Паян, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Шорккара паллӑ таврапӗлӳҫӗ Павел Трифонов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ял кунӗ иртрӗ.
Уяв программинче яла никӗслекенсене асӑнса юпа лартни (Станислав Еткер хатӗрленӗ), П.Т. Трофимова чыслани, «Всегда вперед, всегда в пути» кӗнеке хӑтлавӗ, районти халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсен концерчӗ пулчӗ. Мероприятие Павлова Маргарита Яковлевна (Шупашкар районӗн социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ), Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильин Юрий Васильевич, ял хастарӗ Виноградов Валерий Фадеевич (юпа лартма укҫине вӑл панӑ), тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем хушшинче Евгений Ерагин (Ешентей), шӗпсутҫӑсем, усламҫӑсем пулчӗҫ — вӗсене пурне (ҫав шутра пултарулӑх ушкӑнӗсене те) те ял халӑхӗ техӗмлӗ шӳрпепе хӑналарӗ.
Ял уявӗ концертпа вӗҫленчӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнерпе паян Юрий Скворцова халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртет. Конференцире чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ: ҫыравҫӑ кӗнекисен куравӗ, ун хайлавӗсем тӑрӑх шкул ачисем тунӑ ӳкерчӗксен куравӗ, тата ытти. Вӗсен шутне ӗнер институтра иртнӗ хӑтлава та асӑнма пулать — пултаруллӑ ҫыравҫӑн вырӑсла куҫарнӑ хайлавӗсен «Избранное» («Суйласа илнисем») кӗнекепе паллаштарчӗҫ.
Ӑна нумай пулмасть Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ. Куҫарусене пухса кӑлараканӗ — Аркадий Скворцов (каласа хӑварас пулать, 2000 ҫултанпа вӑл тӑрӑшнипе пултаруллӑ ҫыравҫӑн хайлавӗсене кӗртсе вӑл 4 кӗнеке кӑларма пултарнӑ).
Кӗнекепе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова паллаштарчӗ. Тухса калаҫакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Елена Семёнова, Борис Чиндыков, Юрий Артемьев, Аркадий Скворцов пулчӗҫ.
Хальхи чӑваш литературинче чӑн пурнӑҫа сӑнласа паракан, тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫыракан писательсем йышлах мар. Вӗсенчен пӗри — Г.Максимов ҫыравҫӑ, журналист. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче иртнӗ конференцире асӑннӑ писателӗн 2009 ҫулта тухнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнекине хакларӗҫ. Кӗнеке «Литературная Чувашия» конкурса хутшӑнать, ҫавӑнпа та конференцин тӗп тӗллевӗ ӑна вулакансем патне ҫитересси пулчӗ. Конференцие ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те, преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн доценчӗ В.А. Абрамов доклад каларӗ. Унтан паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем (Н.Максимов, А.Тарасов, М.Карягина, С.Павлов-Вескер т. ыт.те.) сӑмах илчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсен чӗлхи сӗтеклӗ те сӑнарӗсем асра юлаканнисем пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем.
Паян, ҫуркуннен (календарь тӑрӑх ӗнтӗ) пӗрремӗш кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн акт пулӗмӗнче пӗлтӗр «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра тухнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсен биографиллӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Вӑл 13 сехет ҫурӑра пуҫланчӗ, Валери Туркай ертсе пычӗ.
Хӑтлава халӑх, ытларах пайӗпе университет студенчӗсем пулчӗҫ пулин те, акт пӳлӗмӗ туллиех пухӑнчӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсем зал варрине вырнаҫса тухрӗҫ.
Хӑтлава ача-пӑчасен «Эревет» ушкӑн (вӑл та ҫак премие тивӗҫнӗ) уҫрӗ. Шел те чӑвашла тумланнӑ ачасем вырӑс чӗлхипе ҫеҫ усӑ курчӗҫ. Ҫав шутра вырӑс халӑх юррине чӑвашла тумсемпе юрлани питӗ хӑйне евӗрлӗ пулчӗ — те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сурӗҫ, те чӑваш тумӗ вырӑсла та юрлама юрӑхлине кӑтартасшӑн пулчӗҫ. Ертӳҫи маттур-ха, сӑмах ҫук, анчах залра ларакансенчен чылайӑшне ку ытлах килӗшмерӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, иртнӗ кӗҫнерникун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ю.М. Артемьевӑн «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Ку мероприятие ҫавӑн пекех литература тӗпчевҫи 70 ҫул тултарнине халалласа ирттерчӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Юрий Артемьевӑн ҫӗнӗ кӗнекинче эсир чӑваш литературинче палӑрнӑ ҫичӗ ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тишкерӗвӗпе паллашма пултаратӑр. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Фёдор Павлов, Илле Тӑхти, Петӗр Хусанкай, Хветӗр Уяр тата Юрий Скворцов хайлавӗсене Юрий Михайлович ҫӗнӗрен вуласа тухса, тарӑннӑн тишкернӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те ҫутатмасӑр хӑварман.
Юбиляра саламлама чылайӑн пынӑ: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин (вӑлах Михаил Игнатьев Президентӑн Тав хучӗпе чысларӗ), ЧГПӐИ директорӗ Юрий Исаев, Канаш районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владислав Сафронов, Алексей Трофимовпа Михаил Кондратьев ӑсчахсем, «Тӑван Атӑлӑн» шеф-редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем пулчӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене географине ӑса хывакан Дубанов Иван Степановичӑн «Географические названия Чувашской Республики» (чӑв. «Чӑваш Енӗн географи ячӗсем»).
500 яхӑн страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 3 пин ытла ят вырнаҫнӑ — ял ячӗсем, ҫырма-ҫатра, кӳлӗ тата ытти тӗрлӗ тӗслӗ топонимсем. Ятсене алфавит тӑрӑх йӗркелесе тухнӑ (вырӑсла), чӑваш ялӗсен тӑван чӗлхеллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Кӗнекене «Культура России» (чӑв. «Раҫҫей культури») тӗллевлӗ федераллӑ программӑпа кӑларнӑ, ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политики ӑна шкул ачисемпе студентсем валли вӗренӳ пособийӗ шайӗнче усӑ курма сӗннӗ.
Лавккасенче кӗнекене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ — 143 тенкӗ тӑрать.
Ыран, раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулчӗ. Кӗнекене 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсенчен калӑпланӑ. 2008 ҫулта фантастика конкурсӗ, 2009 ҫулта — «Халап хапха тӑрринче» юмахсен конкурсӗ иртнӗ. Ҫак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Владимир Андреев йӗркеленӗ.
Николай Плотников конкурс ирттерме ҫӑмӑл марине, уйрӑмах кӗнеке кӑларма йывӑр пулнине палӑртрӗ. Анчах та ҫак ӗҫе хӑй кӑмӑлпа, юратса пурнӑҫланине пӗлтерчӗ. Конкурс вӑхӑтӗнче пухӑннӑ ӗҫсем хушшинче малти вырӑнсене йышӑннӑ хайлавсене кӗнекен халӑх патне ҫитерме хутшӑннӑ ытти ҫынсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Асамлӑх ҫулне» ӳкерчӗкӗсемпе илемлетме Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗнчи «Ӑсталӑх кӗперӗ» кружока ҫӳрекен ачасене явӑҫтарнӑ сӑнарлӑ ӑсталӑх урокӗсене вӗрентекен, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Станислав Юхтар кӗнекене капӑрлатас ӗҫ мӗнлерех пулса пыни пирки кӗскен пӗлтерчӗ.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Чӑвашсен авалхи тӗнчи» фильм презентацийӗ иртрӗ. Унӑн авторӗ — Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе пӗлӳ илнӗ, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн Патшалӑх Канашӗн ӗҫченӗ Владимир Галошев.
Фильм чӑвашсен мифологийӗпе историйӗ ҫинче никӗсленнӗ. Презентацире факультет студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем хастарлӑх кӑтартнӑ. Чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ, ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов факультет ячӗпе В.Галошева саламланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ, факультет юбилейне чӗннӗ.
Сӑмах май, В.Галошев — ЧФКФ эмблемин авторӗ.
Хисеплӗ сайтҫӑсем! Хисеплӗ хӑнасем!
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӑшӗнче эпир хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулӗ! Пуҫламӑшӗ 13 сехет ҫурӑра!
Эсир ку кӗнекере 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсемпе паллашма пултаратӑр.
Кӗнеке кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Пӗр сехетре ӑна кӑларма май ҫук. Чӑн та лайӑх пултӑр тесе пирӗн чылай вӑй хума тиврӗ. Хӑтлава эпир хайлавсен авторӗсене тата ӑна кӑларма пулӑшнӑ пур ҫынна та чӗнетпӗр!
Вулавӑш адресӗ: Шупашкар хули, Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла.
Ыран, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче М.С. Спиридоновӑн «Чувашский орнамент. Чӑваш эрешӗ. The chuvash ornament» (пухса хатерлекенӗ, ӳнер концепцине тӑваканӗ, ӑслӑлӑх редакторӗ — А.А. Трофимов) кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре.
Хӑтлава институт директорӗ Ю.Н. Исаев, культура министрӗ Р.М. Лизакова, вӗренӳ министрӗ Г.П. Чернова, экономикӑлла аталанупа суту-илӳ министрӗ И.Б. Моторин хутшӑнӗҫ. А.А. Трофимов, М.Г. Кондратьев, Р.Ф. Федотов (Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ), В.Я. Шакров (Тӑвай район пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан), В.В. Петров (Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ), Н.И. Садюков (М.С. Спиридонов музей-хваттерӗн заведующийӗ) пухӑннисем умӗнче хӑйсен сӑмахне калӗҫ.
Спиридонов Моисей Спиридонович — паллӑ чӑваш художникӗ. 1890 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 1933 ҫултанпа СССРти ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |