Турцинче пичетленӗ кӗнекеyе чӑваш юмахӗсене кӗтнӗ. Ку хыпара эпир Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург, сценарист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
390 страницӑллӑ кӗнекене Синан Гӳзель ҫамрӑк турккӑ ӑсчахӗ чылай чӑваш юмахӗ кӗртнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма автор Марина Карягинӑна та ярса панӑ.
«Парнешӗн тав! Нумаях пулӑшаймарӑм, вуласа йӑнӑшсене тӳрлетме кӑна хутшӑннӑччӗ, анчах пархатарлӑ автор мана та тав тума чун ӑшши ҫитернӗ», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ каччӑ Андриян Николаев космонавт хӳттипе Краснодар крайӗнчи Туапсе районӗнчи Джубга поселокне лекнӗ.
Ку вӑл 1962 ҫулта пулнӑ. Шуршӑл каччине Эдуард Лукина (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, вӑл халӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ ӗнтӗ) ҫав ҫулхине ҫара илнӗ. Вӑл Андриян Николаевпа пӗр ялтан пулнине пӗлсен призыв пунктӗнче каччӑна хӑй каяс тенӗ ҫар чаҫне суйлама ирӗк панӑ. Кун пирки арҫыннӑн арӑмӗ Зинаида Лукина Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти музейпа курав центрӗнче пулнӑ чухне каласа кӑтартнӑ. Учрежденири музейра мухтавлӑ ентешӗмӗре халалланӑ «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ» кӗтес пур. Ӑна Андриян Николаева халалланӑ.
Марина Карягина тележурналист, режиссёр, сценарист, сӑвӑҫ тата драматург Азербайджанра пулнӑ.
Унта вӑл «Патшалӑх Ертӳлӗхӗ ҫумӗнчи культура комитечӗ йыхравланипе» кайса килнӗ, «Бакура иртнӗ ҫӳллӗ шайри уявсене» хутшӑннӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк юбилей каҫӗсенче тухса калаҫнисӗр пуҫне хурӑнташлӑ халӑх ҫыравҫисемпе пӗр-пӗрин литературипе паллашнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, кӗнеке презентацийӗсем ирттернӗ, Гейдар Алиев паркӗнче йывӑҫ лартнӑ.
«Каҫпи (Хасар) тинӗсӗ хӗрринчи эрнелӗх ӗҫлӗ ҫулҫӳрев тулли те пуян, усӑллӑ иртрӗ», — пӗтӗмлетнӗ нумай енлӗ ӑста.
Крымри тата Севастопольти чӑвашсем ҫинчен «Наш Крым» журналта каласа кӑтартнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, общество организацийӗн ертӳҫи Руслан Самсонов хӑш-пӗр хастара ятран палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — унӑн ҫумӗ Надежда Уварова, правлени членӗсем Светлана Данилова, Галина Коханевич.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсем асӑннӑ тӑрӑха 40 ҫул каялла комсомол путёвкипе тухса кайнӑ та ҫав ҫурутрава тӗпленнӗ. Чӑваш Енрен куҫса кайнӑ Валентина Липинец, Ираида Устинова, Валентина Егорова, Раиса Наливайко, Любовь Тавлуй, Анна Тимофеева, Марина Громенко та тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине сарассине хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Вӗсем чӑвашла калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш фольклорне пухнӑ Иван Одюков ҫуралнӑранрпа 100 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче конференци иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркелет.
«Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ят панӑ регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче секци ларӑвӗсем ӗҫлӗҫ тата «Чӑваш фольклорӗ» коллективпа ҫыракан монографие хатӗрлесси» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ.
Иван Ильич Одюков — литература тӗпчевҫи, чӑваш фольклорне пухаканӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1966), профессор (1987). 1923 ҫулхи авӑнӑн 27-мешӗнче Шупашкар районӗнчи Атӑльялта ҫуралнӑ. 1995 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Шупашкарта куҫне хупнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Композиторсен союзне йӗркелесе янӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш АССРӗнчи совет композиторӗсен союзӗн йӗркелӳ комитетне 1940 ҫулта пуҫарнӑ. Ҫав пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци культурине, унӑн йӑли-йӗркине аталантарасси тата чӑваш композиторӗсен произведенийӗсене халӑхра сарасси пулнӑ. Хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Гаврил Фёдоров (1878-1962) чӑваш юрӑҫӗ ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ.
Гаврил Фёдорович Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Томаккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑх юррисене пухассипе те ҫине тӑнӑ.
«Пӗр-пӗр ҫын хӑйӗн йӑхташӗсен пине яхӑн юррине асра тытма пултараять-и? Хуравӗ — паллӑ: «Пулма пултараймасть!» Ҫук, ҫук! Пур ҫакӑн пек халӑх. Чӑвашсем кусем! Шӑпах чӑвашсен ҫакнашкал гениллӗ юрӑҫ пур. Ӑна Гаврил Федоров теҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ ун пирки 2015 ҫулта «Хыпар» хаҫатра Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Владимир Чекушкин.
Сӑмах май каласан, 25 киллӗ тӑван Томаккасси ялӗнче Гаврил Федоров 212/!/ юрӑ вӗреннӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш краевечӗсен регионсем хушшинчи форумӗ иртӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енри краведсен союзӗпе Наци вулавӑшӗ йӗркелӗҫ.
Пуш уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнас ырӑ йӑлана таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах пуҫарса янӑ.
Форумра чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварас, краеведенипе туризм ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ, пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене тата чи маттур тӑван тавралӑх тӗпчевҫисене чыслӗҫ.
Владимир облаҫӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Чӑваш культурин эрни иртнӗ.
Акцие «Владимир Интернациональный» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн вулавӑш ӗҫченӗсем хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑхӑн культурипе темиҫе ҫул ӗнтӗ паллаштарса пыраҫҫӗ.
Чӑваш культурин эрнине Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева; Ольга Федорова прозаик, куҫаруҫӑ тата журналист; Людмила Засыпкина чӑваш юрӑҫӗ хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ.
«Мӗн авалтан чӑвашсем пӗрне-пӗри пулӑшса, тимлӗх уйӑрма тӑрӑшнӑ, йывӑр чухне те яланах алӑ пама пӗлнӗ. Пурне те марафона хутшӑнма чӗнсе калатӑп. Ачасене пулӑшу пани, каяллах ырӑпа таврӑнассине пурсӑмӑр та лайӑх пӗлсе тӑратпӑр. Вӗсем — пирӗн пуласлӑх. Ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма кашни ача тивӗҫлӗ, ҫак ӑнлава пурин те асра тытмалла», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн председателӗпе Дмитрий Лихановпа ирттернӗ ӗҫлӗ тӗлпулура.
Пирӗн республикӑра ҫак эрнере «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафон пуҫланнӑ. Ӑна Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кӑҫалхипе 35-мӗш хут ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |