Паян Пӗтӗм чӑвашсен II «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Эрне хушши пынӑ кино ӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче чысларӗҫ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн чи сумлӑ парни — Гран-При — Владимир Карсаков режиссёрӑн «Сурӑм хӗрӗ» илемлӗ фильмне лекрӗ. Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ режиссёр хӑйӗн ӗҫӗ валли Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ» повеҫне илнӗ. Фильмри тӗп сӑнар — Сухви — хӑйӗн тусне юратать. Анчах лешӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулана куҫса кайнӑ. Сухви вара савни хыҫҫӑн хулана каясшӑн мар, унӑн шухӑшӗпе кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫуралнӑ тӑрӑхпах ҫыхӑнтармалла. Сӑмах май, тӗп сӑнара калӑпланӑ Ирина Вирьялова та кинофестивалӗн парнине тивӗҫрӗ — ӑна «Хӗрарӑм рольне чи ӑста выляканӗ» номинацире чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Кирилловӑна та парне лекрӗ. Ӑна вара «Сурӑм хӗрӗ» фильмра эпизодла хӗрарӑм рольне ӑста вылянӑшӑн чысларӗҫ.
«Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире Елена Рябцева режиссёр хатӗрленӗ «Принять удар» илемлӗ фильм ҫӗнтерчӗ.
Голливудра ӳкернӗ «Звездные войны» (чӑв. Ҫӑлтӑр вӑрҫи) фильмӑн мӗнпур эпизодне якутла куҫарӗҫ. Кун пирки ЯСИА.ru пӗлтернӗ. YouTube сайтра 4-мӗш эпизод трейлерӗ халех пур.
Проект координаторӗ Георгий Антипин каланӑ тӑрӑх, куҫарӑвӑн тӗллевӗ — якут чӗлхипе калаҫакан аудиторие ҫав фильм жанрӗн культурипе ҫывӑхлатас тени. 4-мӗш эпизода раштав ҫуррисенелле куҫарса пӗтересшӗн.
Антипин ӗнентернӗ тӑрӑх, якутла трейлера ҫынсем кӑмӑлласа йышӑннипе пӗрлех хурлакансем те тупӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑракансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем кашни комментариех пӑхса пыраҫҫӗ, пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртмелли пирки ҫавӑнпа та иккӗленмеҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, унччен Льюис Кэрроллӑн «Алиса в Стране чудес» юмахне алтайла куҫарнӑ.
Чӑваш режиссерӗн «Там, где тебя нет» (чӑв. Эсӗ ҫук вырӑнта) фильмӗ Тамбовра иртнӗ кинофестивальте ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ. Кинокартинӑна ятарласа Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарнине халалласа ӳкернӗ.
Юрий Спиридоновӑн ӗҫне жюри тивӗҫлипе хакланӑ. Фестивальте фильм куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ҫавна май ӑна ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Картинӑна «Чӑвашфильм» киностудипе пӗрле хатӗрленӗ. Экспертсем киностудин ӗҫне тата регионти кино аталанӑвне пысӑк хак панӑ.
Чӑваш кинорежиссерӗсем постановкӑра социаллӑ темӑна хускатнӑ. Фильм — сусӑр ҫамрӑк пирки. Вӑл пурнӑҫа епле йышӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хальлӗхе картина тӗнче тетелӗнче ҫук.
1926 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Автономи кунӗ умӗн Шупашкарта «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» илемлӗ фильма пуҫласа кӑтартнӑ. Вӑл — И.С. Максимов-Кошикнский сценарийӗ тӑрӑх Павел Петров-Бытов режиссер ӳкернӗ хура-шурӑ, сасӑсӑр фильм. Унта чӑваш халӑхӗ хӑй ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнине кӑтартнӑ. Картинӑна Максимов-Кошкинский йӗркеленӗ пултарулӑх студийӗ ӳкернӗ.
Чӑваш Енӗн электрон тата кинодокументаци архивӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм курма халӑх питӗ йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра Шупашкарта ҫулсерен иртекен ҫуллахи ярмӑрккӑ пуҫтарӑннипе те ҫавӑ ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» фильма халалласа маларах асӑннӑ архив мероприяти ирттерӗ. Унччен ирхи 9 сехетре И.С. Максимов-Кошкинский вил тӑпри патне чечек хурӗҫ. 14 сехетре Чӑваш Енӗн электрон тата кинодокументаци архивӗнче «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» фильма кӑтартӗҫ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музея «Ҫеҫпӗл» фильма кӗмен кадрсем лекнӗ. Кун пирки аваллӑх управҫин ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейне Юрий Данилович Самсоновӑн архивӗнчи чаплӑ сӑнӳкерчӗксем лекнӗ. Пӗтӗмпе сакӑр фото. Сӑнӳкерчӗкре Юрий Данилович Ҫеҫпӗл Мишшин ашшӗн, Кузьма Федоровичӑн, сӑнарӗнче калӑпланнӑ.
Паха фотоматериала музея Чӑвашрадио корреспонденчӗ Галина Вастрюкова ӗнер парнеленӗ.
Антонина Андреева ҫырнӑ тӑрӑх, фильма Ҫеҫпӗле (сӑнара Иосиф Дмитриев калӑпланӑ) тата Рожкова (рольте — Виктор Шульгин) Свяижскра ӳкернӗ лайӑх кадрсем лекмен.
«Ҫеҫпӗлпе Покрышкин тӗрмери камерӑра» эпизодри сӑнӳкерчӗксем те халиччен ниҫта та пичетленмен.
«Чӑваш ҫыравҫисем фильма хатӗрлекенсемпе тӗл пулни те ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — тет музей ертӳҫи.
Юрий Самсонов фотоӳкерчӗкӗсем «Здесь снимали фильм «Сеспель» (чӑв. Кунта «Ҫеҫпӗл» фильм ӳкернӗ) куравра вырӑн тупӗҫ. Куравпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗччен музейра паллашма май пур.
Шупашкарта ҫамрӑксем валли «Чеплашка» фильм ӳкересшӗн. Ун валли тизер хатӗр ӗнтӗ.
Фильма Раҫҫейри паллӑ мусӑкҫӑсем хутшӑнӗҫ. Тизер тӗнче тетелӗнче пур, ӑна пӑхма пулать. Халӗ «Чеплашка» кӗске метражлӑ фильма ӳкерес ӗҫ пырать.
Андрей Армант фильм ырӑ пулассине пӗлтернӗ. Юрий Спиридонов, «Обочина» кинокартинӑн продюсерӗ, ку Чӑвашфильм наци киностудин ҫӗнӗ проекчӗ пулать.
Кинора ҫапӑҫусем, бандитсем пулмӗҫ. Унта кӗвӗ, ташӑ, шӳтсем ҫеҫ пулӗҫ. Унта Дима Билан, Ханна тата Нюша юрӑҫсем хутшӑнӗҫ.
Андрей Армант палӑртнӑ тӑрӑх, ку «Битва за Новоюжку» фильмӑн ҫӗнӗ серийӗ пулмаллаччӗ, анчах вӑл тепӗр продюсер патне куҫнӑ.
«Чеплашка» — аслӑ класра вӗренекен хӗр пирки. Вӑл ирсӗрлӗхпе сутӑнчӑклӑха парӑнтарма пултарнӑ.
Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти пӗр кинотеатрта чӑваш халӑх историне ҫутатакан кинофильм премьери пулнӑ.
«История Великого Народа» фильма «Три пингвина» кинотеатрта катартнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗ пирки: пирӗн эрӑчченхи 3-мӗш ӗмӗртен пуҫласа 13-мӗш ӗмӗрччен.
Премьерӑра ӳкерӗве хутшӑннӑ ҫынсене чысланӑ. Чыслава чӑваш наци культурин паллӑ ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.
Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.
Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ.
Шупашкарта «Егор Шилов» фильмӑн режиссерӗ Юрий Спиридонов тепӗр фильм ӳкерме хатӗрленет. Унӑн каҫхи клубра массӑллӑ сцена ӳкермелле. Кун валли 100 яхӑн ҫын кирлӗ.
Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, ку ӳкерчӗке пуш уйӑхӑн 22-мӗшӗнче камера ҫине куҫарӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Клуба тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Унта ӳкернӗ чухне ытларах Граф анти-герой тавра ӗҫ-пуҫ пулса иртӗ. Ҫавантах икӗ сӑнар, арҫынпа хӗрарӑм, паллашнине те ӳкерӗҫ.
Ӳкерӗве паллӑ тата пултаруллӑ dj Kastas хутшӑнать. Юрий Спиридонов клубра ӳкерӗнмешкӗн дресс-кода пӑхӑнмаллине асӑрхаттарать. Тата кӑмӑл лайӑх пулмалла.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Россия 1» телеканалпа «Успешные сироты: на ринге жизни» (чӑв. Ӑнӑҫлӑ тӑлӑхсем: пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче) ярӑмри фильмсене кӑтартма пуҫлӗҫ. Ку проекта Мускаври режиссер Алексей Шамраев пуҫарнӑ.
Куракансем пилӗк очеркри сӑнарсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Вӗсем ача ҫуртӗнче ҫитӗнсе пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ, йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑ. Алексей Шамраев кунашкал сӑнарсемпе ӗҫлеме йывӑр маррине палӑртнӑ. Чи кирли — вӗсемпе таса чунлӑ пулни.
Ку вырсарникун кӑтартакан фильм «Мария» ятлӑ. Тӗп сӑнар — ҫамрӑк хӗрарӑм, Томскри ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Мария Даниловӑн йӑлтах пур халӗ. Анчах телейлӗ пурнӑҫ хыҫӗнче — йывӑрлӑхсем. Ӑна юлташӗсем сутнӑ, Мария йывӑр чире парӑнтарнӑ. Хӗр пурне те каҫарса малалла пурӑнма вӑй тупни пирки фильмра курма пулать. Вӑл 19 сехет те 35 минутра пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |