Енисей юханшывӗн леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ольга Васильева Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачино районӗнчи чи аякри ялта, Хусанккара, тӗпленнӗ. Ун ҫинчен «Хыпар» хаҫатра Алина Ильина журналист ҫырса кӑтартнӑ.
«Хусанккана ҫитиччен райцентртан ҫыран хӗрринчи Галанино ялне ҫитмелле. Кайран паромпа е пӑр тӑрӑх хывнӑ ҫулпа Енисей урлӑ каҫмалла. Унтан тепӗр 52 ҫухрӑм вак чул та сарса хытарман ҫулпа чӑтлӑх витӗр каймалла… Кӑҫалччен унта кӗсье телефонӗсемпе те усӑ курайман — ҫыхӑну, интернет пулман. Ҫав ялта несӗлӗсен йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 112 ҫул каялла йӑхташӑмӑрсен пирвайхи ушкӑнӗ кайса тӗпленнӗ унта. 112 ҫул каялла ҫакӑнта тӗпленнӗ чӑвашсем хамӑрӑн йӑласене, культурӑна упраса пурӑнаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ статьяра.
Хӗрарӑм ялти библиотекӑра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Унӑн ашшӗ, 87 ҫулти, Владимир Иванович Вӑрнар районне кӗрекен Нурӑс ялӗнчен куҫса кайнӑ.
Ирӗксӗртен темелле. Ун чухне вӑл пиллӗкри ача пулнӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимирӑн ашшӗ, Иван Иванов учитель, килӗнче Турӑ кӗнеки упрать тесе ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн НКВД ҫыннисем ун патне персе ҫитнӗ.
Чӑваш Енри хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекун каҫсерен кӑтартакан «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоуна хутшӑннӑ. Телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ ҫын —
Лариса Пасхина юрӑҫ. Передачӑна вӑл раштав уйӑхӗн варринче хутшӑннӑ.
Юрӑҫа ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ хӑнана чӗннӗ. Лариса Пасхина «Ир пулсан» телекӑларӑмра тӳрӗ эфирта пулӗ. Кӑларӑм раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Сӑмах май каласан, чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ телешоуна эфира раштавӑн 30-мӗшӗнче 19 сехет те 45 минутра кӑларӗҫ.
Сургутри ачасем чӑваш халӑх эткерлӗхне ӑша хываҫҫӗ. Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакан маттур чӑвашсем ҫинчен Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «Туслӑх» общество организацийӗнче «Чӑваш тӑрӑхӗн эткерлӗхӗ» студи ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ачасен йышӗ ӳссех пырать-мӗн. Нумаях пулмасть студие 19-мӗш шкулта вӗренекенсем пухӑннӑ. Вӗсем тӑмран матрёшка ӑсталанӑ. Вырӑссен йывӑҫран касса хатӗрленӗ ҫав теттене Сургутри ачасем чӑвашлатнӑ — матрёшкӑна чӑвашла эрешсемпе капӑрлатнӑ.
Чӑваш Енре тӗнче тӑрӑх сапаннӑ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен кӗнеке пичетлесе кӑларасшӑн. Ку хыпара эпир Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗн яваплӑ секретарӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри писательсен союзӗсен пайташӗ Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Хастар ентешӗмӗр «Землячества чувашей всего мира» ятпа кӗнеке пичетлесе кӑларма ӗмӗтленет. Ун валли материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса хатӗрлеме тивӗ. Ҫавна май вӑл чӑваш автономийӗсен, ентешлӗхӗсен, пӗрлӗшӗвӗсен ертӳҫисене, вӗсен хастарӗсене килӗштерсе ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Тутарстанри Олимпиада центрӗнче тӑван чӗлхесен олимпиади иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче йӗркеленӗ.
Ӑс-тӑнпа пултарулӑха, тавҫӑрулӑхпа мал ӗмӗтлӗхе кӑтартса пама май паракан ӑмӑртӑва Тутарстанра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ачисем хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче мордвасем, удмуртсем, марисем пулнӑ. Чӑваш ачисем те тантӑшӗсенчен кая юлас темен — олимпиадӑна ҫунатлансах хутшӑннӑ.
Чи пултаруллисене ӑшӑ сӑмахпа ҫеҫ мар, тав хучӗсемпе те хавхалантарнӑ.
Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор премине 2022 ҫулшӑн Надежда Сандркина тивӗҫнӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Швейцарири Базель хулинче 12 сехетле тӑсӑлнӑ супермарафонта ҫӗнтернӗ. Халӗ спортсменка Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чӑвашсен ассоциацине ертсе пырать.
Аса илтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тӑрӑхри Чӑвашкасси Улхашялӗн клубӗнче спортсменка скульптурӑна тивӗҫнӗ. Ҫав кун культура учрежденине артистсем, вырӑнти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илсе е открытка хатӗрлесе #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла ҫеҫ.
«Станислав Садальский — пирӗн ентеш. Эсир ҫавна пӗлнӗ-и?» — хыпарланӑ «Ентешсем I Земляки» телеканалта.
Станислав Садальский «Раҫҫей 2» телеканалпа кӑтартакан Андей Малаховӑн «Привет, Андрей!» кӑларӑмне хутшӑннӑ, хайӗн ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Садальский ӳкерӗннӗ телекӑларӑм ыран, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 17 сехетре эфира тухӗ.
Садальский «Контактра» ҫапларах ҫырса хунӑ: «Чӑваш халӑх артисчӗн ӗмӗчӗ тинех ҫитрӗ! Пӗлменнисем валли... эпӗ Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчен».
Асӑннӑ телекӑларӑма пирӗн тепӗр ентешӗмӗр Ирина Шоркина та хутшӑннӑ.
«Жар Птица» вырӑс халӑх каналӗ (кун пекки те пур иккен. — Т.Т.) Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсемпе паллаштарӗ. Ку хыпара Александр Ганичев хуткупӑсҫӑ «Контактра» пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ каналта пирӗн тӑрӑхри Родион Петров купӑсҫӑпа, «Ямаш» тата «Шуҫӑм» пултарулӑх ушкӑнӗсемпе паллаштарӗҫ.
Кӑларӑм эфира темиҫе хутчен тухӗ: раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 тата 22 сехетсенче, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 12 тата 18 сехетсенче, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 12 тата 18 сехетсенче.
Кӑларӑма Александр Ганичев тата Сергей Ижукин ертсе пырӗҫ.
Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики — 2022» конкурс иртнӗ. Ҫав ята хальхинче Муркаш районӗн хӗрӗ Анастасия Поркина тивӗҫнӗ.
Конкурса республикӑри районсенчен тата чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчен 21 пике хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен наци радиовӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Вице-чӑваш пики» ята Тутарстан хӗрӗ (хыпарта хӗрсен ячӗсене асӑнман. — Т.Т.) ҫӗнсе илнӗ, «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» номинацире Йӗпреҫ район хӗрӗ ҫӗнтернӗ. «Чи хӳхӗмми» тесе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пикене палӑртнӑ. Шупашкар хулинчен хутшӑннӑ хӗр «Чи тараватли» пулса тӑнӑ. Елчӗк район хӗрне «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» тесе йышӑннӑ. «Чӑваш Ен тулашӗнчи пике» ята Пушкӑрт, Пенза тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи хӗрсене панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |