи тапхӑрта мӗнпе сӑлтавлаҫҫӗ-ши тӳрере ларакан этемккесем? Ӳнерпе ӑслӑлӑх академине аркатрӗҫ, тӗрӗк тӗнчине кӗме чарчӗҫ, наци лицейне ишрӗҫ, халӗ Чӑвашкиноне кӑнтасшӑн халӑхӑмӑра кӑшкалан «шӗкӗсем»!
Пусмӑртан хӑтӑлнӑ чӑвашсем кино ӳкерсе пилӗк ҫул хушшинче тӗнчипе паллӑ пулса тӑнӑ: «Сарпике», «Атӑл пӑлхавҫисем», «Хура юпа», «Аппайкка» фильмсене пӗтӗм Союзӗпе кӑтартнӑ, вӗсем чӑвашӑн харкам ӑнне Андриян Николаев космоса вӗҫсе кайнӑ чухнехи пекех ҫӗклеме пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |