Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗ «Анне эрешӗсем» чӑваш тӗррин шкулӗн пӗрремӗш онлайн-занятине иртнӗ эрнере ирттернӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче йӗркеленӗ.
Тӳре эфирта Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ, Н.В. Никольский ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ, чӑваш тӗррине халалланӑ чылай кӗнеке авторӗ Наталья Захарова-Кульева калаҫнӑ.
Ҫитес заняти паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 13 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш тӗррин тӗсӗ тата эрешӗсем мӗн пӗлтерни ҫинчен Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Татьяна Петрова каласа кӑтартӗ.
Чӑвашсен илемлӗ ячӗсем майӗпен манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Куншӑн ҫынна ӳпкелемелле мар пулӗ, шур сухалсем калашле, малтан «киле кӗрсе тухмалла».
Чӑвашсен арҫынсен 11 пин ытла ят, хӗрарӑмсен 4 пин ытла ят пулнӑ. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем хушшинче: Илемпи, Илпек, Карсак, Нарспи, Пуян, Савтепи, Салампи, Сарпи, Сетнер, Туйпи, Тунепи, Тунюк, Улпут, Унтри, Эрнепи, Эрнук, Юман.
Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗсен службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта пӗр хӗрачана Салампи, 2018 ҫулта Илемпи ят панӑ, 2021 ҫулта икӗ ачана Илемпи тата Сарпи тесе чӗнме тытӑннӑ. 2022 ҫулта пӗр арҫын ачана Юман ят панӑ.
Шупашкарта чӑвашла калаҫакансен «Чӑн Чӑваш» клубӗн черетлӗ 20-мӗш тӗл пулӑвӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ клуб хастарӗ Виктор Чугаров тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче йӗркеленӗ клубӑн пабликӗнче пӗлтернӗ.
Клуб хӑни Раҫҫей Журналистсен союзӗн членӗ, Раҫҫейӗн армреслинг енӗпе спорт мастерӗ Олеся Михайлова пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен каласа панӑ.
Виктор Чугаров пӗлтернӗ тӑрӑх, клубӑн ҫитес тӗлпулӑвӗ авӑн уйӑхӗнче иртӗ.
«Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» — ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Александр Степанов ҫапларах ҫырса пӗлтернӗ: «Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви нумаях пулмасть сӗнӳ кӑларчӗ. Ун тӑрӑх, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине 3 сехетрен кая мар вӗрентмелле. Ку пӗр енчен ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен хула шкулӗсенче е пачах та чӑваш чӗлхине вӗрентмен, е 1-2 сехет кӑна пулнӑ. Ырламалла ҫеҫ пек. Тепӗр енчен ялти шкулсен хӑй евӗрлӗхне шута илмест ку документ. Ялти шкулсенче, тӗслӗхрен, 5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе литератури валли 5 сехет уйӑрнӑ пулнӑ. Эппин, вӗсен сехечӗсем чакаҫҫӗ-и? Ку мӗн туни пулать вара? Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?»
Ку ыйту хуравне республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлеҫҫӗ пулинех...
Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Алпарух (Александр Блинов) чӑваш чӗлхине хӑвӑрт вӗренмелли тӳлевсӗр курса ҫырӑнма сӗнет.
Чӑваш чӗлхине Алпарух хӑй вӗрентӗ. Заняти эрнере икӗ хутчен, каҫсерен, иртӗ. Онлайн-вӗренӗве авӑн тата юпа уйӑхӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӗлхене вӗренес текенсен ҫак каҫӑпа иртсе заявка хӑварма май пур.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ кӗнеке премьерипе паллаштарӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пухӑннисене «Календарь знаменательных и памятных дат землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области», А.К. Салминӑн «Древние праздники чувашей» тата А.Г. Арсентьевӑн «На одном дыхании» кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Антон Салмин — этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн этнологине, религине тата фольклорне тӗпчет.
70 ҫулти Александр Арсентьев — Мурманскри скульптор. Вӑл унти чӑвашсен «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш ен) общество оргнаизацине ертсе пырать.
Кӗнекесен хӑтлавӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17 (хушса наборламалли номер 147).
Чӑвашсем Хусанта иккӗмӗш хут иртнӗ «Этно-fashion» фестивале хутшӑннӑ. Кун пирки Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗри пӗлтернӗ.
Культура фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика хӑй ӑсталакан тумтире кӑтартса панӑ. Чӑваш пикисем наци тумне «Ҫиларман» ушкӑн юрри янӑранӑ, Александр Воробьевпа Олег Вунберов чӗрӗ сасӑпа юрласа чӑваш тумӗн куравне тата илемлӗрех тума пулӑшнӑ.
«Культура кочӗ — пурнӑҫ стилӗ» ятпа йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫ Хусанти Г. Камал ячӗпе хисепленекен театр умӗнчи тӳремре иртнӗ.
Ваттисен йӑлине пӑхӑнасси паянхи кун темле кивӗ, ниме тӑман, юрӑхсӑр япала шутланать тесен йӑнӑшмастӑп пуль. Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер-смартфон таврашӗпе тивӗҫлӗ шайра усӑ курма пӗлесси хисепленет, модӑпа тан пыни тата ытти те. Пирӗн мӑн асаттесем пире хӑварнӑ йӑласем вара манӑҫа тухаҫҫӗ.
Ваттисен йӑли тенӗ чухне пӗр енчен хамӑр авалхи тӗн пирки калама пулать (тепӗр тесен, йӑла-йӗрке унта самай вырӑн йышӑннӑ), тепӗр енчен вӑл йӑласем нимӗнле тӗнпе те ҫыхӑнмаҫҫӗ. Калӑпӑр, хӑнана кайнӑ май (ахаль кӗрсе тухнӑ чухне те!) мӗнле те пулин парне илсе каяссине православи тӗнне, е ислам тӗнне йышӑннӑшӑнах пӑрахмалла-и? Ҫук-ҫке. Тӗнпе ӗненӳ вӑл пӗр япала, ваттисен йӑли — тепӗр япала.
Ваттисен йӑли шутне эп, сӑмахран, хӑнана кайнӑ чухне парнепе кайнине, сӗтел хушшине ларнӑ май чи малтан ватӑ ҫынна сӑмах панине, сӗтел пуҫне чи сумлӑ ҫынна (ҫак вырӑна ачасене лартнине пӗрре мар куратӑп!) лартнине тата ытти ҫавнашкал манӑҫа тухса пыракан йӑлана кӗртетӗп.
Хамӑрӑн чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра сахалрах та сахалрах усӑ курнишӗн эпир пӑшӑрханатпӑр пулсан, ку тӗлӗшпе кӑшт та пулин ӗҫсем тӑватпӑр пулсан, ваттисен йӑли-йӗрки пирки пушшех те маннӑ теме пулать.
Пушкӑртстан Республикинчи Талпасӑ ялӗнче нумаях пулмасть «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Елизавета Долгова «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.
Талпасӑри «ҫавра сӗтелте» «Канаш» ятпа чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл Пушкӑртстанри чӑваш хастарӗсене пӗрлештерӗ.
Чӑваш Енрен ют ҫӗршывсене каяакансен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 2 пин те 885 ҫын ют ҫӗршыва кайнӑ, кунта 1 пин те 172 ҫын килнӗ.
Сӑмах май каласан, ытларахӑшӗ (пурӗ 2 пин те 105 ҫын) СНГ ҫӗршывӗсене тухса кайнӑ. Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхенчен пирӗн тӑрӑха 656 ҫын куҫса килнӗ.
Ҫывӑхри ют ҫӗршывсене кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 780 куҫса кайнӑ, вӗсенчен Чӑваш Ене килсе 516 ҫын тӗпленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |